21 августа 2009 г.
Çакăн пек ятпа эпир хамăр хаçатра ака уйăхĕнче пĕр хыпар пичетленĕччĕ. Унта 2008 çулхи кĕркунне Ржев районĕнче шырав ĕçĕсем ирттернĕ чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă Вăтакас Кипеч ялĕнче çуралса ÿснĕ Максим Трофимович Трофимовăн ÿтне тупни çинчен пĕлтернĕччĕ. Çак кунсенче пирĕн редакцие çакăн евĕрлĕ тепĕр çыру килчĕ. Ăна Украинăри Житомир облаçĕнчи Червоноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Леонид Витальевич Фесенко янă. Акă мĕн çырнă унта:
«Кăçал шырав отрячĕсем Потапов генерал ертсе пынă 5-мĕш Çарăн йышĕнче çапăçнă икĕ салтакăн ÿтне тупнă. Вĕсем пирĕн район территорийĕнче (Соколов сали) 1941 çулта пуçĕсене хунă. Киевра, жетонсем тăрăх, вĕсем кам пулнине тата пурăннă вырăнĕсене палăртма май килчĕ. Салтаксенчен пĕри – Сергей Иванович Иванов, 1912 е 1920 çулта çуралнă. Адресĕ: ЧАССР, Канаш хули, Атнаш ял Совечĕ.
Сентябрĕн 3-мĕшĕнче эпир çак тупнă салтаксен ÿчĕсене пытаратпăр. Ку вăхăт тĕлне паттăрăн тăванĕсем е çывăх çыннисем тупăнсан питех те аванччĕ. Тепĕр салтакăн тăванĕсене эпир Баку (Азербайджан) хулинче тупрăмăр. Вĕсем пирĕн пата килеççĕ.
Кунта асăннă чăваш салтакĕпе çыхăннă мĕнле те пулин информаци пĕлетĕр пулсан электронлă почтăпа – flv62@mailĕru – хыпарлама ыйтатăп», – тенĕ.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитет пулин те вăрçă ахрăмĕ паян та лăпланмасть. Мăшăрĕсем, ачисем, тăванĕсем ĕмĕрĕпе кĕтнĕ çынсем çинчен паян та хаяр вăрçă кĕрленĕ вырăнсенчен хыпарсем килеççĕ. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуçĕсене хунă, хыпарсăр çухалнă ентешсем паян та хăйсем çинчен аса илтереççĕ.
Атнаш ялĕнче Иванов Сергей Ивановичăн тăванĕсенчен кам та пулин пурăнать пулсан йăх-несĕл тымарĕ упранса юлнах ĕнтĕ. Ун çинчен пирĕн хаçата çырса ярсан питĕ аванччĕ. Маларах тупăннă Максим Трофимович Трофимов çинчен те пĕлме интереслĕ. Ялти шкулта вĕренекенсене шыравçăсемпе çыхăну йĕркелеме пулăшни патриотла воспитани парас ĕçе лайăх витĕм кÿрĕччĕ.
И.АНДРЕЕВА.