АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СУНАРТИ ТĔЛ ПУЛУ

04 сентября 2009 г.

Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ А.Г.Николаев космонавт летчик çинчен «Канашри автомобиль вокзалĕ» АО генеральнăй директорĕ Л.Б.Кондратьева каласа панинчен.

– 1996 çулхи раштав уйăхĕнче эпĕ профсоюз путевкипе «Кленовая гора» санаторире кантăм. Ку сипленÿ учрежденийĕ Мари Республикинчи илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Питĕ йĕлтĕрпе çÿреме юрататăп, çавăнпа та кашни кун вăрмана йĕлтĕр сырса тухаттăм.

Йĕлтĕр йĕрĕ питĕ пысăк йывăçпа (халăхра ăна Пугачев юманĕ теççĕ) юнашар иртетчĕ. Çырса çапнă хăмаран çакна пĕлетĕн: улăп юман 500 çултан иртнĕ, унăн çÿллĕшĕ – 26 метр çурă. Ĕненме пулать.

Çапла вара пĕррехинче йĕлтĕр йĕрĕпе хашкаса тухатăп та куратăп: юманпа юнашар пĕр арçын тăрать. Çывăхарах çитрĕм те – тĕлĕннипе чарăнса тăтăм. Турăçăм, ку пирĕн юратнă космонавт-çке! Мĕн пур хăюллăха пухса сăмах хушатăп:

– Здравствуйте, Андриян Григорьевич!

– Добрый день, девушка! – тесе хуравларĕ.

Унтан эпĕ чăвашла калаçма пуçларăм. Космос паттăрĕ тăван чĕлхене питĕ лайăх пĕлнине курса ĕнентĕм. Вăл васкамасăр, лăпкă саспа сăмахларĕ, хăйне питĕ сăпай тытрĕ. Пулаççĕ те иккен тĕнчере вашават çынсем!

А.Г.Николаев кунта Мари Эл Президенчĕ чĕннипе килнĕ иккен. Çав кун вăл егерьсемпе сунара тухнă. Андриян Григорьевич аллинче пăшал пурччĕ, юнашарах икĕ лайка команда парасса кĕтеççĕ. Инçех те мар «Буран» патĕнче икĕ егерь тем çинчен калаçса тăратчĕç.

Виççĕмĕш космонавтпа эпир пĕр çирĕм минут пуплерĕмĕр. Вăл манран ăçта пурăнни тата ĕçлени, çемье çинчен ыйтса пĕлчĕ. Хисеплĕ ентешĕмĕр пĕлтернĕ тăрăх, Фрунзери аслă çар авиаци училищинче вĕреннĕ çулсенче тата космоса вĕçнĕ хыççăн Канаш хулинче темиçе хут та пулнă.

– Эпĕ кунта канма килтĕм, – терĕ юлашкинчен Андриян Григорьевич. – Паян акă çак юман патĕнче Пугачев çарĕ чарăнса тăнине пĕлтĕм. Пулнă та пулĕ. Вырăнĕсем кунта çав тери хитре.

Л.Б.Кондратьева пĕл-тернĕ тăрăх, вăл А.Г.Николаев космонавтпа тĕл пулнине ĕмĕрĕпе асăнса пурăнĕ.

Святослав МАКСИМОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика