АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УТĂ ХАТĔРЛЕРĔÇ, ПАХЧА ÇИМĔÇ ÇИТĔНТЕРЧĔÇ

26 августа 2009 г.

Çуллахи кунсем Энтриялĕнчи вăтам шкулта вĕренекен ачасемшĕн питĕ усăллă иртеççĕ. Каникул вăхăчĕ пулин те пĕлÿ çуртĕнче вĕсен сасси çăвĕпех татăлмарĕ. Ара, кунта çĕртме уйăхĕн 1-мĕш кунĕнчен пуçласах шкул çумĕнчи кăнтăрлахи ĕçпе кану лагерĕ ĕçлет. Ачасенчен чылайăшĕ унта çÿремешкĕн ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă килĕшÿ тунă. Çу кунĕсенче ĕç нумай, апла пулин те лагерь хыççăн ачасем килте ашшĕ-амăшне те пулăшма ĕлкĕреççĕ.

– Эпир килти ĕçсене шкултан ĕçлесе таврăннă хыççăн пуçăнатпăр. Унччен маларах кăштах канатпăр, апат çиетпĕр, – паллаштарать пире Анат Сурăм ялĕнчен çÿрекен Алеша Захаров, – Ĕнер те шкул уттине пуçтарса кĕртнĕ хыççăн килти утă çине кайрăмăр. Шкулта пĕтĕмпе кăçал тăхăр машина утă типĕтсе хатĕрлерĕмĕр.

Сăмах май, Захаровсен çемйинчи кашни ачах лагере çÿрет, юлташĕсемпе пĕрле кичем мар вĕсене унта.

Ĕçпе тивĕçтерекен центр ачасене пысăках укçа памасть паллах. Анчах та çакă хăйсем ĕçлесе илнĕ укçа-çке-ха. Унпа çамрăксем шкула кайма япала тата кĕнеке тавраш туянаççĕ.

Çурла уйăхĕнче ачасем хăйсен аллисемпе акса-лартса хăварнă çимĕçсем çитĕнме тытăнаççĕ. Вĕсене çамрăксем çăвĕпех пăхаççĕ, шăвараççĕ, çум курăкран тасатса тăраççĕ. Алсенче ĕç вĕресе тăнă чухне шăпăрлансем çине пăхма питех те кăмăллă, вĕсене алхасмашкăн пушă вăхăт çукпа пĕрех лагерьте.

Шкул ачисенчен йĕркеленĕ бригадăсем çу каçипе сахал мар ĕç туса ирттернĕ, вĕсем çавăн пекех шкула тирпей-илем кĕртес тата юсаса çĕнетес ĕçе те хутшăннă. Ачасем тĕрлĕрен ĕçсене хутшăннă тапхăртах ĕç бригадисен конкурсне хутшăнмашкăн материалсем пуçтарса хатĕрленĕ.

Ачасем шкулта хăйсем тĕллĕн ĕçлемеççĕ, паллах, вĕсен ĕçне унта вĕрентекенсем йĕркелесе пыраççĕ. Малтан ачасемпе шкулти аслă вожатăй, кайран кĕçĕн классене вĕрентекен Лариса Минаева ĕçленĕ.

Çурла уйăхĕнче бригада ĕçне пĕтĕмлетме вăхăт. Ачасем унта чылай ĕçе хăнăхрĕç. Мĕн пĕчĕкрен ĕçлесе ÿсекен шăпăрлансем кайран та çĕршывшăн усăллă пуласса шанас килет. Çу кунĕсем кашни çулах çапла усăллă ирттĕрчĕç!

О.ВОЛКОВА, директор çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика