26 августа 2009 г.
Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М.Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патшалăх капеллин илемлĕ юрри Канашри культура керменĕнчи капăр тумлă çынсене курав залне йыхăрчĕ. Чăваш, вырăс юррисем янăрарĕç. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев районти учительсен ячĕпе Шупашкартан килнĕ артистсене илемлĕ концертшăн ăшшăн тав турĕ, пултарулăхра çĕнĕ çитĕнÿсем пулсах пыччăр терĕ. Морис Николаевич залри халăха çывхарса килекен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе саламларĕ, педагогăн çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçусем тума çирĕп сывлăх сунчĕ.
Йăлана кĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕнхи конференцине вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев уçрĕ. Вăл районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче «Пирĕн çĕнĕ шкул» наци вĕрентĕвĕн пуçарулăхĕ» проект мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни çинчен доклад туса пачĕ. Çак материала эпир хамăр хаçатăн çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче тухнă номерĕнче пичетленĕччĕ. Çавăнпа та ун çинче чарăнса тăмăпăр. Аса илтеретпĕр, çак Пуçару çинчен Раççей Президенчĕ Д. Медведев 2008 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Федераци Пухăвне çулсерен яракан Çырура пĕл-тернĕччĕ. Залра ларакан халăха Канашри Никольски чиркÿ иерейĕ А.Алексеев, халăхра калашле Александр атте, пил пачĕ, Турă ялан вĕсемпе пулнине пĕлтерчĕ.
Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин лицензи тата аккредитив тăвас енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А.Атамов хутшăнчĕ. Вăл ытларах шкулсене çĕнĕ сĕтел-пуканпа, вĕрентÿ хатĕрĕсемпе тивĕçтересси çинче чарăнса тăчĕ. Çак енĕпе Александр Евгеньевич района сĕтел-пукан туянма 5 миллион та 469 пин те 40 тенкĕ уйăрни çинчен çирĕплетекен ĕнентерÿ хучĕ, Çĕнĕ Чалкасси тата Çеçпĕл вăтам шкулĕсене автобус уйăрни çинчен свидетельство, Вăтакас Татмăш, Шăхасан, Катек вăтам шкулĕсен вĕрентекенĕсене В.Григорьевăна, Г.Ефимовăна, О.Ивановăна хăйсен предмечĕсен пахалăхне лайăхлатса пыма автоматизациленĕ ĕç вырăнĕ валли преподавателĕн тĕрлĕ хатĕрĕсене илме ирĕк паракан сертификатсем пачĕ.
Доклада сÿтсе явнă çĕре çавăн пекех Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн технологи учителĕ, Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ Т.Елисеева, республикăн «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурсăн «Аслă ушкăнри чи лайăх класс ертÿçи» номинацире иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ, Ямаш шкулĕнче ĕçлекен А.Осипова, Раççей потребнадзорĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен территори управленийĕн Канашри уйрăмĕн пуçлăхĕ Н.Липатов, район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова хутшăнчĕç.
– Кăçал «Вĕрентÿ» приоритетлă наци проек-чĕпе килĕшÿллĕн чи лайăх учительсен конкурсĕнче виççĕн çĕнтерни савăнтарать. Тĕрлĕ конкурссене хăюллăн хутшăнăр, хăвăр мĕн пултарнине кăтартăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пултарулăхĕпе çĕршыв, республика шайĕнче палăрнисен хисепĕ ÿсессе шанатăп. Ăнăçу сире! – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов.
Владислав Васильевич районта вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ, Шăхасан вăтам шкулĕн 400 ача вырнаçмалăх çĕнĕ çурчĕ Пĕлÿ кунĕнче, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче, уçăласси çинчен пĕлтерчĕ. Конференцине вăл пушă алăпа килмен. Хăйĕнпе пĕрле çитĕнекен ăрăва вĕрентес тата воспитани парас ĕçре палăрнисем валли район администрацийĕн Хисеп хучĕсене илнĕ. Вĕсене вăл сцена çине чĕнсе кăларса саламларĕ. Район хисепне тивĕçлисене хаваспах сире те, хаклă вулаканăмăрсем, пĕлтеретпĕр: истори тата общество пĕлĕвĕн учителĕ В.Алексеев (Катек вăтам шкулĕ), пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене вĕрентекен В.Андрианов (Вăтапуç), чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В.Иванова (Сухайкасси), О.Иванова (Вăрăмпуç), С.Смолина (Шăхасан), директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Изратова (Шăхасан), музыкăна вĕрентекен Л.Лаврентьева (Карăклă), И.Романова (Пайкилт), информатика пĕлĕвĕсем паракан Л.Макарова (Карăклă), пуçламăш классене вĕрентекен Л.Петрова (Çĕнĕ Ачча), Чакаçри «Ромашка» ача сачĕн воспитателĕ Н.Матвеева. Катек вăтам шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Т. Васильеван тата Çеçпĕл вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературин учителĕн Е.Филиппован ĕçĕсене Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе палăртрĕç.
Ăслă ачасемпе ĕçлессинче пултарулăхĕпе палăрнă педагогсене асăрхамасăр хăвармарĕç. Предметсен Пĕтĕм Раççейри тата республикăри олимпиадăсен призерĕсене хатĕрленĕ О.Ивановăна (Катек шкулĕ), В.Григорьевăна (Вăтакас Татмăш), М.Петровăна (Янкăлч), М.Герасимовăна (Карăклă), Раççей Федерацийĕн Президенчĕн гранчĕсене тивĕç пулнă технологи учительне Т.Елисеевăна, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.Никитинăна (иккĕшĕ те Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнчен), В.Михайловăна (Кăшнаруй), «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурсра республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннă А.Осиповăна (Ямаш), шкул ачисем хушшинче Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пынă спартакиадăра пирĕн район ялсенчи шкулсем хушшинче пĕрремĕш, республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннăшăн районти вĕрентÿ управленийĕн методистне В.Федорова вĕрентÿ управленийĕн приказĕпе укçан преми парса хавхалантарчĕç.
Сцена çине вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Н.Петрова тухрĕ. Вăл районта ирттернĕ «2009 çулхи чи лайăх класс ертÿçи» конкурсра мала тухнисене чĕнчĕ. «Кĕçĕн ушкăнри класс ертÿçисенчен чи лайăххи» номинацире – Н.Вазинге (Сиккасси шкулĕ), Л.Петрова (Çĕнĕ Ачча), Н.Борисова (Катек). Иккĕмĕш ушкăнра – Н.Самойлова (Уçырма), Г.Никифорова (Ямаш), В.Иванова (Сухайкасси). Виççĕ-мĕш ушкăнра – А.Осипова (Ямаш), Л.Миронова (Шуркасси), Т.Елисеева (Вырăскас Пикших). Çĕнтерÿçĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотисем тата вĕрентÿ управленийĕн хаклă парнисем парса чысларĕç, призерсене – вĕрентÿ управленийĕн дипломĕсемпе. Уçырма, Шелттем, Шаккăл, Ушанар, Пайкилт, Аслă Мами шкулĕсем, Ăнтавăш, Тури Юнтапа, Мăкăр пуçламăш шкул-сачĕсем 2009 çулхи чи лайăх класс ертÿçисен IY конкурсне хутшăнас енĕпе кирлĕ пек ĕçлеменнине палăртса хăварчĕç.
Уçырма, Вăтакас Татмăш, Карăклă, Вăтапуç вăтам шкулĕсенчи педагогсен коллективне çамрăк специалистсем хушăнчĕç. Б.Андреев физика, В.Никифорова химипе биологи, Е.Иванова чăваш чĕлхипе литературине, В.Лазарев физкультура вĕрентме пуçлĕç. А.Владимировпа В.Иванова Янкăлч учителĕсем хăйсен йышне йышăнчĕç. Пĕри ачасене физкультурăпа тата спортпа туслаштарĕ, тепри информатикăна алла илме пулăшĕ.
В. АЧЧА.