АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАСАРА ТУСА ПĔТЕРЕС ЫЙТУПА

21 августа 2009 г.

ПАСАРА ТУСА ПĔТЕРЕС ЫЙТУПА

Виçĕм кун пирĕн районта Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев тата унăн çумĕ С. Димитриев пулчĕç. Вĕсем Канашри автовокзал çывăхĕнчи ял хуçалăх кооперативĕн пасарне туса пĕтерес ĕçсем мĕнле пынипе паллашрĕç. Вĕсемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, унăн çумĕсем Э.Александровпа В.Степанов, пысăк пĕлтерĕшлĕ объекта тăвакан организацисен представителĕсем çÿрерĕç.

Суту-илÿ речĕсемпе, павильонсемпе, вĕсенчи пÿлĕмсемпе, сутă тумалли вырăнсемпе, выльăх-чĕрлĕх сутмалли лаптăксемпе «Канашский» ял хуçалăх кооператив пасарĕ» компанин управляющийĕн ĕçĕсене туса пыракан В. Иванов паллаштарчĕ. «Мост» тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ С.Рахчеев пасар территорине асфальт сарас ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, «Вăтам Атăл» акционерсен хупă пĕрлĕхĕн директорĕн çумĕ П.Кузнецов стройкăри лару-тăру çинчен каласа пачĕ.

Халĕ пасар территорине тирпей-илем, хăтлăх кÿрес ĕçсем пыраççĕ. Объекта авăн уйăхĕнче хута яма шутлаççĕ, каярахпа савăнăçлă лару-тăрура уçĕç.

В. АЧЧА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика