АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИНКЕК ПĂРĂНСА ИРТТĔР

09 сентября 2009 г.

Вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Хаваслă ачапча кунсерен шкула, унтан киле васкать. Çак вăхăтра водительсен уйрăмах тимлĕ пулмалла. Хуласенче тата ялсен тĕп урамĕсенче машина йышлă чупнă пирки ачасем кустăрмасен айнех «сикеççĕ» темелле. Ачана таптани вара – водительшĕн те чун суранĕ. Ахальтен мар шăпах çак вăхăтра (çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа авăнăн 13-мĕшĕччен) пĕтĕм Раççейре «Асăрханăр – ачасем!» профилактика операцийĕ иртет. Çак тапхăрта авари час-часах пулакан вăхăтра (7 сехет çурăран пуçласа 9-ччен тата 13 сехет çурăран тытăнса 15 сехетчен) кашни шкул патĕнче ДПС инспекторĕ дежурствăра пулĕ. Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕччен хуласенче мĕн пур транспорт хатĕрĕ кăнтăр кунĕнче те çывăх çутă фарисене çутса çÿрерĕ.

Ачаран тем те кĕтме пулать. Тĕк пынă çĕртех айккинелле чупса каясси те часах. Правилăсене пĕлсен те вĕсемпе усă курмаççĕ, вăл е ку объект инçĕшне тĕрĕс палăртаймаççĕ. Водительсемшĕн çак канаш вырăнлă: çул çинче ачасенчен хăрăр! Çавăнпа та «Асăрханăр – ачасем!» лозунг питех те тĕрĕс. Çул хĕрринче тăракан ача тепĕр самантран мĕн тăвасси иккĕлентерет тĕк сигнал парса асăрхаттарни нихăçан та ытлашши пулмĕ.

Çитĕннĕ çынна машина пырса çапсан бампер ураран е пĕçрен лекет. Ура е пĕç хуçăлнипех çăлăнса юлма май пур. Ача вара – пачах урăх калаçу: бампер ăна хырăмран е кăкăртан пырса çапать. Паллах, çакă чылай хăрушрах. Ку çеç те мар. Машина пырса çапнăскер ывăтăнса кайса асфальт е бордюр çине тăрăнать. Кун пек чух сурансем йывăр пуласси каламасăрах паллă. Вилесси те инçе мар.

Психологсем çирĕплетнĕ тăрăх 7 çулти ачан курăм уйĕ ансăр. Çавăнпа вăл машина инçĕшне çывхартса та пулин тĕрĕс палăртаймасть. Машина мĕнлерех хăвăртлăхпа пынине вара шкул ачисем те пурте тĕрĕс ăнланаймаççĕ. Ача машина еннелле пăхать пулсан та çакă транспорт хатĕрне курнине, машина хăйĕн патнелле çывхарнине ăнланнине пĕлтермест. Çавăнпа та инкек пăрăнса ирттĕр тесен уйрăмах асăрхануллă пулмалла.

М.АРТЕМЬЕВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика