09 сентября 2009 г.
Ĕç эрни вĕçленнĕ хыççăн май килнĕ таран тăван яла çитсе килме васкатăп. Çак тĕллевпе Çĕрпÿ-Сызрань автоçулпа çула тухатăп. Çул çинче автомашина кантăкĕнчен ятарлă çул-йĕр паллисем, хирĕç килекен автотранспорт, вăрман тата хуçалăхсен уй-хирĕсем вĕлтлетсе иртнине асăрхатăн. Чăнахах та, палăртнă вырăна çитиччен куç тĕлне темĕнле ÿкерчĕк те сиксе тухать. Анчах та çак ÿкерчĕксем хăш-пĕр чухне ылмашаççĕ те...
Нумаях пулмасть кăна-ха Карăклă тăвайккинчи çул-йĕрĕн сылтăм енĕпе вырнаçнă уй-хир куçа нимпе те тыткăнламастчĕ. Кăçал вара çав тĕле çитсен пуçа сылтăм енне çавăрса пăхмасăр иртсе каяймастăн. Пĕр пек тата пысăках мар лаптăксем çине пайласа тухнă уй-хирте камсем тата мĕн çитĕнтереççĕ-ха; Тупсăмне тупма йывăрах мар, патнелле çывхарсан шахмăт хăми евĕр курăнса выртакан ешĕл уй-хир çĕр улми пусси пулни паллă.
Ĕçлеме кунта кÿршĕ районтан килнĕ инвесторсем ĕçлеççĕ. Вĕсем Карăклă тăрăхне пĕлтĕр килнĕ, «Канаш» АСК пĕрлĕх йĕркелесе янă. Уй-хире хăватлă техника илсе тухнă май вĕсем çийĕнчех 500 ытла гектар çĕре ĕçе кĕртме пултарнă. 175 гектар çинче çĕр улми, 100 га ытла çурхи тата 200 га ытла кĕрхи культурăсене акса-лартса хăварнă. Тĕш тырра кĕске вăхăт хушшинче пуçтарса илнĕ. Талăкра пысăк лаптăк çапса тĕшĕлесе илме пултаракан «Джондир» тата «Палессе» хăватлă комбайнсем вырма ĕçне вăраха яман.
Халĕ карăклăсем шăпах маларах палăртса хăварнă уй-хирте çĕр улми «пухаççĕ». Ку ĕçе пĕтĕмпех механизациленĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» пуçтарса илмешкĕн пусăсене вунă çын тухнă е çук. Мĕнле-ха капла тетĕр-и; «Канаш» АСК пĕрлĕхре çĕр улмине ятарлă комбайнсем кăларса пуçтараççĕ (ÿкерчĕкре). Пĕр комбайнĕ çинче Валерий Пудовкин механизаторпа унăн пулăшуçи Александр Морозов ĕçлеççĕ (ÿкерчĕкре). «Джондир» хыççăн çаклатнă «Есприт» хатĕр уй-хир тăрăх çăмăл автомашина евĕрех чупать, груз турттаракан автомашинăсем ăна ĕлкĕрсе те пыраймаççĕ. Акă, çĕр улми тултарнă автомашинăна ылмаштарма тепри çитсе чарăнчĕ. Руль умĕнче Андрей Семенов, вăл та çĕр улмин тухăçлăхĕпе кăмăллă.
Пуçтарса илнĕ çĕр улмине мехпарка турттарса килеççĕ. Унта заводри чăн-чăн мини цех йĕркеленĕ тейĕн (ÿкерчĕкре). Тавралла çĕр улми купаласа хунă, унта та кунта погрузчиксем чупаççĕ. Çĕр улми суйлакан агрегатсем çумĕнче икĕ звено ĕçлет. Хуçалăх ертÿçисем хастарлăхпа ĕçлесе пыракан Денис Максимова, Валентина Петрована, Любовь Гаврилована, Ольга Волкована, Мария Григорьевана, Валентина Игнатьевана, Светлана Иванована тата Владимир Александрова палăртса хăварма ыйтрĕç.
Акă, пысăк фура çитсе ларчĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем ăна çийĕнчех тултарма пуçларĕç. Çĕр улмине Çурçĕр тинĕс флотне ăсатаççĕ иккен. Кунсерен унта пирĕн тăрăхран пилĕкшер фура тухса каять. Кунсăр пуçне «иккĕмĕш çăкăра» Çурçĕре чукун çулпа вакунсемпе те леçеççĕ.
Çĕнĕ технологие пăхăнса ĕçленĕрен тата пахалăхлă сортсемпе усă курнăран тухăçĕ ăнса пулнă карăклăсен. Гектартан 300 ытла центнер илнине калаççĕ вĕсем. Хальхи вăхăт тĕлне «Канаш» АСКра «иккĕмĕш çăкăра» 75 гектар пуçтарса кĕртнĕ. Кун пек хăвăртлăхпа ĕçлесе пырсан çитес вăхăтра Карăклă çывăхĕнчи çĕр улми пуссисем часах пушанса та юлĕç.
Районта кăçал çĕр улмине 815 гектар çинче лартса хăварнă. Хуçалăхсенчен чылайăшĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ хыççăн çĕр улми пуссисене тухнă та ĕнтĕ. Çанталăк чăрмав кÿмесен тата хамăр хастар пулсан путвалсем часах çĕнĕ тухăçпа туласси пĕрре те иккĕлентермест.
А.МЯСНИКОВ.