11 сентября 2009 г.
Çынсем пурăнакан вырăнта пушарсем алхасни час-часах хăрушă инкекпе вĕçленет, ара кун пек чухне çурт-йĕр çунса кĕлленипе пĕрлех çынсен пурнăçĕ те вăхăтсăр татăлма пултарать-çке. Профилактика тĕлĕшĕпе пушар хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем ахальтен мар-тăр тăтăшах ăнлантару ĕçĕсем туса ирттереççĕ.
Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕччен хулапа районта «Çурт-йĕр – 2009» уйăхлăхăн иккĕмĕш тапхăрне ирттерме палăртнă. Çак уйăхлăха çынсем пурăнакан секторта пушарсен хисепне чакарас тата çынсен пурнăçне çăлса хăварас тĕллевпе туса ирттереççĕ.
Асăннă тапхăр вăхăтĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пушар хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсемпе пĕрле ялсенче профилактика рейчĕсем йĕркелĕç. Вĕсем пĕчĕк ачаллă çемьесене кĕрсе тухĕç, вĕрентÿ ĕçĕсем туса ирттерĕç.
Çавăн пекех электричество хатĕрĕсен, кăмакасен юсавлăхне тĕрĕслесе хак парĕç. Анчах та çынсенчен чылайăшĕ çак профилактика ĕçĕсен пĕлтерĕшне ăнлансах каймасть курăнать, вĕсем инспекторсене алăк уçса кĕртмеççĕ.
Пушар хăрушсăрлăх службин инспекторĕсем çак профилактика мероприятийĕ усăллă пуласса, çынсем ăнлануллă пуласса шанаççĕ.
В.МИХАЙЛОВ, пушар хăрушсăрлăх службин аслă инспекторĕ.