28 августа 2009 г.
Кооператорсен уявĕнче Канашри райпо совечĕн председателĕ В.Павлов Яманкассинчи магазин заведующине Альбина Григорьевана «Раççейри потребительсен кооперацийĕнче 30 çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» паллăпа наградăларĕ. «Хастар, ĕçчен, пултаруллă ертÿçĕ, ĕçре кăна мар, юрă-ташăра та маттур. Кооператив участокĕнчи ĕçтешĕсем тата пайщиксем хушшинче пысăк хисепре», - çапла кĕскен хакларĕ ăна Валерий Аркадьевич.
Альбина Григорьева Яманкассинчи лавккара 1979 çулта, райпори шкул-магазинта сутуçăна вĕреннĕ хыççăн, ĕçлеме пуçланă, 1987 çултанпа – завмаг.
- Ача чухнех ман сутуçă пулас килетчĕ. Сиккассинчи вăтам шкулта пĕрле вĕреннĕ тантăшсемпе – Зина Киселевапа тата Альбина Сурановапа пĕр шухăш-тĕллев тытрăмăр та райпона вĕренме кайрăмăр. Унта эпĕ сутуçă ăсталăхне алла илтĕм. Çапла мĕн пĕчĕкрен чуна кĕрсе вырнаçнă ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Шкулта 7-8-мĕш классенче вĕреннĕ чухне Зоя Мухинапа Зоя Петрова сутуçăсем мана ялти лавккара çăкăр суттаратчĕç. Йăнăшсăр ĕçленине курсан ăшă сăмахпа хавхалантаратчĕç. Хама вара магазинта ĕçлеме питĕ килĕшетчĕ. 1978 çулта, март уйăхĕнче, Яманкассине практикăна килтĕм те çак ялтах тĕпленсе юлтăм, Емендюковаран Григорьева пулса тăтăм, - вăтăр çул каялла хăйĕн пурнăçĕнче пысăк улшăнусем пулнă самантсене ăшшăн аса илчĕ Альбина Николаевна.
Чипер хĕре Яманкасси каччи Александр Григорьев куç хывнă. 1980 çулта, январĕн 12-мĕшĕнче, çамрăксем мăшăрланса пĕрлешнĕ. Çирĕм ултă çул пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăнчĕç вĕсем. Александр Порфирьевич нихăçан эрех ĕçсе курман, ĕмĕрне çăвара пирус хыпман. Ĕçчен те сăпай пулнăран ял-йышра пысăк хисепреччĕ. Кану кунĕсене пăхмасăр, уява-мĕне уямасăр колхозра вăй хуратчĕ. Автомашинăпа та, тракторпа та ырми-канми ĕçлерĕ. Юлашки çулсенче пилорамăра ĕçе йĕркелесе пычĕ. Шел, усал чир пурнăçран вăхăтсăр уйăрчĕ ăна.
Григорьевсем ывăлпа хĕр çуратса ÿстерчĕç. Сергей кăçал çартан таврăнчĕ, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физвоспитани факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ. Алина Шупашкарта ял хуçалăх академийĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Ачисем кăмăл туртăмĕпе йăлтах ашшĕпе амăшне хывнă: вĕсем пекех ĕçчен, тирпейлĕ, сăпайлă, ялта çамрăксен хушшинче хисепре.
Альбина Николаевна хăйĕн чун канăçне, паллах, ачаран килĕштернĕ ĕçре тупать. Малтанах Зоя Миттовапа 18 çул хушши килĕштерсе, пĕрне-пĕри пулăшса ĕçлерĕç. Зоя Григорьевна та Яманкассине кÿршĕри Сиккасси ялĕнчен качча килнĕ, тен, çавăнпа пĕрешкел шăпа вĕсен туслă та ĕçлĕ калаçу-хутшăнăвне çирĕппĕн сыпăнтарса пынă пуль; Халĕ çакнашкал ĕçлĕ туслăх Нина Григоьева сутуçăпа тăххăрмĕш çул аталанса пырать. Магазина тавар туянма пыракансем вашават та тарават пулнишĕн хисеплеççĕ вĕсене. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупаççĕ пултаруллă сутуçăсем. Тепĕр чухне вара ялти пĕччен кинемейсем хăйсен хуйхи-суйхине пусарма магазина пыраççĕ, уçă кăмăллă сутуçăсемпе шăкăл-шăкăл калаçсан вĕсен кăмăлĕ çĕкленет.
– Пĕлтĕр магазина газ кĕртсе пачĕç те, ĕçлеме самаях çăмăлланчĕ. Çынсем пирĕн пата тăтăшах килсе çÿреççĕ. Райпо тĕрлĕ таварсемпе тивĕçтерсех тăрать. Суту-илÿпе кăна мар, хатĕрлев енĕпе те ĕçлетпĕр. Çынсенчен сĕт, кивĕ хут, çĕтĕк-çурăк пухатпăр. Ял халăхĕ пуян пулсан, эпир те пуян. Хамăр тăрăшсан ĕçре çитĕнÿ пулатех, - тет Альбина Николаевна.
Ÿсĕмсем вара куç умĕнчех: Яманкассинчи магазин тавар çаврăнăш кăтартăвĕсемпе те, хатĕрлев ĕçĕсен калăпăшĕпе те райпо тытăмĕнче малтисен шутĕнче.
А.ВЛАДИМИРОВ.