АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĔЛЛЕНЕ ÇУЛЛА ХАТĔРЛЕНМЕЛЛЕ

09 сентября 2009 г.

Тунтикун район администрацийĕнче уйăхсерен иртекен анлă планерка пулчĕ. Ăна яланхиллех райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем вырма ĕçĕсем мĕнле пыни, вĕренÿпе культура, сывлăх сыхлав учрежденийĕсене, нумай хваттерлĕ çуртсене хĕле мĕнле хатĕрленине, ял тăрăхĕсене тирпей-илем кÿрессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене тишкерчĕç ларăва пухăннисем.

Районăн тĕп агрономĕ Г.Степанов ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлессипе, тыр-пулпа çĕр улмине пухса кĕртессипе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Районта, тĕпрен илсен, вырма ĕçĕсем вĕçленнĕ тесен те юрать. Юлашки 480 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса илмелле. Пĕр гектартан тухнă вăтам тухăç районта – 21, 6 центнер. Хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăра» кăларса тирпейлеме пуçланă. Çĕр улмине кăçал 825 гектар çинче çитĕнтернĕ. Ку вăхăт тĕлне мĕнпур лаптăкăн 26 процентне пухса кĕртнĕ. «Канаш» АСК пĕрлĕхре çĕр улмин вăтам тухăçĕ 300-350 центнерпа танлашать. Киров ячĕллĕ, «Аталану», «Путь Ленина», Мотор», «Нектар», фермер хуçалăхĕсенче те çĕр улми кăлараççĕ. Хальлĕхе ăна 7 тенкĕпе маларах тунă договорсемпе çĕр улми илме килекенсене сутаççĕ.

Планпа палăртнă тăрăх кĕрхи культурăсене кăçал 7220 гектар çинче акса хăвармалла. Çак шутран 7000 гектара ял хуçалăх предприятийĕсем, 220 гектарне – фермер хуçалăхĕсем. Хальлĕхе «Победит» (450 гектар), «Канаш» (350 га), «Цивиль» (290 га), «Путь Ленина» (220 га), Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче кĕрхи акана пысăк яваплăхпа ирттереççĕ. «Ямашевское», «Янишево», «Вперед», Крупская ячĕллĕ хуçалăхсенче, «Канаш» АСКра кĕр тыррисене акма пуçăнман та-ха.

Чылай çĕрте вĕрентÿ е сывлăх сыхлав учрежденийĕсен котельнăйĕсем хăйсен çурчĕсене кăна мар, пурăнмалли çуртсене те ăшăпа тивĕçтереççĕ. Çавăн пек котельнăйсене кăçал «Теплоснабжение» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн оперативлă управленине пама йышăннă. Çавна май хутса ăшăтмалли тапхăра питĕ тăрăшса хатĕрленмелле. Шкулсемпе больницăсем тата «Теплоснабжение» ООО пĕр-пĕрне шанса ларсан юсав ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлаймасан та пултараççĕ. Çак ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрма ыйтрĕ инфратытăма аталантарассипе ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Алантьева.

Районта çулленех чи илемлĕ, тирпейлĕ урама, яла, уйрăм çын хуçалăхне палăртассипе конкурс иртет. Çеçпĕлти, Ăвăспÿрт Кипечри, Çĕнĕ Мами выççăлккинчи уйрăм урамсем тирпейлĕ пулнипе районта мала тухса укçан премине тивĕçнĕ. Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексĕн территорийĕ тирпейлĕ те капăр пулнипе палăрчĕ. Уçырма ялĕнчи О. Григорьева кил умĕнчи пахчара илемлĕ чечексем ÿстерсе иртен-çÿрене савăнтарать, кил-çурчĕ те пит селĕм. Мала тухнисене пурне те Хисеп грамотисем, укçан преми парса хавхалантарчĕç. Шел те, çакăн пек конкурса кашни ялтах тимлĕх уйăрсан пирĕн урамсем те, юхан шыв хĕррисем те, кил-çурт таврашĕ те хитре пулмалла. Анчах çак йывăр мар ĕçе те пурнăçлама ÿркенетпĕр. Районти клубсем, шкулсем, сывлăх сыхлав учрежденийĕсем те çак ĕçрен айккинче юлнă. Шкулсем вара çак смотра тивĕçлипех хутшăнма пултарнă пек туйăнать. Сăмахран, Сухайкассинчи шкул территорийĕнче мĕн тери илем хуçаланать.

Çывăх вăхăтра Канашра ял хуçалăх пасарĕ уçăлмалла. Строительство ĕçĕсем вĕçленнĕ. Пасар тавар сутакансене йышăнма хатĕр. Кунта аш-какай, сĕт-çу, пулă, тыр-пул, вăрлăхлăх культурăсем, пахча çимĕç хунавĕсем, выльăх-чĕрлĕх сутма майсем пур. Аш-какая кунтах лабораторире тĕрĕслесе пахалаççĕ. Пасарăн тĕллевĕ – ял çыннисене хăйсем туса илнĕ чĕр тавара сутма вĕрентесси.

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов хамăр тăрăха килнĕ инвесторсене пулăшса пыма чĕнсе каларĕ. Çĕр, пурлăх налукне пухассипе те вырăнсенче лайăхрах ĕçлемелле, укçа-тенкĕ ял тăрăхĕн бюджетне кĕрет-çке.

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика