21 августа 2009 г.
Тăван район пурнăçне çутатакан «Канаш ен» хаçат тухма пуçланăранпа шăп та лăп çичĕ çул çитрĕ. 2002 çулхи августăн 22-мĕшĕнче унăн пĕрремĕш номерĕ вулакан патне çитрĕ. Кирек мĕнле çĕнĕлĕх те малтан вăрçтарать, ăна пурнăçа кĕртме çав тери йывăр пек туйăнать. Аслăрах ÿсĕмрисен шухăшлавне улăштарма та хĕнтерех. Пирĕн ĕçре те çавнашкалах пулнăччĕ. Ку таранччен дубляжпа (пĕр япаланах вырăсла та, чăвашла та кăларнă) тухнă «Канашран» уйрăлса вуçех те çĕнĕ хаçат тухма пуçлани коллективра та, çÿлти пуçлăхсем патĕнче те сăмах-юмах нумай çÿретрĕ. «Мĕн тума хаçата уйăрмалла?» – текенсем те пулчĕç. Апла пулин те ик-виç уйăхран ĕç-пуç вырăна ларчĕ, йĕркеллех ĕçлеме пуçларăмăр.
Çĕнĕ хаçата халăх хушшинче сарма çăмăлах пулмарĕ. Ялсене тухса «Канаш ен» хаçат малтанхи «Канаш» хаçат маррине, вĕсем пачах расна кăларăмсем пулнине ăнлантарма пухусенче те, район радиовещанийĕпе те пĕрре мар тухса калаçнă. Вулакансем чылай чухне ялтан шăнкăравласа: «Эпĕ чăвашла хаçат çырăнтăм, мана вырăсла «Канаш» параççĕ», – тетчĕç. Почтальонсем те пăтраштаратчĕç малтанхи вăхăтра. Пĕрер çултан халăх хăнăхса çитрĕ. Ку йывăрлăха та тÿссе ирттертĕмĕр.
Çынсем çĕнĕ хаçата кăмăллани сисĕнме пуçларĕ. Вулакансенчен çырусем те чылай илме пуçларăмăр. Пирĕн пата Таисия Иванова (Çĕнĕ Шелттем), Геннадий Кузнецов (Йĕпреç), Василий Лапин (Пĕршенер), Маргарита Петрова (Янкăлч), Михаил Васильев (Йăлмачча), Юрий Никитин (Вăтапуç), Маргарита Иванова (Шăхасан), Валериан Прокопьев (Атнаш), ялсенчи культура, шкул ĕçченĕсем, çамрăксем интереслĕ хыпарсем ярса пама пуçларĕç. Район администрацийĕн пайсемпе службисен специалисчĕсем хаçат страницисенче тăтăшах сăмах илетчĕç.
Пирвайхи çулах пирĕн хаçат Чăваш Республикин министерствисемпе ведомствисем ирттерекен конкурссенче темиçе хутчен те пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Хаçата пуян содержаниллĕ тăвас, унти материалсене илемлĕ вырнаçтарас тата полиграфи тĕлĕшĕнчен хитре пичетлесе кăларассипе те палăрнăччĕ.
Чăн та, хаçат ĕçĕпе чирлесех кайнăччĕ эпир. Хаçатăн кашни номерне интереслĕ, илемлĕ, вулакан кăмăлне килмелле тăвасчĕ тесе тăрăшаттăмăр. Районта пулса иртекен пĕр мероприятирен те юлман. Çамрăксем те хутшăнчĕç коллектива. Людмила Шурековăпа Алина Андреева журналистикăна пирĕн патăрта ĕçленĕ чухне кăмăллама пуçларĕç тесен те йăнăш мар-тăр. Артемий Мясников тĕп редактор çумне çити ÿсрĕ. Людмила Геннадьевна Канаш телевиденийĕн студийĕнче тăрăшать.
Вăхăт шав малаллах шăвать. Пирĕнпе туслă çыхăну тытнă, «Канаш ен» хаçат редакцийĕнче практикăра пул-нă çамрăксенчен чылайăшĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне вĕренсе пĕтерчĕ. Республикăри хаçат-журнал редакцийĕсенче ăнăçлă ĕç-леççĕ, чăваш наци радио кăларăмĕсем валли интереслĕ передачăсем хатĕрлеççĕ.
Чăваш ĕненĕвĕнче «çи-ччĕ» асамлă число шутланать. Çак асамлăхăн витĕмĕ пирĕн хаçата та пырса тивсен тем пекехчĕ: «Канаш ене» çырăнса илекенсен йышĕ ÿсессе шанатăп. Хисеплĕ вулакансем, эсир пирĕнпе малашне те тачă çыхăну тытсан, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен аван-çке. Халĕ çыру çÿретме хаклă тетĕр пулсан, хăвăр пурăнакан тăрăхри интереслĕ пулăмсем, ăста çынсем çинчен пире шăнкăравласа пĕлтерĕр, эпир вара вырăна çитсе çырма майсем тупатпăрах. Çырăр пирĕн пата, çырăнăр пирĕн хаçата. Яланах пĕрле пулар.
И.ВЛАДИМИРОВА.