02 сентября 2009 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче туртакан пике кашни утăмрахчĕ тесе калаймăп. Акă паянхи ÿкерчĕк: кирек хăш вĕренÿ заведенине кай – тăхтав вăхăтĕнче пĕлÿ илмелли корпус умĕнче, туалетра хĕрсем пирус мăкăрлантарнине асăрхатăнах. Чăн та, унчченрех хулара çитĕннĕскерсем çеç «чăнкă» курăнма хăтланса сигарета алла илетчĕç. Халĕ вара ялта ÿснĕ чăваш хĕр-упраçĕ хушшинче те никотин тĕтĕмĕпе айкашакан чылай. Иккĕленместĕп: вĕсенчен кашнийĕ пирус сиенĕ пирки пĕрре мар илтнĕ. Çапах хăлхапа илтни чĕре патне çитмен. Кашни хĕр – пулас ача амăшĕ. Çуралас пепкен сывлăхĕ чи малтан унăн амăшĕннипе çыхăннăран ача никотинпа вартах наркăмăшланни сисчĕвлентерет. Пирус сиенĕ çинчен тухтăртан витĕмлĕрех никам та калаймĕ. Пире пулăшма районăн тĕп больницинче ĕçлекен Людмила Викторовна Алексеева педиатр килĕшрĕ.
– Людмила Викторовна, шухăшăра пĕлес килет: мĕнле сăлтавпа, еплерех лару-тăрура хĕрсем çăвара сигарет хыпаççĕ;
– Чылайăшĕ кăмăл-туйăм вылянчăк чухне, çул çитмен вăхăтра хăй те кĕтмен хăтлану патне пырса тухма пултарать. Çав тапхăрта аслăраххисен хăйсен ачисемпе тимлĕ пулмалла. Çитĕнекенскер айккинчи киревсĕр ĕç-пуçа, усал йăласене стандарт пек ан йышăнтăр. Кирек мĕнле ĕçпе, йăпанупа юрăхсăр çавнашкал йăласене хирĕç тăма пулать. Паллах, ушкăнра юрă-кĕвĕ итлени кăна ан пултăр çав киленÿ.
– Чун-чĕре вăйсăрлăхĕпе те çыхăнман-ши пирус туртни;
– Çапла, хăшĕ-пĕри стресс вăхăтĕнче пăшăрханăвне-тарăхăвне путарма çăмăл мел шырать: е сигаретпа, е эрех черккипе чунне «йăпатать». Лару-тăрăва урă пуçпа хаклама пĕлменни – шалти кăмăла çĕнтерме пултарайманни. Кирек мĕнле йышăну валли те кăмăл çирĕплĕхĕ кирлĕ-çке. Калăпăр, ĕç е вĕренÿ ăнса пымасан... Капла вара пирус мăкăрлантарса янă çын хăйне самантлăха телейлĕ тесе шухăшлать.
– Анчах самантлăх телей çулсем иртсен хакла ларма пултарать-çке. Пулас амăшĕшĕн пушшех те.
– Çут çанталăк этемлĕхĕн черчен çуррине тĕлĕнмелле кăмăллă, çав вăхăтра питĕ яваплă мисси халалланă: йăх-ăрăва малалла тăсмалла. Анчах пархатарлă çак яваплăха куçа хупса, çăмăлттайла йышăнакана вăл чи çирĕп айăплав та хатĕрлеме пултарать: хĕрарăмăн ачи сывă çуралмасть е унăн пепке пачах пулмасть. Специалистсен юлашки çулсенчи тĕпчевĕ тăрăх, пирус туртни çие юласлăх процентне чакарать, тĕвĕленнĕ эмбрион вартах вилме пултарать. Йывăрлансан та сигаретран хăпайман хĕрарăмăн хырăмĕ ÿкес хăрушлăх ыттисенчен пысăкрах. Пепке çуралас пулсан та тин тĕнчене килнисен вăтам виçинчен 200-700 грамм сахалрах пулать. Çавнашкал ачасем ÿт-пÿ, ăс-тăн аталанăвĕпе те тантăшĕсенчен юлса пыраççĕ. Тĕрлĕ чир-чĕр хăвăрт çыпçăнать. Туртакан амăшĕн кăкăр сĕчĕ вăраха пымасть. Ун пеккисен ачисем хăйсем те кăкăр ĕмесшĕнех мар. Тытамак чирĕ сывă пурнăç йĕркипе пурăннă ашшĕ-амăшĕн ачисемпе танлаштарсан 40 процент чухлĕ ытларах палăраççĕ. Çакна та каласа хăварам: çемьере пĕр çын та пулин туртать-тĕк ачасем кирек хăш ÿсĕмре те час-часах чирлеççĕ.
– Туртакан хĕр е хĕрарăм питĕнчен илĕртÿлĕх çухалнине кашниех асăрханă-тăр. Анчах хамăра этемлĕхĕн черчен çурри тетпĕр те – пирĕн кирек хăçан та хÿхĕм пулма тăрăшмалла-çке.
– Тĕрĕсех. Тĕтĕм-сĕрĕме пула туртакан çыннăн шăлĕсем саралаççĕ, йăлтăртатма пăрахаççĕ. Çăварта, пит çăмартин лăймака сийĕ çинче шупкарах пăнчăсем палăрма тытăнаççĕ. Каярах вĕсенчен рак чирĕ пуçланма пултарать. Туртакан çыннăн сасси хулăн, хăйăлти, пÿрнисем саркăм тумхаллă, çÿçĕнчен тĕтĕм шăрши кĕрет. Паллах, çакăн евĕр «косметика» хĕр-упраçа илем кÿмест. Çут çанталăк пире хитрелĕх парнеленĕ. Çак пахалăха упрама, вăйлатма тăрăшмалла.
Е.ВАСИЛЬЕВА.