АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "СВЕТОФОРИК" МĔНЕ ВĔРЕНТЕТ?

28 августа 2009 г.

Пĕчĕккисене çул çинче тимлĕ, асăрхануллă пулма. Çула тухакан транспорт шучĕ, куçăм хăвăртлăхĕ малашне те вăй илсе пырĕç. Çавăнпа та çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси патшалăхăн тĕп задачисенчен пĕри пулса тăрать. Çак ыйтăва татса парассинче çуран çÿрекен чи пĕчĕк çынсене – ачасене – çул çинче хăйсене мĕнле тытмаллине тĕрĕс тата вăхăтра вĕрентни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачасене хăрушсăрлăх нормисене пăхăнса пурăнма хăнăхтарассине педагогсен вĕрентÿ процесĕнчен уйрăлмасăр пурнăçласа пымалла. Хăйĕн пурнăçне упракан çын ытти çынсем тĕлĕшпе те тимлĕ пулать.

Районти вĕрентÿ управленийĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентессинче, ачасем çул çинче аманассине профилактикăлассинче педагогсемпе ашшĕ-амăшĕсен яваплăхне ÿстерес тĕллевпе июлĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа августăн 21-мĕшĕччен ача сачĕсем хушшинче «Светофорик» конкурс иртрĕ.

Конкурса шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен 18 учреждени хутшăнчĕ. Вĕсем пурте асăннă темăпа ĕçлемелли пурлăх базине пуянлатассипе тăрăшса ĕçлерĕç: методика литератури, периодика кăларăмĕсем, ÿкерчĕклĕ кăтарту хатĕрĕсем, схемăсем, çул-йĕр паллисен ÿкерчĕкĕсене, çул-йĕр правилисене вĕренмелли сĕтел çи вăййисем, садик территорийĕнче «зебра» паллисем хатĕрлерĕç. Ачасем çул çинче аманассине асăрхаттарас ыйтупа районти ача сачĕсенче ятарлă вĕрентÿ мероприятийĕсем ирттереççĕ.

Вырăна тухса 10 ача сачĕн ĕçне тишкертĕмĕр. Воспитательсен ĕçне сăнани, ачасемпе калаçу ирттерни пĕчĕккисем çул çинче, транспортра хăйсене мĕнле тытмаллине аван пĕлнине кăтартрĕ. Ачасем транспорт тĕсĕсене, вĕсен пайĕсене, светофор тĕсĕсем мĕнле сигнала кăтартнине, çул çинчи паллăсем мĕне пĕлтернине тата ыттине те пĕлеççĕ. Çак пĕлĕве вĕсем ÿкерчĕксем туса, конструкторпа ĕçлесе çирĕплетеççĕ. Çапах та ачана куллен асăрхаттарни кирлех. Садиксенче ачасем ăсталанă япаласен куравне йĕркеленĕ.

Шăхасанти «Хĕлхем», Пайкилтри «Хĕвел», Вăтакас Кипечри «Çуркунне», Аслă Мамири «Çăл куç», Ямашри «Буратино» ача сачĕсем çак конкурса хастар хутшăнчĕç. Район конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Шăхасанти 1-мĕш номерлĕ «Хĕлхем» ача сачĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, иккĕмĕш вырăнта Ухманти «Пилеш» ача сачĕ, Вырăскас Пикшихри «Шанăç» тата Чакаçри «Ромашка» ача сачĕсен ĕçĕсем виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç.

«Ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентессипе тата вĕсене ашшĕ-амăшĕ хушшинче сарассипе чи лайăх ĕçлекен воспитатель» номинацире Шăхасанти «Хĕл-хем» ача садĕнчи Альбина Михайловна Федорова воспитателĕн ĕçĕ палăрчĕ.

Районти ГИБДД сотрудникĕсем ача садне çÿрекенсемпе тĕл пулусем ирттерчĕç. Садиксен территорийĕнче çул-йĕр правилисемпе пĕлĕве çирĕплетме ятарлă лаптăксем пур, унта выляма, ăмăртма пулать. Воспитательсем вăйăсене çÿллĕ шайра, усăллă ирттереççĕ.

«Светофорик» конкурсăн пĕлтерĕшĕ, усси çулран çул ÿссе пыни курăнать.

С.НИКОЛАЕВА, районти вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика