АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.Г.Николаев юбилейĕ умĕн ЧĂВАШ КĂЙКĂРĔ КАНАШРА

02 сентября 2009 г.

Канашри вакун юсакан заводра (халĕ вăл «Пром-трактор-Вакун» АХО) тухса тăракан нумай тиражлă «Вагонник» хаçат редакторĕнче ĕçленĕ вăхăтра ĕлĕкрехех пичетленсе тухнă номерсемпе кăмăлласах паллашаттăм.

Пĕррехинче лайăх хыпар пĕлтĕм: хаçатăн 1975 çулхи пĕр номерĕнче интереслĕ материал кун çути курнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх раштавăн 24-мĕшĕнче Канаша Совет Союзĕн космонавт летчикĕ А.Г.Николаев килсе çитнĕ. Вакун юсакан заводăн культура керменĕнче хулари ĕç коллективĕсен представителĕсем, общественноç паллă ентешĕмĕрпе тĕл пулнă. Андриян Григорьевич пухăннисене хăй икĕ хут тĕнче уçлăхне мĕнле вĕçни, юлташ-космонавтсем, РСФСР Аслă Канаш депутачĕн тивĕçĕсене пурнăçлани çинчен тĕплĕн каласа панă, нумай ыйтăва хуравланă.

Тĕл пулура ВРЗ коллективĕ ячĕпе Канашри паллă электросварщик Б.П.Русанов тухса калаçнă.

«Вагонникăн» çав çулсенчи редакторне Михаил Дмитриева космонавт завод ĕçченĕсене саламланă ал çыру текстне илме май килнĕ. Унта çапла каланă: «Чăваш индустрийĕн пĕрремĕш предприяти коллективне, «Вагонник» хаçат вулавçине! Пирĕн Тăван çĕршыв космонавчĕсен ячĕпе вакун юсакан заводра вăй хуракансене çывхарса килекен 1976 çул ячĕпе чун-чĕререн, ăшшăн саламлатăп. Вĕсене космосри пек старт тума, социализмла ăмăртура çĕнтерме, ырă сывлăх, телей сунатăп. СССР космонавт летчикĕ, Совет Союзĕн икĕ хут геройĕ А.Г.Николаев».

Андриян Григорьевич чăваш ятне тĕнче уçлăхне çити çĕклерĕ. Ăна пула ĕнтĕ эпир чăваш пулнишĕн вăтанма пăрахрăмăр.

Святослав МАКСИМОВ, ЧР Журналистсен союзĕн членĕ, Çемен Элкер премийĕн лауреачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика