АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КУН ПЕК ШКУЛТА ЯПĂХ ВĔРЕНМЕ НАМĂС

04 сентября 2009 г.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнине пĕлтерсе республикăри 127 пин ытла ачашăн шăнкăрав янăрарĕ. Вĕсенчен 13 пинĕшĕ парта хушшине пĕрремĕш хут ларчĕ. Студентсемшĕн те пĕлÿ кунĕ уяв. 3824 хĕр упраçпа яш-кĕрĕм республикăри тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче тÿлевсĕр майпа ăс пухма пуçларĕ.

Вун пĕр уйăх каялла Шупашкарти «Алза» тулли мар яваплă пĕрлĕх Шăхасан салинче вăтам шкулăн çĕнĕ çуртне тума пуçларĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕш кунĕнче 394 ачана, вĕсене вĕрентекенсене, Шăхасан çыннисене виçĕ хутлă илемлĕ çурт кĕтсе илчĕ. Пурте хитре пулчĕç çав кун: ачасем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те, вĕрентекенсем те, хăнасем те. Вĕсемпе пĕрле хĕвелĕ те хĕпĕртерĕ тейĕн, хăйĕн çутипе кашнинех ачашшăн çупăрларĕ. Шкул инфратытăм енĕпе чăннипех те пуян – классенче хальхи вĕренÿ хатĕрĕсем вырнаçтарнă, мобильлĕ компьютер класĕ пур, интерактивлă виçĕ доска илсе килнĕ, мультимедин вунă проекторне туяннă. Шкул, учительсенчен чылайăшĕ хăйсен сайтне уçнă. Виçĕм çул шкул Чăваш Республикин Президенчĕн, пĕлтĕр Раççей Федерацийĕн Президенчĕн гранчĕсене çĕнсе илнĕ. Кунтан вĕрентĕвĕн тăватă министрĕ – В.Каховский, М.Макаров, П.Капитонов, Н.Счетчиков тата вăрман хуçалăхĕн министрĕ А.Зверев вĕренсе тухнă. Ăслăлăх ĕçченĕсем, çар çыннисем, ĕçпе чапа тухнисем сахал мар.

Шăхасансемпе пĕрле савăнма пысăк хăнасем те килчĕç. Вĕсем – Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, Мускав çар округĕн тылĕн штабĕн пайĕн пуçлăхĕ В.Ильин полковник, «Канашсем» ентешлĕх ертÿçи А.Кибеч çыравçă, «Чăваштоппром» предприятин тĕп директорĕ Ю.Алексеев, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Н.Андреев тата ыттисем.

Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов уçрĕ.

– 1819 çулта уçнă шкул çĕнĕрен çуралчĕ тейĕн. Епле илемлĕ вăл. Чăваш Республикин правительствине, строительсене çакăн пек парне кÿнĕшĕн пысăк тав, – терĕ Владислав Васильевич Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламласа.

Микрофон умĕнче– республика пуçлăхĕ. Николай Васильевич Çеçпĕл Мишши çырнă сăвăн темиçе йĕркине вуласа ачасене кăвар чĕреллĕ, кăвар чĕлхеллĕ пулма, хăйсем пурри çинчен сассисене пама ыйтрĕ.

– Çеçпĕл Мишшин сăмахĕсем мĕнле витĕмлĕ, вирлĕ. Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр вĕреннĕ шкулта, кермен пек илемлĕ çуртра япăх ĕçлеме, начар вĕренме намăс та. Пĕлÿ тĕнчи сирĕншĕн – пуçласа уçăлакан планета. Уçăр ăна, тĕпчĕр, ăсăрпа савăнтарăр, эсир пире çав тери кирлĕ, – терĕ президент XXI ĕмĕрĕн çамрăк ăрăвне.

Вăл пушă алăпа килмен. Шкула вĕренÿ литературипе хатĕрĕсем, сĕтел-пукан туянма 400 пин тенкĕ уйăрнине çирĕплетекен хут пачĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г. Ефимова республика пуçлăхĕн аллинчен хăйĕн предметне вĕрентессин пахалăхне лайăхлатса пыма автоматизациленĕ ĕç вырăнĕ валли преподавателĕн тĕрлĕ хатĕрĕсене илме ирĕк паракан сертификата йышăнчĕ.

«Алза» тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ С.Лаврентьев шкул директорне В.Федорова пĕлÿ çурчĕн алăкне «уçма» символла уçă пачĕ. Çакăн хыççăн ачасене аслă та çутă классене йыхăрса кĕмĕл саслă шăнкăрав янăраса кайрĕ. Вĕренекенсемшĕн, уйрăмах пуçласа парта хушшине ларакан 35 ачашăн яланлăхах асра юлакан çак ырă ĕçе тумашкăн 11-мĕш класра вĕренекен А.Антонов тата 1-мĕш класс алăкне уçакан А.Михайлова тивĕç пулчĕç.

Хăнасем спорт залне кĕрсе курчĕç, çамрăк футболистсемпе, вĕсен тренерĕпе Л.Федоровпа калаçрĕç, шкул библиотекинче вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕç. Н.Федоров Президентпа Г.Чернова министр вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Николай Васильевич аслă классенче вĕренекенсемпе професси суйласа илесси çинчен импровизациллĕ урок ирттерчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл пурнăçра çитĕнÿ тăвас тесен хăвăн умна яланах çĕнĕрен те çĕнĕ задачăсем лартмаллине, çĕнни патне ăнтăлмаллине, харпăр хăй пĕлĕвне ÿстерсех пымаллине палăртрĕ, шкулта вĕреннĕ вăхăта аса илчĕ, пурнăç çулĕ çине хăйсем тĕллĕн тăма хатĕрленекенсене интереслентерекен ыйтусене хуравсем пачĕ.

Ачасем Раççей Президенчĕ Д.Медведев шкул ачисене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе саламласа чĕнсе каланине итлерĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика