АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНĔ КАФЕРЕН ХАЛĂХ ТАТĂЛМАСТЬ

28 августа 2009 г.

«Савăнăçпа хуйхă пĕр çулпа çÿреççĕ», - теççĕ халăхра. Тем те пулать вĕт пурнăçра: пĕрисем туй туса мăшăрланаççĕ, теприсем çуралнă куна уявлаççĕ, виççĕмĕшĕсем вара çывăх çынна юлашки çула ăсатаççĕ. Кун-çул çаврăмĕнче тарăн йĕр хăваракан çак пулăмсене чылай чухне хула çыннисем те, ялта пурăнакансем те кафе-столовăйсенче паллă тума тăрăшаççĕ. Кăçал çуркунне Канашра райпо уçнă кафе хулан кивĕ районĕнче, чиркÿ таврашĕнче, вырнаçнă, тен, çавăнпах-тăр ăна «Трапеза» ят панă. Вăл Чукун çул тата Шăхран урамĕсем кĕтесленнĕ тĕлте, ĕлĕкрех кивĕ раймаг пулнă вырăнта, çĕкленсе ларнă.

Кафе харăсах 80 çынна апатлантарма пултарать. Тĕрлĕ уявсем ирттерме кунта виçĕ зал тунă, бар та пур. Кафе коллективĕ ирхине 8-тан пуçласа каçхине 20 сехетчен тăхтавсăр тата кану кунĕсемсĕр ĕçлет. Килти пекех хăтлă кунта, апачĕ техĕмлĕ те тутлă, поварсемпе сутуçăсем çав тери тарават, çавăнпа кунĕпех халăх татăлмасть каферен.

Августăн 18-мĕшĕнче, Обществăлла апатлану предприятийĕсен уяв кунĕнче, пулса куртăм эпĕ çак кафере. Пирвай менюпа паллашрăм. Темĕн тĕрлĕ ĕçме-çиме хатĕрлеççĕ иккен кунта кухня ăстисем: какай шÿрпи, купăста яшки, пĕчĕк чÿлмекре пĕçернĕ шаркку, шăрăхра ăша кантаракан окрошка, техĕмлĕ солянка, хуран кукли, çаврака котлет, ĕне ашĕнчен пĕçернĕ шницель... Ĕçес килсен кофе, кĕсел, вĕри шоколад, хура чей, кăçалхи пан улмирен хатĕрленĕ компот тутанма пулать. Пурне те асăнас мар-ха, вулаканăн аппетит уçăлса кайĕ.

Çав кун Марина Павлова аслă повар смени ĕçлетчĕ. Марина малтан Шăхасанти «Кĕçĕн Çавал» столовăйра вун пĕр çул хушши апат-çимĕç пĕçернĕ, повара вара Канашри 22-мĕш профучилищĕре вĕреннĕ. Марина Иванова повар-кондитер та кунта киличчен унпа пĕрле çав столовăйра пилĕк çул тимленĕ. Вăл Шупашкарти кооператив училищинче хăйне килĕшекен профессие алла илнĕ, халĕ тĕп хулари кооператив техникумĕнче технолога вĕренет. Марина Константинова - кассир-официант. Унăн та потребкоопераци тытăмĕнчи ĕç стажĕ пысăк – унччен 18 çул хушши Вăтакас Кипечри пекарньăра çĕкăр пĕçерсе ял халăхне савăнтарнă. Эльвира Петрова та çак пекарньăра вăй хунă, халĕ вăл – кухня ĕçченĕ. Çак хĕрарăмсем пурте тăрăшуллă, уçă кăмăллă, килен-каяна ялан тарават. Вĕсем пирки кунта апатланакан тата продукци туянакан çынсенчен ăшă сăмах кăна илтетĕн.

- Пирĕн пата халăх йышлăн çÿрет. Тĕрлĕ уявсем – юлашки шăнкăрав кунĕ, юбилейсем, туйсем иртрĕç, пумилккене те кунта пухăнаççĕ. Кану кунĕсенче уяв саккасĕсем сахал мар. Кафе çул хĕрринче вырнаçнăран инçе çула тухнисемшĕн те, пирĕншĕн те меллĕ. Çынсем ыйтнипе кукăль, тăпăрчă икерчи, пÿремеч пĕçерсе паратпăр. Эпир сĕнекен продукцие халăх хапăл туса йышăнни пире савăнтарать, ĕçлеме хавхалантарать, - теççĕ кăмăллăн «Трапеза» кафе ĕçченĕсем.

Кăçал çичĕ уйăхра райпори обществăлла апатлану предприятийĕсен тавар çаврăнăшĕ 11, 5 миллион тенкĕпе танлашнă. Паллах, çак кăтартура вĕсен тÿпи те пысăк.

А.ВЛАДИМИРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика