11 сентября 2009 г.
Ватă çынсене кулленхи тимлĕх кирлĕ. Вĕсемпе кăштах калаçса илни те тем пекех паха. Янкăлч ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Н.Дмитриевăпа районти халăха социаллă пулăшу паракан уйрăм ертÿçи Е.Дубова Çĕнĕ Шуртан, Пукăртан, Вăтакас Татмăш ялĕсенче пĕччен пурăнакан 13 ватă патĕнче пулса вĕсен пурнăç условийĕсене тишкернĕ. Рейд вăхăтĕнче социаллă ĕçченсем ветерансене пулăшу кÿнĕ. Ватăсем хăйсене пăхса тăракан çынсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртнă.
Пĕр тĕл пулу çинчен каласа кăтартас килет. Евдокия Алексеевна Николаева 82 çулта, вăл 3-мĕш ушкăн инваличĕ. Ун çине пăхсан хăвăн та пурнăçа тивĕçлипе пурăнса ирттерес хавхалану çуралать. Вăл нихăçан та чир-чĕр çинчен, пурнăçа ÿпкелешсе калаçмасть, сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, çулĕсене пăхмасăрах кил хуçалăхĕнче ĕçлет. Пукăртан ялĕнче пурăнакансем Евдокия Алексеевнăна хисеплеççĕ. Хăйĕн пурнăçне йывăр ĕçре ирттернĕ хĕрарăм ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Пилĕк ача çуратса ÿстерсе, вĕрентсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. 13 мăнукĕ, мăнукĕсен 5 ачи аслашшĕ-кукамăшне питĕ юратаççĕ. Асли вĕсене пурнăç вăрттăнлăхĕсене вĕрентет. «Евдокия Алексеевна пек çынсем пурришĕн савăнатпăр. Вăл пире пурăнма вĕрентет, сĕнÿ-канаш парса пулăшать. Ăна çирĕп сывлăх сунатпăр, унран пурнăçа юратма вĕренетпĕр», – тет М.Никифорова социаллă ĕçчен.
Çакăн евĕрлĕ ĕçе Шелттем ял тăрăхĕнчи Маяк, Çĕнĕ тата Кивĕ Шелттем ялĕсенче ирттернĕ. Кунта пĕччен ватăсене пулăшассипе лайăх ĕçленине палăртмалла. Ялти ватăсене 5 социаллă ĕçчен пăхса тăрать. Вĕсем хушма хуçалăх ĕçĕсене пурнăçласа, шыв кÿрсе килсе, кил-çуртра юсав ĕçĕсем туса, апат-çимĕç туянса парса пулăшаççĕ. Социаллă ĕçченсен йывăр лару-тăруран хăвăрт тухма пĕлмелле: вăхăтра медицина пулăшăвĕ памалла, тимлĕ, ăш-пиллĕ пулмалла.
И. ИЛЬИНА.