АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПŸЛМЕСЕМ ХЫÇÇĂН ПУТВАЛСЕМ ТЕ ТУЛĔÇ

11 сентября 2009 г.

Вăхăт пĕр сисĕнми малалла шăвать. Тинтерех кăна çур акине тухнă техника шавĕ уй-хирте яра куна лăпланмастчĕ, халĕ, акă, çитĕнтернĕ тухăçа пухса кĕртме те вăхăт. Районти хуçалăхсем паянхи куна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кĕлетри пÿлмесем тăрăх вырнаçтарма та ĕлкĕрнĕ. Умра тепĕр тĕллев – «иккĕмĕш çăкăра» тата тĕрлĕрен пахча çимĕçе вăхăтра, çухатусăр пуçтарса кĕртесси тата кĕрхи культурăсене çителĕклĕ акса хăварасси.

Сăмах май, çак пĕлтерĕшлĕ ĕçсене районти хуçалăхсем пуçăннă та ĕнтĕ, паянхи куна вĕсем кĕрхи культурăсене акса хăвармашкăн 5770 гектар çĕр хатĕрленĕ (планăн 81 проценчĕ), çав вăхăтрах кĕрхисемпе 4073 гектара пуянлатса хăварнă (57 процент).

Çĕр улмине кăçал районта пĕтĕмпе 815 гектар çинче пуçтарса кĕртмелле. «Иккĕмĕш çăкăра» Киров ячĕллĕ ЯХПК – 60 гектар, «Аталану» тулли мар яваплă пĕрлĕх – 50 гектар, «Родина» ЯХПК – 26 гектар, «Урюм» ЯХПК – 35 гектар, «Канаш» ЯХПК – 35 гектар, «Путь Ленина» ЯХПК 40 гектар çинче çитĕнтернĕ. «Канаш» АСК пĕрлĕхĕн лаптăкĕ – чи пысăкки, вĕсем «иккĕмĕш çăкăра» 175 гектар çинче туса илнĕ, хальхи вăхăтра ăна пухса илесси юлашки гектарсем çинче пулса пырать. Ытти хуçалăхсенче вара çĕр улми пуссисем ытлашши пысăках лаптăк йышăнмаççĕ.

«Урюм» ял хуçалăх кооперативĕнче, сăмах май, çĕр улмине паянхи куна вунă ытла гектар çинче пуçтарса та илнĕ. Тухăç кашни гектартан 140 центнерпа танлашать. Хуçалăхри лару-тăрупа паллашма пынă вăхăтра сиккассисемпе яманкассисем мехпарк çумĕнчи уй-хирте ĕçлетчĕç (ÿкерчĕкре). Сергей Шынырь МТЗ-82 тракторĕпе çĕр улми аврине çулса пырать. Юрий Иванов МТЗ-82 трактор хыççăн çаклатнă копалкăпа çĕр улми кассине уçса пырать. Бригадăра ĕçлекенсем «иккĕмĕш çăкăра» самантрах пуçтарса михĕсене тултараççĕ.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика