АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ ЦИФРĂСЕМПЕ ФАКТСЕНЧЕ

09 сентября 2009 г.

Районта çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 38 ял хуçалăх предприятийĕ шутланса тăрать. Вăл шутра: Канашри чăх-чĕп фабрики, 25 тулли мар яваплă пĕрлĕх, 9 ял хуçалăх кооперативĕ тата пĕр колхоз.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне илес пулсан, çичĕ уйăхра ял хуçалăх предприятийĕсем пĕр ĕне пуçне вăтамран 2136 кг сĕт суса илнĕ, иртнĕ çулта ку вăхăт тĕлне 1997 кг пулнă (ÿсĕм – 107 проц.). Киров ячĕллĕ (2624 кг), «Агат» (2980), «Хучель» (2450), «Цивиль» (2411), «Родник» (2680) хуçалăхсенче сăвăм шайĕ чи пысăкки. Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 449 г ÿт хушса пыраççĕ, иртнĕ çулти 7 уйăхра çак кăтарту 438 г танлашнă пулнă (103 проц.). Сыснасем 227 г ÿт хушнă, 2008 çулта – 225 г (101 проц.).

Пур категорири хуçалăхсенче çичĕ уйăхра 16489 мăйракаллă шултра выльăх пуррине шута илнĕ, çак кăтарту иртнĕ çулти ку тапхăртинчен 4 процент чухлĕ сахалтарах. Сыснасен шучĕ те чаксах пырать, вĕсен йышĕ те пĕлтĕрхинчен 4 процент чухлĕ катăлнă. Авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне сыснасем пĕтĕмпе 8908 пуç çеç юлнă.

Выльăх шучĕ чакса пынăран-ши ял хуçалăх предприятийĕсенче аш-какай туса илесси 3 процент чухлĕ ÿснĕ. Е урăхла каласан, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем 2306 тонна какай туса илнĕ. Ял халăхĕ выльăх пусма васкаманни курăнать, вĕсем 377 тонна аш-какай туса илнĕ, анчах та çакă иртнĕ çулхинчен 25 процент чухлĕ сахалтарах. Çичĕ уйăхра пур категорири хуçалăхсенче 19743 тонна сĕт суса илнĕ, çакă иртнĕ çулхи ку тапхăртинчен 981 тонна ытларах. Ял халăхĕ те сĕт производствине ÿстерме пултарнă, вĕсен сĕт туса илесси 111 тонна чухлĕ ÿснĕ.

Килти хушма хуçалăха аталантармашкăн çăмăллатнă кредитсене халĕ те хаваспах илеççĕ. Çурла уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 102 çын 15, 1 млн. тенкĕлĕх патшалăха кивçене кĕнĕ. 47-шĕ укçана Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ урлă илнĕ, 55-ĕшне Раççейри ял хуçалăх банкĕ пулăшма кăмăл тунă.

Уй-хир ĕçĕсене пăхса тухас пулсан, вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ, хуçалăхсенчен чылайăшĕ кĕр акинче, çĕр улми пуссисене тухнисем те пур. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен çичĕ уйăхри вăтам ĕç укçи 6880 тенкĕпе танлашнă, çакă иртнĕ çулхинчен 771 тенкĕ пысăкрах. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче 813 çын ĕçленине шута илнĕ.

А.ЯМАНКАС.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика