11 сентября 2009 г.
Хăйĕн «Египет. Его роль в становлении государств» кĕнекинче Г.П.Кеннаман чăвашсемпе египтянсен тĕн, антропологи, чĕлхе, культура пĕрлĕхĕ çинчен çырнă. Çаксем чăвашсен наци тумĕсенче, тĕррисенче, халăх промыслинче, йăли-йĕркинче палăраççĕ. Автор хăйĕн ĕçĕнче археологи, этнографи çăл куçĕсемпе, Египета, Хĕвел тухăçне тĕпченĕ ăсчахсен, авалхи писательсемпе географсен ĕçĕсемпе усă курнă.
Авалхи Грецири Полибий историк (пирĕн эрăчченхи II ĕмĕрте пурăннă) Колхидăна Артобазанăн (Рат Тобазан) патшалăхĕ тенĕ. Тобас – халăх ячĕ, ан – çĕр Тобасăн пулнине пĕлтерекен аффикс, рат – йăх, несĕл. Полибий çапла çырнă: «(Артобазан облаçĕ) Мидийăпа юнашар выртать, унран вырăн-вырăнпа вĕçе-вĕçĕн выртакан ту катисемпе кăна уйрăлса тăрать. Унăн хăш-пĕр пайĕсем Понтран та, Фасисран та çÿллĕрех. Тепĕр енчен вăл Гиркан тинĕсĕ патнех çитет. Кунта вăйлă, лашасем çине ларса çапăçăва тухакан халăх пурăнать. Вĕсен вăрçă валли мĕн кирли çителĕклех». (Латышев, 1974, 3 т, 301 с). Полибий пурăннă чухне, пирĕн эрăчченхи II ĕмĕр, Кавказ леш енĕ пĕтĕмпех египтянсен пулнă. Моисей Хоренский (пирĕн эрăри 7 ĕмĕрте пурăннă) хатĕрленĕ «Армени географийĕ» кĕнекере Арменин хĕвел тухăç пайне кăна Чуашрот тенĕ (История, 1966, 1 т, 26 с). Чуашрот сăмаха грек тата латин авторĕсем Теспрот сăмах вырăнне усă курнă. Чуашрот сăмахра «в» сас палли сиксе юлнă. Тулли ячĕ – Чуваш рат (Чăваш йăхĕ).
Хальхи Турци картти çинче Анкара хулинчен хĕвел анăçнерех халăх пурăнакан Чавушлар текен вырăн пур. Унăн ячĕ турккăлларан вырăсла тÿрремĕн Чавуши (Чуваши) тесе куçать. Ван кÿллинчен çурçĕр хĕвел анăç еннелле Пинкел тăвĕсем тăсăлаççĕ. Çав тупа юнашар Халиль Чавуш текен хула пуррине палăртнă. Унăн чăвашла ячĕ Халал Чăваш (Благословение Чуваш). Сыхланса юлнă топонимика египтянсем Турци территорийĕнче пурăннине çирĕплетет. Г.Е.Корнилов профессор çапла çырать: «Тĕрĕк чĕлхисенче чавуш сăмах приказ, хушу паракан, вĕсене вуласа паракан çынна; советник, миссионер тенине пĕлтернĕ. Кавказри вак халăхсемшĕн чавуш – пуçлăх, ĕç тăвакан пулнă. Сербсемпе хорватсемшĕн чауш – ертÿçĕ. Чауш, чавши араб чĕлхинче те тĕл пулать, перссен – чавуш, Дунай тăрăхĕнчи пăлхарсен – чауш, чау-шин» (Корнилов, 1973, 175 с). Чауш, чавуш Египетри халăх пулни пирки нимĕн иккĕленмелли те çук. Египтянсен (чавушсен) авторитечĕ Европăри, Азири тата Африкăри халăхсен хушшинче çÿллĕ шайра пулнă.
Балти тинĕсĕ тата Финн заливĕ тăрăхĕсенче египтянсене Чуди (Чудос) ятпа палăртнă. Чавуш, Чюваш, Чаваш – египтянсен нацийĕ, Египетри халăх.
Атăл тăрăхĕ Уралпа Дон, Днепр, Хура тинĕс, Крым, Кавказпа Вăтам Азире сыхланса юлнă египтянсен (чавашсен) тĕп вырăнĕ шутланать. Вĕсене историне ку таранччен те вĕçне çитиччен уçса, каласа кăтартман-ха. Халăхра халапсемпе мифсем нумай çÿреççĕ. В.Д.Димитриев профессор вĕсене пухассипе нумай ĕçленĕ. «С.М.Михайлов 1852 çулта çырнă: « Чăвашсем халь пурăнакан вырăнсене ăçтан килни çинчен ыйту парсан авалхи ăрусен халапĕсене калаççĕ, Хура тинĕс хĕрринчен, сăрт-тусем хушшинчен килнĕ теççĕ», – тесе çырнă В.Д.Димитриев профессор. Тепĕр халапа ĕненес пулсан «чăвашсем авал тинĕс хĕрринче ăшă çĕршывра пурăннă». Тепри вара пирĕн несĕлсен пурнăçне уçăмлăрах кăтартса парать: «Ĕлĕк-авал (чăвашсен) пысăк та вăйлă патшалăх пулнă. Вăл пуян та мăнаçлă пулнă. Ун çинчен аякри патшалăхсем те пĕлнĕ, туслă çыхăну тытнă, сутă тума килсе çÿренĕ. Кунти патшалăхра пурăнакансем те тинĕс леш енне сутă тума çÿренĕ. Темиçе тинĕс леш енчи купцасем кунта суту-илÿ ĕçĕпе килнĕ» (Димитриев, 1993, 37 с). Çаксене тĕпе хурса чăвашсен авалхи тăван çĕршывĕ çинчен калама пулать. Вĕсем ăшă çĕрте пурăннă. Атăл тăрăхне «Хура тинĕс леш енчен, аякри сăрт-тусем хушшинчен» куçса килнĕ. Чăвашсен çулĕ (тăван çĕршывĕнчен Атăл тăрăхне) Киликей Таврĕнчен кăнтăрарах сарăлакан çĕрсем урлă выртнă. Чăвашсен çĕршывне «аякри патшалăхсенче пĕлнĕ тата темиçе тинĕс леш енчен купцасем кунта сутă тума килнĕ» тени патшалăхăн тинĕсе тухма çул уçă пулнине кăтартать. Авал кун пек патшалăх Египет пулнă.
Тепĕр халап хăйĕн тытăмĕпе икĕ пайран тăрать: авалхи тата кайранхи историрен. Малтанхи пайĕнче Днепр юхан шывĕ пуçланнă тĕлте пурăннă чăвашсем çинчен çырнă. В.Д.Димитриев çакăн пек çырать: «В.М.Митрофанов 1910 çулта Козьмодемьянск уесĕнчи Изанбай ялĕнче С.Андреевран çырса илнĕ тепĕр халап тăрăх, чăвашсем Азирен Европăна куçса килнĕ, Хура тинĕс урлă каçса çакăнта юхса кĕрекен пĕр юхан шыв тăрăхне вырнаçнă. Вĕсене унтан хăваласа кăларса янă. Чăвашсем пурăнмалли лайăх вырăн шыраса нумай çÿренĕ, анчах тупайман. Кайран вара Атăл çине çитнĕ» (Димитриев, 1993, 26 с). Вăтам тата Тури Днепр çинче авалхи вырăс летопиçĕнче кривич ятпа çÿренĕ египтянсем пурăннă. 866 çулта Новгород хулине илнĕ хыççăн славянсем кривичсене хĕсме пуçланă. Преданисем тăрăх чăваш-кривичсене кунтан хуса кăларнă, «каярах вĕсем Атăл çине çитнĕ». Преданин пĕрремĕш пайĕ вĕсем çинчен. Иккĕмĕш пайĕ – преданин малаллахи пайĕ, çав вăхăтрах вăл халăхăн сĕм авалхи историне çутатать: «Вĕсем (чăвашсем) нумай пурăнса йышланнă. Вĕсенчен пĕрин вун икĕ ывăл çуралнă. Ывăлĕсем çитĕнсе çитсен ашшĕ вĕсене кашнине пĕрер вăкăр панă та тĕрлĕ еннелле кăларса янă, вăкăр ăçта чарăнать, çавăнта тĕпленсе пурăнма каланă. Çакăн пек йĕркеленсе кайнă чăваш ялĕсем» (Димитриев, 1993, 26 с). Чăвашсем Египетра нумай пурăнса йыша ÿстернĕ. Египет – чăваш халăхĕ Европăна, Азие, Африкăна саланнин пуçламăшĕ. «Чăваш ялĕсем çакăн пек йĕркеленнĕ» вырăнне «Чăваш патшалăхĕсем çакăн пек пулса кайнă» тесен тĕрĕсрех пулĕччĕ. Вун иккĕ – Египет числи, чăваш халăх асĕнче вăл ăруран ăрăва куçакан асамлă япала пек упранса юлнă.
Халăх асĕнче Прометей çинчен калакан предани те упранать. «Темиçе тинĕс леш енче, кăнтăрта, çÿллĕ Арамис тăвĕ çинчен мăнаçлă Улăп аннă. Ăна çĕр çине çынсене тĕрĕслĕх çинчен каласа пама, усалсемпе кĕрешме Ашшĕ – Аслати янă. Улăп улăхра çÿрекен кĕтÿсене курнă. Ашшĕ каланине манса Улăп, кĕвĕç туйăмĕпе тулнăскер, çав кĕтÿсене ярса илнĕ, чи хитре хĕрарăма арăм тунă, çынсене хăваласа янă. Арăмĕ ăна йĕкĕреш ывăл çуратса панă. Вĕсем ашшĕ пекех мăнаçлă, вăйлă, тĕлĕнмелле пысăк пулса çитĕннĕ. Вĕсем ашшĕпе пĕрле кĕтÿ кĕтнĕ, ĕçрен пушансан сунара çÿреме юратнă, кирек мĕнле чĕр чуна та çичĕ çухрăмран персе лектерме пултарнă. Анчах кĕтмен çĕртен вĕсен амăшĕ вилсе кайнă. Ăна пытарсан ашшĕ çĕре ылханса Арамис тăвĕ çине хăйне валли арăм шырама кайнă. Виçĕ кун иртнĕ, Улăп çаплах таврăнман. Пăшăрханса ÿкнĕ ывăлсем ашшĕне шырама тухса кайнă, ăна, сăнчăрласа хунăскере, ту тăрринче тупнă. Ашшĕ ывăлĕсене курсан çапла каланă: «Мана Атте – Аслати халалĕсене пурнăçламаншăн ĕмĕрлĕхех ту çумне сăнчăрласа хучĕ. Эсир те, манăн ачасем, нихăçан та çынна усал ан тăвăр, кунтан вара урăх çĕре куçса кайăр», – тенĕ. Улăп вĕсене çурçĕр еннелле çул кăтартса янă. Кĕçĕннине юхан шывсем хушшине, аслине вара çав юхан шывсенчен пĕрин сылтăм çыранне вырнаçма хушнă. «Ку сирĕн йăхсен тăван çĕршывĕ пулать.Сирĕн несĕлĕрсем ăна ĕмĕр-ĕмĕр хисеплеччĕр, унта ырă вăрлăх акчăр». Ывăлсем ашшĕпе сывпуллашнă, унăн халалĕсене тÿрĕ чунпа пурнăçлама шантарнă». (Димитриев, 1993, 23 с.).
Арамас тăвĕн ятне кутăнла вуласан Самар (Шумер) сăмах вуланать. Халапра çапла каланă: «Темиçе тинĕс леш енче, кăнтăрта».Хăйĕн содержанийĕпе предани чăннипех те Египет енне çул кăтартать. Самар (Арамас) сăмахра египтянсен авалхи ячĕ Арамей сыхланса юлнă теме пулать. Плиний çырать: «Яксарт юхан шывĕн леш енче скиф халăхĕсем пурăнаççĕ. Перссем вĕсене çывăхра пурăнакан халăхсен ятне панă, авалхисем вара арамиецсем тенĕ... Вĕсен йăхĕн шучĕ те çук» (Латышев, 1949, 2 т, 306 с). Перссем египтянсене сага тенĕ, Египет хулин кĕскетнĕ ячĕ Сагат. Египетăн авалхи ячĕ Самар пулсан, унăн арабла ячĕ Египет (Мирс) – сăмаха пăсса каланă Самар. Чăвашсен халапĕ тăрăх Улăпа Арамас (Самар) тăвĕ çине сăнчăрласа хунă.
Прометейĕн пĕверĕ – Нил тăрăхĕнчи çĕр. Нил шывĕ сарăлса кайса кашни çулах çак çĕре шыв айне тунă, унăн çиелти сийне юхтарса кайнă, шыв чаксан вара тухăç паракан юшкăн ларса юлнă. Урăхла каласан, Прометейăн (Египтăн) пĕверĕ çĕнĕрен чĕрĕлнĕ. Прометей ячĕ, грек чĕлхинче Примус (пĕрремĕш) сăмахран пулнă-тăр, çавăнпа египтянсен Пĕрремĕш патшалăхне, Египет хулине, пĕлтерме пултарнă.
Чăваш халăхĕн асĕнче Улăп çинчен çĕр ытла халап упранса юлнă. Вĕсенчен нумайăшĕнче Улăп хÿтĕлевçĕ, халăх сыхлавçи пек курăнать. В.Д.Димитриев профессор çакна палăртать: «Халапсенчен пĕринчен Улăпăн тăван çĕршывĕ – Кавказ, тăваттăшĕнче – Арамас тăвĕ». Кавказ египтянсемшĕн иккĕмĕш тăван çĕршыв вырăнне пулнă. Хăйсене сăвар текен египтянсем Кавказ тăрăхĕнчен Атăл çине куçса килнĕ. Д.Раевский археолог пĕлтернĕ тăрăх, Кама тата Ветлуга юхан шывĕсем Атăла юхса кĕнĕ вырăнти масарсенче скифсен пирĕн эрăчченхи 7-8 ĕмĕрсенчи япаласем тĕл пулаççĕ, Çакăн пек япаласенех Кавказ тăрăхĕнче тупаççĕ. Çакă çар çыннисен мĕнле те пулин ушкăнĕ Кавказран Вăтам Атăл çине куçса килнине палăртма май парать.
Тăваткал тĕнче,
Тăваткал тĕнчере
çитмĕл аршăн çаран,
Çаран варринче –
çавра кÿлĕ,
Çавра кÿлĕ варринче –
çавра утрав,
Утрав варринче – ылтăн
юман,
Юман тăрринче – ылтăн
йăва,
Ылтăн йăвара – ылтăн
çăмарта,
Ылтăн çăмарта çинче –
пĕр мăшăр,
Çунатлă арăсланпа çунатлă
арăслан ами...
Чăваш чĕлхинче çунатлă арăслан арс-кайăк. Çунатлă арăслан ами – ами-кайăк. Мифсемпе халапсем ăруран ăрăва куçса халăхăн аваллăхне упраса хăварнă. Грифон çинчен калакан халапсем халăх ÿнерĕнче те вырăн тупнă. Грифон, скифсен пăланĕ, кентавр, ытти тĕлĕнтермĕш чĕр чунсем чăваш тĕрринче те тĕл пулаççĕ. Чăваш тĕрринче Папирус (Анатри Египет символĕ) тата Лотос (Тури Египет символĕ) паллисем тĕл пулаççĕ.
А.И.Некрасов чăваш тĕррин кашни эрешĕнче философи палăрать тет. Кашни символĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур, вăл халăхăн сĕм авалтан пыракан пурнăçĕпе çыхăннă. Эрешсене йĕтĕнрен тунă шурă катанпир çине тĕрлеççĕ. Йĕтĕн акса çитĕнтересси – Египетра вăй илнĕ ăсталăх. «Египтянсем шурă тĕсе юратнă, çав хушăрах хĕрлĕ, сарă, симĕс тĕслĕ кĕпесем те тĕл пулнă», – тенĕ Египета тĕпчекен Н.С.Петровский.
Истори материалĕсемпе усă курса Л.КИРИЛЛОВА хатĕрленĕ.