АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РЯЗАНЬТИ ВĔРЕНТŸ ЦЕНТРĔ ЙЫХРАВЛАТЬ

09 сентября 2009 г.

Улшăнуллă тапхăр-саманара Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен шăпи пирки влаçра тăракансем пĕр хушă маннăччĕ. Турра шĕкĕр, çав вăхăт вăраха пымарĕ: паян пирĕн мухтавлă çарăн ячĕ-сумĕ, мухтавĕ таврăнать. Салтак ячĕ тухнă яш-кĕрĕм Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама унăн ретне хаваспах тăрать. Кăмăл пулсан, палăртнă вăхăт тухсан контракт йĕркипе хĕсмете малалла тăсма май пур. Республикăн çар комиссариачĕ халĕ шăпах саппасри çар çыннисене Рязань хулинчи вĕрентÿ центрĕнче вĕренме йыхравлать. Сăмах май, ăна кунти сывлăш-десант команда аслă çар училищин никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Çамрăксене кăсăклантарма пултаракан ыйтусене Канаш хулинчи, Канаш тата Тăвай районĕсенчи çар комиссариатĕнчи граждансене контракт йĕркипе çар службине суйласа илекен пирвайхи пункт начальникĕ Р.Зиганшина хуравлама кăмăл турĕ.

– Расимя Байтимеровна, чăваш çĕрĕн каччисем тепĕр хут çар тумĕ тăхăнасса нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп. Çак шухăша хальтерех кăна 16 çамрăк Самар облаçĕнчи Кряж хули çывăхĕнчи çар подразделенийĕнче контракт йĕркипе хĕсмете тăсма пуçлани те аван çирĕплетет. Апла тăк Рязаньти вĕрентÿ центрĕ, унта вĕренме кĕмелли условисем çинчен каласа кăтартăр...

– Асăннă вĕренÿ заведенине 19 çултан пуçласа 35 çулчченхи каччă-арçынсене вĕренме илеççĕ. Вĕсен судпа айăпланни пулмалла мар. Паллах, çирĕп сывлăх кирлĕ. Рапорт çырнисен кăмăл-туйăмне, професси, пĕлÿ шайне тĕрĕслеççĕ, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ, вырăс чĕлхипе, математикăпа тата физикăпа экзамен (ППЭ) тытаççĕ. Унсăр пуçне вĕренме кĕрес текенĕн 100 тата 3 пин метра палăртнă вăхăтра чупса тухмалла, турник çинче 11 хут туртăнмалла, шывра çĕр метр ишмелле. Конкурс витĕр тухнисене курсантсен йышне илеççĕ. Конкурссăр хăр тата çурма тăлăхсене, çар чаçĕн сĕнĕвĕпе вĕренме кĕрекен саппасри çар çыннисене, хĕрÿ вырăнсенче юнлă хирĕç тăрăва хутшăннисене йышăнаççĕ. Кун çинчен хальтерех Канаш хулинчи, Канаш татаТăвай районĕсен çар комиссариатĕнче тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пулать.

– Вĕренÿ центрĕн курсанчĕ пулса тăнă çамрăка мĕнле малашлăш кĕтни çинчен кĕскен каласамăр.

– Вĕренÿ курсĕ икĕ çул та вунă уйăха тăсăлать. Курсант вĕренÿ процесĕ пуçланас умĕн 7 çул та 10 уйăха (унта вĕренÿ тапхăрĕ тата диплом илнĕ хыççăнхи 5 çул çар хĕсмечĕн вăхăчĕ кĕрет) контракта алă пусать. Центрта стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета (РВСН), сывлăш десант (ВДВ), автомобиль тата çыхăну çарĕсем валли специалистсем хатĕрлеççĕ. Вăтам професси пĕлĕвĕн дипломне илнисене «сержант» звани параççĕ, взвод командирне е унăн çумне, отделени, экипаж расчечĕн командирне çирĕплетеççĕ. Курсантсем вĕреннĕ тапхăрта общежитисенче пурăнаççĕ, 15 пин тенкĕ стипенди тÿлеççĕ. Вĕренÿре чи лайăх паллăсемпе вĕренсе пыракансене тата 5 пин тенкĕ хушса хавхалантараççĕ. Виçĕ хут тÿлевсĕр апат çитереççĕ. Çуллахи вăхăтра 30 талăка, хĕлле 15 талăка отпуска яраççĕ. Вĕренсе пĕтерсен çар подразделенийĕсенчи должноç оклачĕ – 35 пин тенкĕ. Çак суммăна контракта алă пуснă чухнех çирĕплетеççĕ. Курсантсем çар çыннисен прависемпе тата çăмăллăхсемпе туллин усă кураççĕ.

– Расимя Байтимеровна, халĕ хĕрсен хушшинче те çар тумне тăхăнма ĕмĕтленекен нумай. Рязань хулинчи вĕренÿ центрĕнче вĕсене йышăнаççĕ-и;

– Шел те, çук. Каларăм ĕнтĕ, кунта кĕçĕн командирсене хатĕрлеççĕ. Связистсемпе урăх специальноçсене ытти çар училищисенче хатĕрлеççĕ.

– Вĕренÿ центрне вĕренме кĕрес текенсен çумра мĕнле документсем пулмалла;

– Паспорт, çар билечĕ, мĕнле пĕлÿ илнине çирĕплетекен документ. Подлинниксем. Тăваттăмĕш документ – 2008-2009 çулсенчи пĕрлехи патшалăх экзаменĕн (ЕГЭ) кăтартăвĕсем.

А.ЯМАНКАС калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика