АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЙĔРКЕНЕ ПĂСАКАНСЕНЧЕН ÇИРĔП ЫЙТАÇÇĔ

26 августа 2009 г.

Çурла уйăхĕнче республикăра «Трактор» ятпа профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ. Çак вăхăта суйласа илни пĕртте ăнсăртран мар. Ĕççи вăхăтĕнче ялта пĕтĕм техника ĕçлет вĕт. Шел те, ытти чух, юрăхсăрри те çак вăхăтра хускалать. Регистраци çук-и, техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман-и – нумайăшĕ «темех мар» тесе шухăшлать.

Пĕтĕмпе вара республикăра паянхи кун тĕлне машинăсен 21091 единицине регистрациленĕ: тракторсем, комбайнсем, прицепсем, хăй тĕллĕн çÿрекен ытти хатĕр. Вĕсенчен 8 пинĕшĕ – уйрăм çынсен, ытти – промышленноçпа ял хуçалăх предприятийĕсен. Кăçалхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне 9774 машина кăна патшалăхăн тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Ку – 46, 3 процент çеç!

Ăнсăртран пĕрре аран-аран хускаткаласа тухакан хатĕрсем, паллах, техника хăрушсăрлăхне тивĕçтермеççĕ. Чылай чух руль умне удостоверенисĕр çынсем лараççĕ. Чи хăрушши вара – машинăсем юсавсăр пулни. Çакă вĕсемпе ĕçлекенсене те, ытти çынна та хăрушлăх кÿрет.

Патшалăх техтĕрĕслев инспекцийĕн районти аслă инспекторĕ А.Петров пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăт тĕлне виçĕ протокол çырнă. Мĕнле йĕркесене пăсаççĕ-ха «хурçă ут» тытакансем; Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Çĕнĕ Шелттем ялĕнче тĕрĕслевçĕсем трактора чарса тĕрĕсленĕ. Руль умĕнче хуçи те мар иккен. Çумĕнче хăйĕн вара удостоверени те, трактор çине документсем те пулман. Çакăн пек çăмăлттайлăхшăн «трактористăн» штраф тÿлемелле пулĕ. Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче инспекторсем Татмăш тăрăхĕнче пулнă. Кунта та механизаторсем документсемсĕр тата ют техникăпа çÿреме кăмăллаççĕ иккен, вăл та штрафран хăтăлаймĕ. Тепĕр кунхине Канаш хулинче экскаватора чарса тĕрĕсленĕ, çак техника «Мост» тулли мар яваплă пĕрлĕх çинче шутланса тăрать. Экскаватор кăçал техтĕрĕслев витĕр тухман, объектсене кунсеренех тухса çÿрет. Çакăншăн предприятин штраф тÿлеме тивĕ.

Операци вăхăтĕнче Патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсем Гостехнадзор специалисчĕсемпе пĕрле республикăри мĕн пур трактора техника юсавлăхĕ енĕпе тĕрĕслеме палăртнă. Кивĕ машинăсене тупса палăртĕç, вĕсене шутран кăларса утилизацилеме пăхнă.

М.АРТЕМЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика