АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУРНĂÇ ШКУЛĔНЧЕ ВĔРЕННĔ

11 сентября 2009 г.

Вĕрентекен тесессĕнех шкулти савăк самантсем аса килеççĕ. Учительсене килĕшекеннипе килĕшменни çине нихăçан та пайламан пулин те куç умне яланах пĕрремĕш вĕрентекенĕн сăнарĕ тухса тăрать.

Шутлама, хушма-кăларма вĕренни, сас паллисене сыпăнтарма, тĕрĕс те хитре çырма хăнăхни халĕ те ÿкерчĕк евĕр куç умĕнчех. Вĕрентекенсем, вĕсен нимĕнле пуянлăхпа хаклама çук ĕçĕ çинчен сахал мар çырнă. Ахальтен мар учителе иккĕмĕш анне теççĕ, çулсем иртсен те вĕсене ачасем манмаççĕ. Мĕнле манăн-ха; Шкулта эпир пĕлÿ кăна илместпĕр, пурнăç çулĕпе тĕрĕс утма вĕренетпĕр. Вун-вун, çĕр-çĕр ачана пĕлÿ, ăс-тăн, воспитани панă педагогсем чăннипех те пысăк чунлă, вĕренекенĕсем çитĕнÿпе палăрччăр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ, кашнин кăмăл-туйăмне пĕлсе тăраççĕ, ачасемпе пĕрле хумханаççĕ, пĕрлех савăнаççĕ.

Мĕн пытармалли, ялти шкулта вĕреннĕ чухне математика предмечĕ йывăртараххăн «парăнатчĕ». Халь çав вăхăтсене аса илсен хам тимлĕ пулман пуль тетĕп. 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерсен дневник хыçне тупа сăмахĕсем çырса хунăччĕ: «Сиккасси шкулĕнче 10-11-мĕш классенче пур предметпа та тăрăшса вĕренме хама хам сăмах паратăп», – тесе. Халĕ те упратăп çав дневника.

Кунта вĕренме килсен мана халиччен йывăр туйăннă алгебрăпа геометри предме-чĕсем килĕшме пуçларĕç. Малтанхи тĕрĕслев ĕçĕнче лайăх паллă илнипе хавхаланнине астăватăп. Чăн та, киле панă пĕр ĕçе те пурнăçламасăр каймастăм. Йывăртарах пек туйăнакан задачăсене урок вĕçленсен çийĕнчех пырса ыйтаттăм, Галина Семеновна пĕр хирĕçлемесĕр ăнлантаратчĕ. Е ирпе уроксем пуçланиччен уравнени хуравĕ мĕншĕн тухманнине пырса ыйтаттăмччĕ, унăн ăнлантарăвĕ хыççăн çав ĕçе пурнăçлама йывăрах та пулманнине пĕлсе перемена вăхăтĕнче шутласа хураттăм. Задачăна килте шутлаймасан е хуравĕ тĕрĕс мар пулсан ирпе шкула килсен лайăхрах вĕренекенсемпе пĕрле шутлани те сахал мар пулнă. Мĕншĕн е ăçта йăнăшнине те хамăра май тишкереттĕмĕр.

Галина Семеновна Павлова хăйĕн пурнăçне ачасене пĕлÿ парас ĕçе халалланă. Мĕн пенсие тухичченех Сиккасси вăтам шкулĕнче математика предметне вĕрентрĕ. Камшăн мĕнле те, маншăн вăл вăтам шкулта вĕреннĕ икĕ çул хушшинче чи юратнă вĕрентекен пулса тăчĕ. Паян вара эпĕ ăна аслă юлташ вырăнне хурса хисеплетĕп. Галина Павлова Яманкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Сиккассинче вăтам пĕлÿ илсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне кайса кĕнĕ. Унтан вĕренсе тухсан пĕр çул Шелттем шкулĕнче ĕçленĕ, тепĕр çул вара тăван шкула таврăннă. Миçе ăру вĕрентсе кăларман-ши вăл; Пĕр ялтан тепĕр яла миçе çухрăм çуран утнине шутланă пулсан-и... Çумăра, çил-тăмана пăхмасăр ачасене пĕлÿ пама утнă. Пĕр мероприятине те хутшăнмасăр юлман. Вăл пĕлÿ панă ачасем хушшинче каярахпа математика е хими учителĕн профессине, бухгалтер, экономист ĕçне суйласа илнисем питех те йышлăн.

