26 августа 2009 г.
Çул çитмен çамрăксем çуллахи каникул вăхăтĕнче йĕркене ан пăсчăр тесе, вĕсем саккуна хирĕçле ĕçсем ан туччăр тесе профилактика мероприятийĕсем ирттертĕмĕр, çак тĕллевпех «Çул çитмен çамрăк» операци йĕркелерĕмĕр. Вăл виçĕ тапхăрпа иртрĕ. Йĕркелĕхшĕн яваплă ытти структура ĕçченĕсемпе пĕрле ялсене тухса йĕркесĕр çемьесенче çитĕнекен ачасен пурнăç условийĕсене тишкеретпĕр. Ачисене воспитани парассинчен пăрăнакан, вĕсене пусмăрласа, хĕнесе пурăнакан ашшĕ-амăшне тупса палăртатпăр. Йывăр условисенче пурăнакан ачасене сывлăх сыхлавĕн, социаллă хÿтлĕх е вĕренÿ учрежденийĕсене вырнаçтаратпăр.
Сахал тупăшлă тата йĕркесĕр çемьесенчи ачасене çуллахи вăхăтра ĕçпе кану лагерĕсене вырнаçтарма тăрăшатпăр. Кунта чылай ача, мĕн пытармалли, тăраниччен апатланаять, канать, сывлăхне те çирĕплетет, хăйшĕн усăллă пĕлÿ илет. Тĕрĕссипе, ашшĕ-амăшĕ паманнине воспитательсем параççĕ. Лагерьте наркотик, ăс-тăна арпаштаракан ытти сиенлĕ япаласем çинчен ăнлантарса тĕрлĕрен мероприятисем тăтăшах ирттереççĕ.
«Çул çитмен çамрăк» операци вăхăтĕнче çитĕнсе çитмен çамрăксене притонсене явăçтарнă тĕслĕхсене тупса палăртас ыйтăва та пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ку ыйтăва уйăхлăх вăхăтĕнче кăна мар, кулленхи ĕç-хĕлре пысăк тимлĕхре тытатпăр.
Вокзалсенче, пасарсенче çапкаланса, ыйткаласа çÿрекенсем хушшинче ытларах чухне çул çитмен çамрăксем тĕл пулаççĕ. Çак ĕçе тепĕр чухне вĕсене аслисем явăçтараççĕ. Килтен тухса кайса çухалса çÿрекен ачасем те çук мар районти ялсенче. Кун пек тĕслĕхсем, шел пулин те, йĕркеллĕ çемьесенче те тĕл пулкалаççĕ. Ун пекккисемпе милицин кăна мар, ытти структурăсен те тимлĕ ĕçлемелле. Кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе çитмен ачасене, паянхи çул çитмен çамрăксене пушшех те тÿрĕ çултан пăрса яма йывăр мар, анчах та каялла тĕрĕс çул çине тăратма тĕлĕнмелле хĕн. Пĕрре алăран вĕçерĕннĕ çамрăк «ăсланни» сайра пулкалать.
Ачасем çул çинче аманнă тĕслĕхсем юлашки çулсенче нумайланса пыраççĕ. Ачасемпе çула тухнă чухне вĕсене çул çинче хăйсене мĕнле тытмаллине ăнлантармалла: çул урлă каçмаллине, транспорта хирĕç çулăн хăш енĕпе утмаллине вĕрентмелле. Кирек мĕн тесен те, хамăр çуратнă ачана тĕрĕс воспитани парса йĕркеллĕ çитĕнтерме кашни ашшĕ-амăшĕнех тăрăшмалла.
Л.АНТОНОВА, районти милицин çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен аслă инспекторĕ.