АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĂСТАЛĂХПА ПАЛĂРАР-И?

11 сентября 2009 г.

Талантлă çамрăксене хăйсен пултарулăхне палăртма, ыттисене кăтартма паян темле услови те пур. Акă халĕ те Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин, Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕн министерствисем тата Чăваш Енри журналистсен Союзĕ 30 çула çитмен яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа «Çамрăксен сăмахĕ тата ĕçĕ» çамрăк журналистсен конкурсне хутшăнма чĕнеççĕ. Ăна Çамрăксен çулталăкне халалласа йĕркеленĕ.

Конкурсăн тĕллевĕ те пархатарлă: çамрăклăх темине çутатакан талантлă та тăрăшуллă авторсене палăртасси; массăллă информаци хатĕрĕсенче хальхи çамрăксен обществăри вырăнне кăтартса парасси, йывăрлăхсене татса памалли меслетсем тупасси; çамрăк журналистсене профессиллĕ журналистсемпе хутшăнса ĕçлеме майсем туса парасси тата ытти те. Конкурса уйрăм авторсем те, пултарулăх ушкăнĕсем те хутшăнма пултараççĕ. Хăйсен пултарулăхне кăтартма кăмăл пуррисен палăртнă йĕркепе тата вăхăтра йĕркелÿ комитетне çак документсене ярса памалла:

учреждени (организаци, шкул) ертÿçи алă пусса çирĕплетнĕ заявка;

2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2009 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕччен пичетленнĕ е эфира тухнă журналистика материалĕсем (статьясем, сăн ÿкерчĕксем, пичет кăларăмĕсем, теле-, радиосюжетсем, передачăсем тата ыт. те).

Кунсăр пуçне çамрăк журналистсен портфолио тăратмалла (биографи, пултарулăх характеристики – вырăнти (шкулти, студентсен, районти) массăллă информаци хатĕрĕнчен панă рекомендацийĕ; Дипломсемпе Мухтав грамотисен ксерокопийĕсем; 14-18 çулти çамрăксен «Çамрăксен çулталăкĕ мĕнпе асра юлчĕ» сочинени (1, 5 пичетленĕ страницăран кая мар).

«Массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетленнĕ материалсем» номинацире ĕçсене хронологи йĕркипе çĕлемелле. Подшивка çумне хаçат-журнал, номинаци ятне çырмалла. «Уйрăм автор пултарулăхĕ» пайра хушамата, ята, ашшĕ ятне, автор миçе çултине палăртмалла.

Конкурса хутшăнакансен çакна та шута илмелле: пултарулăх тĕрĕслевне тăратакан ĕçсен авторăн хăйĕн пулмалла, суя ĕç тăратмалла мар. Хаклавçăсем материалăн актуаллăхне, пĕлтерĕшне, çыру стилĕпе чĕлхине, журналистика меслечĕпе мĕнле усă курнине шута илеççĕ. Материалсене чăвашла та, вырăсла та çырма юрать. Конкурса тăратнă ĕçсене рецензилемеççĕ, каялла тавăрса параççĕ.

«Уйрăм автор пултарулăхĕ» пайра материалсене «Чăваш Енри çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ», «Раççейри çамрăксен çулталăкĕ», «Чăваш Енри çамрăксен политики», «Çамрăксен (ача-пăчасен) чи лайăх фоторепортажĕ» номинацисенче хаклаççĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Дипломĕпе тата «Молодежная пресса Чувашии» электронлă кĕнекепе чыслаççĕ. «Пичет хатĕрĕсем» пайра «Уйрăм автор пултарулăхĕ» номинацире çĕнтернисене çакăн пек парне кĕтет:

1-мĕш ушкăнрисене (14-15 çулти çамрăксем) – Пĕтĕм Раççейри «Орленок» ача-пăча центрне кайма путевка (4 штук), И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне вĕренме кайма тата республикăри хаçат-журнал редакцийĕсенче стажировка ирттерме рекомендаци (уйрăм номинацисенчи çĕнтерÿçĕсене);

2-3-мĕш ушкăнрисене – пултарулăхпа палăрнăшăн стипенди пама тата республикăри хаçат-журнал редакцийĕсенче стажировкăра пулма ирĕк паракан ходатайство.

Конкурса тăратакан ĕçсене ноябрĕн 10-мĕшĕччен çак адреспа: 428004, г. Чебоксары, ул. Ленинградская, 33 (Управление молодежной политики Минобразования Чувашии) е obrazov33@capĕru электронлă адреспа ярса памалла.

Пирĕн районта пултаруллă, ăслă, анлă тавра курăмлă çамрăк нумай. Чылайăшĕ район хаçачĕпе тачă çыхăну тытатчĕ. Тен, вĕсем, тен, халиччен хăйсен ăсталăхне халăх умне кăларман çамрăксем хутшăнма кăмăл тăваççĕ журналистсен конкурсне. Хутшăнăр, шикленсе ан тăрăр, хăвăр пултарулăхпа ыттисене паллаштарăр. Сире вĕренÿре, пултарулăхра ăнăçу сунатпăр.

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика