АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТАТА ТЕПĔР МЕДАЛЬ ХУШĂННĂ

21 августа 2009 г.

ТАТА ТЕПĔР МЕДАЛЬ ХУШĂННĂ

 

Ытларикун район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен ушкăнне йышăнчĕ. Вĕсем пурте Белоруссине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Çак пулăм 65 çул çитнĕ ятпа Беларусь Республикин правительстви юбилей медалĕ кăларнă. Шăпах çав наградăна пама чĕнсе илнĕ те ĕнтĕ вĕсене кунта. Списокра вун виççĕн. Ятранах каласа тухар-ха вĕсене: Семен Ефимович Ефимов (Атнашран), Федор Дмитриевич Смирновпа Данил Васильевич Васильев (иккĕшĕ те Карăклăран), Николай Никитич Никитин (Юмансартан), Николай Аверкиевич Смирнов (Анат Сурăмран), Михаил Иванович Иванов (Ăвăспÿрт Кипечрен), Аркадий Петрович Петров (Малти Тукайран), Акулина Михайловна Денисова (Хучелтен), Иван Васильевич Романов (Маякран), Никонор Семенович Семенов (Энтриялĕнчен), Алексей Егорович Смирнов (Шăхасантан), Степан Потапович Потапов (Пушарпуçĕнчен) тата Федор Миронович Миронов (Ешкилтрен). Вĕсен кăкăрĕ çинчи çар наградисем хушшинче Белоруссине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнăранпа 60 çул çитнĕ ятпа тухнă юбилей медалĕ те пур.

Палăртнă сехетрен маларах çитнипе усă курса темиçе ветеранпа калаçма тÿр килчĕ. Энтрияль каччи Н.Семенов çар службине Инçет Хĕвелтухăçĕнче пуçланă. Свердловск хулинче снайпера вĕреннĕ. «28 фрица леш тĕнчене ăсатрăм», – терĕ Николай Семенович. Унăн хăюлăхне Мухтав орденĕпе, «Паттăрлăхшăн» тата ытти медальсемпе палăртнă. 1944 çулта аманнă, контузи пулнă.

Ф.Смирнова Карăклă çыннисем 1942 çулта фронта ăсатнă. Радист пулнă. Çарти тивĕçлĕ ĕçсемшĕн орденсемпе тата медальсемпе наградăланă. Федор Дмитриевичăн ентешĕ Д.Васильев та вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă. 1944 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче тăшман оборонине татнă чухне 22 çулти Данил снайпер винтовкинчен персе 3 нимĕç офицерне вĕлернĕ, оборонăн иккĕмĕш линине атакăланă вăхăтра фашистсен траншейине чи малтан вăркăнса кĕнĕ, гранатăсем ывăтса стануклă пулемета тĕп тунă. Бродцы ялĕ çывăхĕнче тăшманăн сăнавçă-корректировщикне пурнăçран уйăрнă. Çак ял патĕнче аманнă, апла пулин те ăна ирĕке кăларичченех çапăçуран тухман. Паттăрлăхпа хăюлăхшăн Д.Васильев сержанта виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă. Берлин çывăхĕнчи Цоссен ялĕ çывăхĕнче атака вăхăтĕнче тăватă фашиста тĕп тунăшăн пирĕн ентеш «Паттăрлăхшăн» медале тивĕç пулнă.

Юмансар йĕкĕчĕ Н.Никитин 1943 çулхи кăрлачра салтак шинелĕ тăхăннă. Ăна пехотăна илнĕ. Çапăçусенчен пĕринче аманнă. Госпитальте сипленнĕ. Ура çине тăрсан тупă наводчикне лартнă. Каярахпа оруди командирĕ туса хунă. Тăван яла Никитин сержант 1947 çулти çурла уйăхĕнче таврăннă. Унăн кăкăрне çар наградисем илем кÿнĕ. Вĕсем хушшинче «Паттăрлăхшăн» тата «Çапăçури тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальсем пулнă.

М.Иванов вăрçăн малтанхи çулĕсенче пÿлекен отрядра службăра пулнă. Аманнă. Сывалса артиллерист пулса тăнă. Ăвăспÿрт Кипече 1948 çулта çаврăнса çитнĕ. Гимнастерка çинче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ йăлкăшнă, «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» тата ытти медальсем пĕр-пĕринпе çапăнса кĕмĕл сасă кăларнă.

Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров ватăсемпе хăнасене малалла иртме ыйтрĕ. Ветерансем вăрăм сĕтел хушшине вырнаçса ларсан çак пÿлĕм хуçи В.Софронов савăнăçлă тĕл пулăва уçрĕ.

– Районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисенчен 115-ĕн пурăнаççĕ. Куратпăр ĕнтĕ, хаклă ветерансем, сирĕн йыш йăшсах пырать. Паян эпир тăванла Белоруссине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă ентешсене пуçтартăмăр. Вĕсене Беларусь Республики хăйĕн ирĕклĕхшĕн, никама пăхăнманлăхĕшĕн юн тăкнăшăн, пурнăçĕсене хĕрхенмесĕр хаяр тăшманпа кĕрешнĕшĕн тав тăвать, юбилей медалĕпе наградăлать. Çакăн пирки А.Г.Лукашенко Президент иртнĕ çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче Указ кăларнă. Ирĕк парсамăр çак кăмăллă ĕçе пурнăçламашкăн, – терĕ Владислав Васильевич.

Вăл кашни ветеран патне пырса кăкăрĕ çине Беларусь правительствин наградине çакса ячĕ. Медалĕн пит енне çапла çырнă: «65 год вызвалення Республiкi Беларусь ад нямацка-фашысцкiх захоннiкау». Вырăсла пĕлекен çын кунта мĕн çырнине тÿрех ăнкарса илет. Ветерансечен виççĕшĕ сывлăхĕсем начар пулнипе килеймен. Вĕсене наградăна килĕсене кайса парĕç. Çавăн пекех В.Софронов Ямашри Николай Никитич Никитина, Вырăскас Пикшихри Федосия Николаевна Осиповăна, Шăхасанти Мария Николаевна Захватовăна ветерансене пурнăç условийĕсене лайăхлама çурт лартма е хваттер туянма уйăрса панă укçана çирĕплетекен хутсем пачĕ.

Хисеплĕ ватăсене Беларусь Республикин наградине илнĕ ятпа Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ А.Наймушин, вăрçă тата ĕç ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ М.Данилова, район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова саламларĕç. Рената Николаевнăна саламсăр пуçне ветерансен ыйтăвĕсене хуравлама тиврĕ. Ыйтăвĕсем вара нумай пулчĕç. А.Смирновпа С. Ефимов ветерансем Белорусси çĕрĕ çинче иртнĕ çапăçусене аса илчĕç.

Вырăскас Пикших ялĕнче пурăнакан Ф.Осипова Тăван çĕршыва связистка пулса хÿтĕленĕ. Вăрçă çулĕсем ăна Белорусси витĕр те илсе тухнă. Федосия Николаевна хăйне юбилей медалĕ пама тăратнă списокра ун ячĕ-шывĕ çуккипе кăмăлсăр пулнине пĕлтерчĕ. Çар комиссариатĕнче ĕçлекенсем çак йăнăша тÿрлетме сăмах пачĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика