28 августа 2009 г.
Çуллахи вăхăтра кирек кам та кил-çурта юсаса çĕнетме, сăрласа капăрлатма тăрăшать. Вĕренÿпе культура учрежденийĕсенче çуллахи вăхăтра хĕрÿ ĕç пырать. Кам çурт тăррине улăштарать, кам шалашне илемлетет, кам тул енчен капăр сăн кĕртет.
Кипеч енчи культура учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май пур çĕрте те тăрăшсах вăй хуни курăнчĕ. Кунта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кунне ирттерме хатĕрленеççĕ.
Сухайкасси ял тăрăхĕн администрацийĕн, вăтам шкул çурчĕсен умĕсенче ÿсекен чечексем хăйсен илемĕпе куçа илĕртеççĕ. Çурта кĕриччен малтан çав илеме пăхса кăмăла çĕклентерме пулать. Йĕри-тавра тасалăх хуçаланни те вырăнти пуçлăхсен ĕçне уççăнах кăтартса парать. Урам хушшине ÿссе ларнă хыт-хурана эпир пынă чухне трактор çулатчĕ. Харпăр хăйĕн çурт умĕсене, анкарти хыçĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ чупса çÿремесĕрех кил хуçисен хăйсенех тасатмалла та вĕт... Килсе туса парасса кĕтме хăнăхса кайнă мар-и; Çĕнĕ культура çурчĕ те кăçал кĕркунне ял çыннисене йышăнма хатĕрленет. Хальлĕхе шалти ĕçсем вĕçленеймен-ха.
Ухманта почта çыхăнăвĕн кивелсе тĕссĕрленнĕ çуртне сăрлатчĕç. Культура ĕçченĕсем ялти клуба пĕтĕмпех сăрланă. Урайне çĕнĕрен сарнă. Ку та юлашки хут пĕр 7-8 çул каяллах пулнăччĕ. Ун чухнехипе танлаштарма çук ĕнтĕ. Культура çуртĕнче культура вучахне чĕртсе тăратассишĕн тăрăшни курăнчĕ.
Анат Вăрманялти, Вăтакас Кипечри клубсене те сăрласа илемлетнĕ. Чулкăмакара тахçан шкул пулнă, нумайранпа усăсăр юхăнса ларнă çуртра культура учрежденийĕ тума пикеннĕ. Çурт ăшчиккине йĕркене кĕртсе çитере пуçланă, тул енчен штукатурка тунă. Паян пур çĕрте те клуб администраторĕсем – хĕрарăмсем. Стройка, юсав ĕçĕсене вĕсем арçынсемсĕрех тума хăнăхса çитнĕ. «Çурт тăррине витнĕ-ха, шулапне çапма ялта пĕр арçын та тупаймастпăр, – теççĕ Чулкăмакара.
Ăвăспÿрт Кипечри культура учрежденийĕнче яланах хăтлă, администратор документсене, кăтарту материалне вăхăтра, типтерлĕ хатĕрлет. Шел те, Кайри Ăнтавăш, Çĕнĕ Туçа ялĕсенчи клубсен алăкĕсем çине çăра çакнăччĕ. Кунта юсав ĕçĕсем пынине, культура çурчĕсене хĕле хатĕрленине ĕнентерекен тĕслĕхсем куç тĕлне пулмарĕç .
И.ВЛАДИМИРОВА.