Галина Семеновна урока мĕнле пуçланине аса илетĕп те ăна хальхи куçпа пăхса тишкеретĕп. Темăна ăнлантарма е задача шутлама пуçличчен яланах кĕске калаçу ирттеретчĕ. «Ачасем, вĕренме килнĕ пулсан – вĕренĕр. Кайран ĕмĕр тăршшĕпех хăвăр тĕллĕн вĕренмелле пулать. Шкулта илнĕ пĕлÿ яланах кирлĕ», – тетчĕ. Çакна пуçа чикме пĕлмен ĕнтĕ эпир. Унтан кам киле панă ĕçе пурнăçланине партăсем тăрăх пăхса тухса тĕрĕслетчĕ е кам пурнăçласа килмен ура çине тăма ыйтатчĕ. Сăлтавне ыйтса пĕлетчĕ, доска умĕнче шутлаттаратчĕ. Кун пек ăнланса юлма çăмăл. Халь ĕç йĕркисем урăхларах пулĕ.

Ача килте мĕнле условисенче пурăннине шута илсе ăна ăнланма тăрăшатчĕ. Халĕ те хăй вĕрентнĕ ачасен пурнăçĕпе кăсăкланать. Вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать, пăшăрханмалли пулсан канăçне çухатать. Шкулта ĕçлеме пăрахнă пулин те вĕрентÿ ĕçĕ уншăн çывăх. Кам тĕрĕслев ĕçĕсем çыртарма пырать, кама консультаци кирлĕ, тепĕр чухне шкул ачисем задачăсем шутлама килнех пыраççĕ. Кăçал та вăл 11-мĕш класра вĕренекенсемпе çине тăрсах ĕçлерĕ. Вĕсемпе пĕрле экзаменсене те çÿрерĕ. Хăнăхнă ĕçрен ниепле те хăпаймасть-ха педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Хăйĕн пурнăçне, сывлăхне вĕрентÿ ĕçне халалланă педагогăн шкулти ветерансен стенчĕ çинче чи малтисен шутĕнче пулмалла пек туйăнать те, анчах тăван шкула сайра хутра та пулин кайсан хама вĕрентнĕ учитель-ветерансем хушшинче Галина Семеновнăн сăнне ку таранччен те тĕл пулаймарăм-ха. Мĕнпе çыхăннă-ши çакă; Пуçлăхсен кăмăлĕпе-ши е коллективри «атмосферăпа»; Педагогăн ĕçне вăл пĕлÿ панă ачасен çитĕнĕвĕсем кашни кунах çирĕплетеççĕ пулсан, математикăна вĕрентнĕ Галина Павлован çак ретре пулмаллах. Хамăн та питĕ математика енĕпе вĕренме каяс килетчĕ, анчах ... гуманитарипе çыхăннă ĕçе суйларăм. Галина Семеновнăна вара математикăпа панă пĕлÿ никĕсĕшĕн паян та тав тăватăп.

Мăшăрĕпе Александр Павловичпа икĕ ывăл çуратса ÿстерсе вĕсене тĕрĕс воспитани панă. Иккĕшĕ те пурнăçра хăйсен çулне тупнă, вĕренсе тухса диплом илнĕ. Асли Сергей Шупашкарти электромеханика колледжне, Женя Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физвоспитани факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Республикăри спорта юратакансем Женьăна питĕ лайăх пĕлме кирлĕ, мĕншĕн тесен вăл тĕрлĕ енлĕ аталаннă спортсмен: кире пуканĕ çĕклессипе, шывра ишессипе яланах малта. Раççей ăмăртăвĕсенче тăтăш хутшăнса çĕнтерÿпе таврăнать. Шупашкарта пурăнсан та район чысне хÿтĕлессишĕн ăмăртусене хаваспах хутшăнать.

Эрехпе айкашасси, пирус туртасси Павловсемшĕн ют. Вĕсем луччă çĕр çинче, хуçалăхра тăрмашса усăллă ĕç тăваççĕ. Галина Семеновна, ахаль те вашаватскер, ĕçсĕр тăма пултараймасть. Çĕлеме, çыхма шутсăр ăста. Мĕнле япала кăна çыхмасть-ши вăл. Хур-кăвакалпа аппаланма юратать. Пахчара та, пÿртре те илемлĕ чечексем ÿстерет. Мăнукĕ, пĕчĕк пулин те, питĕ тавçăруллăскер, асламăшне хăйĕн шухăшлавĕпе савăнтарать.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика