04 сентября 2009 г.
«Сентябрьте хуçалăхсенче çĕр улми кăларма тытăнаççĕ. Ялта ĕç вăйĕ çитменнипе çак ĕçе кашни çулах шкул ачисене явăçтараççĕ. Парта хушшине ларса пĕлÿ пухас чухне вара вĕсем икĕ-виçĕ кун уйра çĕр улми пуçтараççĕ. Тăван хуçалăха хĕрÿ вăхăтра пулăшни лайăх ĕнтĕ, анчах ашшĕ-амăшĕсенчен ыйтмасăрах ачана уйра ĕçлеттерме юрать-и; Саккуна пăсни пулмасть-и ку;» - çапла ыйтса çырнă çырусем килчĕç пирĕн редакцие. Вĕсем çине тĕплĕнрех хурав пама эпир Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин специалисчĕсенчен ыйтрăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕç вĕсем:
- Вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ пухакансен апатланăвне тÿлевсĕр е йÿнĕрех хакпа йĕркелес тĕллевпе ачасене кĕрхи уй-хир ĕçĕсене явăçтарни саккуна хирĕçлемест. Анчах кунта, хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, çакна пĕлме тата асра тытма тăрăшăр: вĕренекен ачасене вĕсен ашшĕ-амăшĕсем е саккунлă представителĕсем ирĕк парсан кăна ĕçлеттерме юрать.
Вĕренÿ учрежденийĕн администрацийĕн малтанах çак ыйтусене татса памалла.
Пĕрремĕшĕнчен, сирĕн ачăра хуçалăх ĕçне (çав ĕç вĕренÿ программипе çыхăнса тăманнине кура) хутшăнма килĕшни çинчен заявлени çыртармалла.
Иккĕмĕшĕнчен, çав заявлени çине эсир хăвăр ирĕк панине палăртса çырма тивĕç. Кунсăр пуçне, эсир хăвăр ачăра ĕçе хутшăнтарма хирĕç пулманнине палăртса уйрăм заявлени çырма пултаратăр.
Виççĕмĕшĕнчен, ачасене çав ĕçсене вĕренÿ занятийĕсем пулман вăхăтра кăна явăçтармалла.
Тăваттăмĕшĕнчен, Раççей Федерацийĕнчи Ĕçлев кодексĕн положенийĕсемпе килĕшÿллĕн, вĕренÿ программипе çыхăнман ĕçсене шкул ачисене вĕсем вун тăватă çултан аслăрах пулсан кăна хутшăнтарма юрать.
Пиллĕкмĕшĕнчен, çул çитмен ачасем ĕçленĕ чухне ĕç вăхăтне тĕрĕс йĕркелесе, йывăр çĕклемсене алă вĕççĕн куçарнă чухне тиев йывăрăшĕ палăртнă нормăран ытлашши пулманнине пăхса-сăнаса тăракан яваплă çынна çирĕплетмелле. Çав нормăсемпе ĕç режимне РФ Ĕç тата социаллă аталану министерстви 1999 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнчи йышăнăвĕнче (7 ") çирĕплетнĕ, РФ Юстици министерстви çав йышăнăва 1999 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче регистрациленĕ (регистраци номерĕ – 1817).
Енчен те ачасене вĕренÿ учрежденийĕсенчен (шкулсенчен) мар, урăх организацисенчен ĕçе явăçтараççĕ пулсан, вĕсен ашшĕ-амăшĕсен е саккунлă представителĕсен çакна пĕлмелле тата асра тытмалла: кун пек чухне икĕ енĕ те Раççей Федерацийĕн саккунĕсене, чи малтанах, Раççей Федераци-йĕнчи Ĕçлев кодексне çирĕп пăхăнмалла.
Тепĕр çырура вулакан çакăн пек ыйту çĕклет: «Шкулсенче тата ача сачĕсенче мероприятисем ирттерме ачасенчен укçа пуçтарма юрать-и;» Ку ыйту çине ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствинчен çапла хурав пачĕç:
- «Ыр кăмăллăх ĕçĕ-хĕлĕ тата ыр кăмăллăх организацийĕсем çинчен» калакан Федераллă саккунăн 1-мĕш статйинче палăртнă тăрăх, граждансем тата предприятисемпе организацисем никам хушмасăр-хистемесĕр, тăкаксемшĕн пулнă укçа-тенкĕне каялла тавăрса памалла мар йĕркепе хăйсем тĕллĕн тĕрлĕ пулăшу кÿни ыр кăмăллăх ĕçĕ пулать.
Федераллă саккунăн 2-мĕш статйинче ыр кăмăллăх енĕпе ирттерекен ĕçсен тĕллевĕсене палăртнă. Унта вĕрентÿ сферинче ырлăх-пулăшу тĕллевĕсене те палăртнă.
Асăннă саккунăн 4-мĕш статйипе килĕшÿллĕн граждансем, предприятисемпе организацисем ырлăх кÿрес тĕлĕшпе хăйсен ирĕкĕпе пĕр чăрмавсăр ĕçлеме пултараççĕ. Ку енĕпе вĕсен йыш-ушкăн пĕрлешсе те, уйрăммăн та ĕçлеме ирĕк пур.
Çакна тĕпе хурса, ашшĕ-амăшĕсем вĕренÿ учрежденийĕсене хăйсен пуçарулăхĕпе тата кăмăлĕпе пулăшу ĕçĕсем кÿме пултараççĕ.
Шкулсенчи ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ е попечительсен канашĕ «ыр кăмăллăх» шучĕпе ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен укçа-тенкĕ пуçтарни çÿлерех асăннă Федераллă саккуна хирĕçлет. Граждансен кирек мĕнле пултарулăх ушкăнĕ, çав шутра ашшĕ-амăшĕсен комитечĕпе попечитель канашĕ тата вĕренÿ учрежденийĕн ытти хăй тытăмлăх органĕсем тĕрлĕ пуçару-чĕнÿсем туса шкула çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен мар, хăйсенчен çеç (комитет, канаш членĕсенчен) укçа-тенкĕ пуçтарма пултараççĕ.
Çапла вара, вĕренÿ учрежденийĕнче кам та пулин (директор, воспитатель, ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн, попечительсен канашĕн членĕ е ашшĕ-амăшĕсем) сăмахпа каласа е çыру çырса «ыр кăмăллăх» шучĕпе укçа-тенкĕ пухма йышăну туни çак йышăнăва йĕркелекенсене хăйсене кăна пархатарлă ĕç тума хистет, çак пуçарупа çыхланман ашшĕ-амăшĕсене вăл ним чухлĕ те пырса тивмест.
Шкула юсама е ытти ĕçсем пурнăçлама ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен вăйпа укçа-тенкĕ пуçтарнине саккун хирĕçлет, çакăншăн «улталаса (хистесе) укçа пуçтарнă» тесе явап тыттарма пултараççĕ. Саккуна пăснă çакнашкал тĕслĕхсем çинчен эсир вĕрентÿ сферинчи надзорпа контроль управленине (адресĕ: Шупашкар, Çамрăклăх бульварĕ, 21а) 41-67-04 телефонпа шăнкăравласа е çыру çырса пĕлтерме пултаратăр.
А.ВЛАДИМИРОВ.