26 августа 2009 г.
Çурла уйăхĕ – канăçсăр вăхăт. Кĕрхи кунсем çывхарса пынă тапхăрта уй-хирти тыр-пул пучахра хытса çитет, ăна типĕ тата уяр тăракан çанталăкпа туллин усă курса пÿлмесене хывмалла. Çĕр улми те, акă, хрыесчене вăрах вăхăт хушши кĕттермĕ. Çав хушăрах килес çулхи тухăç пирки те манмалла мар, çакна шута илсе çĕрсене хатĕрлесе кĕрхи акана пуçăнмалла.
Хальхи вăхăт тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 10426 гектар çинче çулса пăрахнă (планăн 74 проценчĕ), çавăн пекех палăртнă лаптăкăн 10325 гектартан пуçтарса тĕшĕленĕ. Ку енĕпе «Ямашевское» тата «Восход» пĕрлĕхсем аван ĕçленĕ, вĕсенче вырма вĕçленнĕ. «Агат», «Победит», «Родник», «Нектар» хуçалăхсенче тăрăшакансем ĕçтешĕсенчен кăшт кăна каярах юлса пыраççĕ, çитес вăхăтра вĕсен уй-хирĕсенчи тырă пуссисем те пушанса юлĕç.
Тăрăшуллă çĕр ĕçченĕсем вырса илнĕ лаптăксене ахаль вырттармаççĕ, кĕрхи культурăсене акмашкăн çĕрсене çийĕнчех хатĕрлесе пыраççĕ. Килес çулхи тухăç никĕсне «Урюм» ЯХПКра 100 гектар ытла, «Мотор», «Хучель», «Мария» хуçалăхсенче 100 яхăншар гектар хывса хăварнă та ĕнтĕ. Кĕрхи культурăсене акассипе «Канаш» тулли мар яваплă пĕрлĕх ĕçченĕсем те аван ĕçлесе пыраççĕ.
Хуçалăхри лару-тăрупа паллашма пынă вăхăтра чакаçсем кăнтăрлахи апата ларнăччĕ (ÿкерчĕкре). Вĕсене Елена Иванова повар апат çитерме тухнă. Уй-хирте Виталий Трофимов тракторист, Алик Константиновпа Петр Миронов сеяльщиксем ĕçлеççĕ. Вĕсем кĕрхи тулă акаççĕ (ÿкерчĕкре). Геннадий Гаврилов, Петр Ярлыгин, Наталья Соловьева тата Василиса Алексеева вăрлăхпа тивĕçтерсе тăраççĕ. Акă, В.Павлов (ÿкерчĕкре) тракторĕпе çитсе чарăнчĕ. Вăл ятарлă агрегатпа çĕр хатĕрлет. Валерий Петрович 600 гектара яхăн çĕре кăпкалатса тухнă та ĕнтĕ, кĕрхи культурăсене вара «Канаш» пĕрлĕхре тăрăшакансем 300 гектар çинче акса хăварма палăртаççĕ.
А.МЯСНИКОВ.