09 сентября 2009 г.
«Аякри ялсенче пурăнакан ветерансене халăх тимлĕхĕпе пулăшăвĕ» акци пирĕн районта малалла пырать. Аслă ăру çыннисемпе çамрăксен хушшинчи çыхăнăва пĕр тĕвĕпе çирĕплетесси, воспитани ĕçĕнче сумлă ватăсен ырă тĕслĕхне тĕпе хурасси, ĕçлеме пултарайман мучисемпе кинемейсене пулăшасси акцин тĕп тĕллевĕсенчен пĕрисем пулса тăраççĕ. Çак ырă юхăм пуçланнăранпа районти чылай ялта пулчĕ ветерансен канашĕн йышăнăвĕпе йĕркеленĕ ятарлă ушкăн.
Çак кунсенче вара район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Григорий Петров, районти ветерансен канашĕн председателĕ Мария Данилова, «Единая Россия» политика партийĕн вырăнти ĕçтăвкомĕн ертÿçи Александр Степанов, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Рената Федорова, социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕ Валентина Ильина, Кăшнаруй ял тăрăхĕн ертÿçи Алевтина Васильева, культура ĕçченĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем Улаксарта тата Йĕрĕхçырминче пурăнакан ватăсем патĕнче пулчĕç. Ку тăрăхра ветерансен канашне Альбина Аркадьевна Иванова ертсе пырать. Улаксар ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕсем Ефалия Иванова, Нина Афанасьева, Иван Афанасьев, Нина Егорова хăйсен пурнăçне «Сормовский» хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи тертлĕ пурнăçа пĕри те хумханмасăр, куççульсĕр аса илеймест. Чăтнă, тÿснĕ, ун чухне çамрăк хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм шутĕнче пулнăскерсем вăй-хал иксĕлнине пĕлмесĕр кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ вĕт-ха. Юрать ватлăх кунĕсене ачисемпе пĕрле ирттереççĕ. Асăннă ветерансем пурте ачисен çемйисемпе пĕрле пурăнаççĕ. Çамрăк ăрăва ÿстерме пулăшаççĕ. Килте ватти пулсан латти пур тенĕ евĕр асанне-кукамайпа çитĕнекен ача-пăча иртĕхсе ÿсмест, аслисене хисеплеме пĕлет.
Йĕрĕхçырминче пурăнакан Герман Николаевич Николаев ветеранпа 5-6 çул каялла паллашнăччĕ. Самай кăсăклă япаласем çырса килсе паратчĕ редакцине. Унтанпа урăх курман. «Пурăнать-ши çав старик;» – тесе темиçе те аса илнĕ-ха эпĕ ăна. Вăрçă ветеранĕ 40 çул ытла педагогика ĕçĕнче вăй хунă. Ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнине пĕлетĕп. Пурăнать иккен, сывлăхĕ ан хавшатăр-ха унăн. Йĕрĕх-çырминче тыл ĕçченĕсем виççĕн, ĕç ветеранĕсем те чылаййăн.
Çанталăк ăшă тăнăран ватăсене ял варринчи илемлĕ вырăна пуçтарса вĕсене çÿлерех асăннă ушкăнри çынсем районăн ĕçĕ-хĕлĕпе те, медицинăри ватăсем валли палăртнă çăмăллăхсемпе, пенсипе çыхăннă ыйтусемпе паллаштарчĕç, тĕплĕн ăнлантарса пачĕç. Культура ĕçченĕсем аслă ăру çыннисен кăмăлне кăштах та пулин çĕклентерме савăк юрăсем шăрантарчĕç, ÿркенменнисем ташласа та илчĕç. Ветерансене кашнинех парне пачĕç.
Акци килес çулхи çуллачченех тăсăлнă май район центрĕнчен аякра вырнаçнă кашни ялах çитĕç-ха пархатарлă ĕçе йĕркелесе пыракансем. Ветерансен кун-çулĕ вăрăм та сывлăхĕ çирĕп пултăр.
И.ВЛАДИМИРОВА.