АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЕЛЕЙ ПАРНЕЛЕКЕНСЕМ ПУРАХ

28 августа 2009 г.

Анюкпа Тольăна амăшĕ вĕсем пĕчĕк чухнех пăрахса кайнă. Хĕр пĕрчи иккĕре пулнă, Толя – улттăра. Амăшĕ ял пурнăçĕнчен йăлăхнăран-ши, хулана çăмăл пурнăç шырама тухса кайнă. Ачисем ашшĕпе юлнă. Малтанах шăпăрлансене асламăшĕ пăхрĕ, кайран икĕ ача ашшĕ тепĕр хут авланчĕ. Çĕнĕ кин ватă çын кăмăлне каймарĕ, анчах та ывăлне хирĕçлес темерĕ кинемей. Ывăлĕ яланах ĕçре, ачасене пăхакан кирлĕ. Ватă çынна ачасене пăхма çăмăлах мар тата вĕсене «амăшĕ» те кирлĕ.

Анюк амăшĕшĕн тунсăхласа кунсеренех йĕретчĕ, кĕтетчĕ ăна мăнтарăн. Тольăн макăрса ларма вăхăт çук, вăл асламăшне пулăшать. Тантăшĕсемпе урам тăрăх йыт хăвалама та манмасть. Çĕнĕ анне ачасене килĕшсех каймарĕ. Анюк вăл пĕçерсе хатĕрленĕ апата та çимесчĕ. Толя та кутăна печĕ, вăхăтне урамра ирттеретчĕ. Хĕрарăм ачасемпе пĕр чĕлхе тупайманнишĕн хытă кулянатчĕ, каçсерен макăрни те пулнă.

Кинĕ çемçе чунлине туйсан кинемей унпа ăшшăнрах калаçма пуçларĕ. Ачасене те хĕрарăм майлă çавăрма тăрăшрĕ. Анчах та лешсем итлесшĕн те пулмарĕç.

Виçĕм кун вара Анюк чирлесе ÿкрĕ. Хĕр пĕрчи вырăнпах выртрĕ. Тăван мар амăшĕ пепкене сыватас тесе медицинăри тĕрлĕрен меслетсемпе усă курчĕ. Тепĕр пилĕк кунтан Анюк сывалса çитрĕ. Толя ашшĕн çĕнĕ мăшăрĕ вĕсемшĕн ют мар пулнине ăнланчĕ, анне тесе чĕнме пуçларĕ. Хĕр ача та пиччĕшĕ хыççăн çутă чунлă хĕрарăмра амăшĕн сăнарне курчĕ. Вăхăт малалла шурĕ. Ачасем халĕ çитĕнсе çитнĕ ĕнтĕ. Толя авланнă, Анюк та кĕçех çемье çавăрĕ, халлĕхе вĕренет-ха.

Тăван килтен аякра пулин те вĕсем кашни эрне вĕçĕнчех яла васкаççĕ. Унта вĕсене яланах чăтăмсăр кĕтеççĕ. Тăван амăшĕ вара хулара пурăнать теççĕ. Укçи-тенки те çителĕклĕ-мĕн. Унăн урăх çемье, тен, ачисем те пур, анчах та ун пек хĕр арăма «анне» теме пулать-ши; Ачисене пăрахса илемлĕ пурнăç шырама тухса каяканăн чĕри чул пекех хытса ларнă пулĕ.

Тăлăхскерсем телей мĕнне çурма çемьере питех курса каяймаççĕ. Шăпа та вĕсене самаях силлет. Анчах та çĕр çинче ырă чунлă çынсем çук мар, шăпах вĕсем тăлăх ачасене телейлĕ пурнăç парнелеме тăрăшаççĕ те.

Кристина АЛЕКСАНДРОВА, ЧПУ студентки.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика