21 августа 2009 г.
Иртнĕ çур çулта район территорийĕнче çул çитмен çамрăксем тунă 13 преступление шута илнĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен пĕр факт ытларах. Обществăлла вырăнта йĕркелĕхе пăснă тĕслĕхсем чакнă. Çамрăксем преступлени тăвассин шайĕ 5, 6 процентпа (Чăваш Енре – 5, 5) танлашнă.
Саккуна хирĕçле ĕç тăвакансене çакăн пек ушкăнлама пулать: 14-15 çулти çамрăксем – 2, 16-17 çултисем – 10, шкул ачисем – 6, ниçта та ĕçлемен çамрăксем – 4, професси училищинче вĕренекенсем – 1 çын. Çул çитмен çамрăксем ÿсĕрле тунă 3 преступление уçса панă. Преступленисен ытларах пайне 13 сехетрен 18 сехетченхи вăхăтра тăваççĕ. Ĕçлекен çынсем çак вăхăтра килте лармаççĕ, çавна пула çамрăксене ют çын пурлăхне çаратма кĕреççĕ.
Палăртнă тапхăрта ушкăнпа, çитĕннисемпе пĕрле хутшăнса, ачасем хăйсем кăна тунă преступленисем те нумайланнă. Ушанар ялĕнче пурăнакан пĕр тăван икĕ арçын ача ялти шкул столовăйне пилĕк хутчен вăрлама кĕнĕ. Йĕркене пăснă 12 ачаран виççĕшĕ тулли мар çемьесенче пурăнаççĕ. Вĕсене çемьере асăрхаса тăракан çук. Тепĕр виççĕшĕ йĕркесĕр çемьесенче çитĕнеççĕ. Кун пек кил-йышра, паллах, ачана апат пĕçерсе çитерме, кĕпе-тумне çуса тумлантарма та, воспитани пама пушшех те, «вăхăт çук». Ашшĕ-амăшĕн ĕçмелли тупса пултăр, ытти вĕсемшĕн пĕлтерĕшлех мар.
Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссийĕнче 47 ача учетра тăрать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 39 ачана учета илнĕ, 40-ĕшне учетран кăларнă. 34 çамрăка административлă йĕркепе явап тыттарнă. Учетра тăракан йĕркесĕр 19 çемьере 46 ача çитĕнет.
Çул çитмен çамрăксем çапкаланса çÿрессине тата йĕркене пăсассине профилактикăлас тĕлĕшпе шкулсене тухса вĕренекенсемпе калаçусем йĕркелесси йăлара. Район администрацийĕн опекăпа попечительство специалисчĕсемпе пĕрле йĕр-кесĕр çемьесене кашни эрнерех тĕрĕслесе тăратпăр. Районти милици тăратнă ыйтупа икĕ ачана Улатăр районĕнчи «Изумрудный» кану лагерьне янă.
Март-апрель уйăхĕсенче районти шкулсенче право пĕлĕвĕпе уйăхлăх пулчĕ. «Подросток-Беспризорник» тата «Подросток-Лето» операцисен икĕ тапхăрне ирттертĕмĕр. Çул çитмен çамрăксене тÿрĕ çул çине тăратассипе пур мерăсене те йышăнатпăр пулин те вĕсене асăрхаса ĕлкĕрме çук. Ачан чи малтан воспитани урамра мар, çемьере илмелле-çке. Нумайăшĕ вара килти йĕркесĕрлĕхрен тарса урамри ирĕклĕхе хăнăхать. Ашшĕ-амăшĕсен ачисемпе тимлĕ пуласчĕ. Вара вĕсен те, ачисен те намăс курмалла пулмĕ.
Л.АНТОНОВА, çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспектор.