АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВИÇЕРЕН ЫТЛАШШИ ПУЛМАЛЛА МАР

09 сентября 2009 г.

Пахча çимĕçре пухăнакан нитратсем сывлăхшăн сиенлĕ тесе çирĕплетеççĕ. Хăш çимĕçре нитратсем нумайрах, вĕсене мĕнле пĕтерме пулать; Çыншăн мĕнле виçе хăрушă мар;

Н.ПЕТРОВА.

Раççейри апат-çимĕç институчĕн тĕпчевçисем çирĕплетнĕ тăрăх, пахча çимĕçĕн тĕрлĕ пайĕнче нитрат виçи тĕрлĕрен пулать. Чи нумай виçе тымар çывăхĕнче шутланать.

Сăмахран, укропăн, петрушкăпа сельдерейăн çулçисенче нитрат тунаринчен 50-60 процент сахалтарах.

Шурă купăстан çулçисенче те тунисенчен самаях сахалтарах. Кишĕрĕн çиелти пайĕнче нитрат унăн ăшĕнчинчен 80 процент сахалтарах пулать.

Редиспа хăярăн вара пачах урăхла, нитрат çиелте ытларах пухăнать. Çавăнпа та çиес умĕн хăяр хуппипе тасатсан лайăхрах.

Арпуспа дыньăн хуппи çумĕнчи пиçсе çитмен ăшне çиме сĕнмеççĕ – унта та нитрат пухăнать.

Укроп, петрушка, салат çулçисене 2 сехет, çĕр улми, кăшман, кишĕр, купăста, йÿç кăшмана пĕр сехет хушши шывра лартни нитрат виçине чакарать. Пахча çимĕçе шывра пĕçернĕ чухне те нитрат сахалланать. Çавăнпа та ун пек çимĕçсене вĕретнĕ шыва тăкмалла.

Холодильникра упранă чух çимĕçсенчи нитрат сывлăхшăн хăрушă япалана – нитрата куçать. Çавăнпа нумай вăхăт упрама кирлĕ мар.

Консервланă, тăварланă, маринадланă чух малтанхи виçĕ-тăватă кун хушши пахча çимĕçри нитрат нитрата куçать. Çавăнпа та çимĕçсемпе васкавлăн усă курмалла мар, вĕсене 10-15 кунран кăна çимелле.

Çын организмшĕн талăкра 300-325 миллиграмм нитрат виçи хăрушă мар. С витамин, симĕс чей нитрат виçине нитрата куçма памаççĕ. Çавăнпа çак япаласемпе усă курмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика