26 августа 2009 г.
Шаккăл шкулĕ районта чи ваттисенчен пĕри. Ку шкула 160 çул ытла ачасем чупаççĕ. 1934-2006 çулсенче вăл вăтам шкул пулнă. Унта хăйсен ачисене ашшĕ-амăшĕ таврари 13 ялтан вăтам пĕлÿ илме янă. Вĕсем пепкисем пултаруллă çынсем пулса çи-тĕнессе шаннă.
Чи малтанах çак шкул чиркÿ çумĕнче ĕçленĕ. 1918 çултан – 6 класлă, 1932-34 çулсенче 7 класлă, 1934 çултан вăтам шкул статусне илнĕ. Малтан ачасем çынсен килĕнче вĕреннĕ, çак çурт ял варринче вырнаçнă пулнă.
1932 çулта ту çинче, виçĕ ял хушшинче, çĕнĕ пĕлÿ çурчĕ хăпартма пуçланă. Ăна туса лартма йывăççине Шăмăршă вăрманĕнчен турттарнă, çак ĕçе ачасен ашшĕ-амăшĕсем пурнăçланă. 1934 çулта çĕнĕ шкул çурчĕ хута кайнă. Вĕрентекенсен коллективне Михаил Изюмов директор ертсе пынă. Шкул хуçалăхĕ ÿссех пынă: мастерской, столовăй, интернат туса лартнă. 1940 çулта 17 вĕренекен пуçласа аттестатсем илнĕ.
1954 çулта пирĕн шкултан виçĕ каччă кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă, ку – пĕрремĕш медалистсем. Çав вăхăтри шкул çулĕнчи çамрăксем халĕ ĕнтĕ шурă çÿçлĕ хисеплĕ çынсем. Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче вĕсем тĕл пулăва пуçтарăнчĕç. Йыхрав хучĕсене физикăпа математика наукисен кандидачĕ, Мускаври Академи наукисен шутлав центрĕн директорĕн çумĕ Гурий Михайлович Михайлов ярса панă.
55 çул иртнĕ хыççăн тĕл пулăва 5 çын килме пултарчĕ. Вĕсем пурте хастар, вăшăл-вашăл çынсем. Унчченхи «ачасем» шкул çулĕсене аса илчĕç, хăйсене вĕрентнĕ учительсем çинчен калаçрĕç, тав турĕç. Çăпатаран калуш çине 7-мĕш класра куçнине те манман вĕсем. Юмансарсем шартлама сивĕсене пăхмасăр вĕренме çÿренине каласа кăтартрĕç.
Гурий Михайлович хăйсен класс ертÿçин саламне компьютер урлă илсе çитернĕ. Самара хулинче пурăнакан ватă педагог тĕл пулăва хăй килеймен. Г.Михайлов çавăн пекех хăйсем вĕреннĕ чухнехи фотосенчен хатĕрленĕ презентаципе те паллаштарчĕ.
Аса илмелли тата каласа кăтартмалли нумай пулчĕ юлташсен. Антонина Алексеевна Цапина Иркутск облаçĕнче пурăнать, вăл 49 çул акăлчан чĕлхипе ĕçлет. Çак активлă педагог тĕл пулăва ертсе пычĕ.
Анатолий Иванович Козлов Хусанти химипе технологи институтĕнчен вĕренсе тухнă. Кайран чылай çул хушши Çĕнĕ Шупашкарти хими заводĕнче ĕçленĕ. Халĕ, аспирантура пĕтернĕ хыççăн, Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлет.
Альфред Яковлевич Малинин шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă, Хусанти институтра пĕлĕвне малалла ÿстернĕ. Подольск хулинчи заводра тăрăшнă, аспирантура пĕтернĕ. Чылай ют çĕршывсенче ĕçленĕ.
Г.Михайлов – вăл вăхăтри тепĕр медалист. Вăл Мускаври институтра вĕреннĕ, хастар чăваш ачине тĕп хуланах ĕçлеме хăварнă. Юлашки 20 çул вăл Наукăсен Академийĕнче директор çумĕ пулса ĕçлет. Г.Михайлов 1961 çулта Гагарина тĕнче уçлăхне ăсатмалли траекторие шутлаканĕсенчен пĕри пулнă, çакăншăн патшалăх ăна орденпа тата пилĕк медальпе наградăланă.
Петр Тихонович Тихонов вăрман институтĕнчен вĕренсе тухсан чылай вăхăт хушши вăрман хуçалăхĕнче вăй хунă. Чăвашсен вăрман хуçалăхĕн министрĕ те пулнă вăл. 1984 çулта вăрмансен пĕр-ремĕш музейне уçнă. Аспирантура пĕтерсен истори наукисен кандидачĕ пулса тăнă. П.Тихонов халĕ Чăваш патшалăх институтĕнче ĕçлет. Вăл 30 ытла кĕнеке çырнă, ăна Ĕçлĕх хĕрлĕ ялав орденне парса чысланă.
Хăнасене шкулта И.Андреева директор тата С.Васильева вĕрентекен кĕтсе илчĕç. Унтан ĕнерхи шкул ачисем ватă педагогсем патне çул тытрĕç. Пулни-иртнине тата вăрçă çулĕсене аса илчĕç вĕсем. Тĕл пулу савăнăçлă иртсе кайрĕ. Кайран хăнасем тăванĕсем патне саланчĕç. Шаккăл шкул коллективĕ хамăр патăмăртан çакăн пек пултаруллă çынсем вĕренсе тухнишĕн савăнать.
С.ВАСИЛЬЕВА, вĕрентекен.