02 сентября 2009 г.
Канаш хулине килекенсем автобус автовокзал территорине çаврăнса кĕнĕ чухне сулахай енче капăр çурт ларнине асăрхаççех. Çĕнĕ те илемлĕ çуртра мĕн вырнаçни пурне те кăсăклантарать. Кунта кĕçех ял хуçалăх пасарĕ ĕçлеме пуçлĕ. Çынсем хăйсем акса-лартса ÿстернĕ пахча çимĕçпе улма-çырлана, выльăх-чĕрлĕхрен илнĕ аш-какая пасара килсе сутма пултарĕç.
Ял хуçалăх пасарĕ хута кайма хатĕрленсе çитнĕпе пĕрех. Кунта шалти ĕçсене вĕçленĕ, стенасене сăрласа капăрлатнă, сутă тумалли павильонсенче прилавоксем, сентресем вырнаçтарнă, продукцие сивĕтмелли камерăсен, лабораторисен пÿлĕмĕсем пур. Шалта – 300, урамра 500 çын пĕр харăс сутă тума пултарать. Объектри строительство ĕçĕсемпе паллашма пынă чухне, Чăваш Ен телевиденийĕн журналисчĕсем Л. Алексеевăпа С.Мышев та пĕрле пулчĕç, пасар территорийĕнчи лапама асфальт сарса якататчĕç.
– Канаш районĕнче ял хуçалăх пасарĕ тăвасси тахçанах планра пулнă. Ял çыннисене хăйсем туса илекен продукцие вырнаçтарма йывăр. Çавăнпа та хресчене çăмăллăх кÿрес тесе çак пасара тума шутларăмăр. Объектăн проектне «Максимум» тулли мар яваплă пĕрлĕх хатĕрлерĕ. Пĕрремĕш кирпĕче никĕс çине 2007 çулхи июнь уйăхĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров хунăччĕ, – терĕ районти ял хуçалăх управленийĕн АПК органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров кунти ĕç-хĕлпе паллаштарнă май. – Кирлĕ оборудованисене вырнаçтарнă. Комисси килсе тĕрĕслесе кайрĕ. Çак пасара эпир çывăх вăхăтра уçма палăртатпăр. Кунта хамăр район çыннисемсĕр пуçне ытти тăрăхран та килме пултараççĕ. Комсомольски, Етĕрне тăрăхĕсен, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, Чăвашпотребсоюзăн представителĕсем договорсем тума килеççĕ. Вĕсемпе пирĕн юристсем ĕçлеççĕ.
И.ВЛАДИМИРОВА.