19 августа 2009 г.
Ветеринарсен професси уявĕн кунне Раççейре официаллă майпа йышăнса палăртман. Апла пулин те вĕсем пуçĕсене усмаççĕ, çулсеренех утă, çурла уйăхĕсенче ĕçтешĕсемпе пĕр йыша пуçтарăнса çитĕнÿсемпе ĕçлесе пыракансене хавхалантараççĕ, хăйсене валли кану-уяв йĕркелеççĕ.
Пирĕн районти ветеринари службин ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тума кăçалхипе 16-мĕш хут пуçтарăнчĕç. Асăннă ĕçлĕ тĕл пулăва çулсеренех тĕрлĕ ветеринари участокĕсенче ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ, кăçал çак эстафетăна Сиккассинчи ветучасток илчĕ. Ветеринари участокне хальхи вăхăтра Л.Артемьева вăхăтлăх ертсе пырать, çавăн пекех унта Н.Стоновая ветфельдшер, Л.Сергеевапа Н.Федотова ветсанитаркăсем тăрăшаççĕ. Çак туслă коллектив таврари çичĕ ялти: Яманкассинчи, Сиккассинчи, Маякри, Кивĕ тата Çĕнĕ Шелттемсенчи, Воронцовкăри тата Кашкăр çырмари выльăх-чĕрлĕхĕн сывлăхне пăхса тĕрĕслесе тăрать. Вет-специалистсем çавăн пекех «Урюм» ял хуçалăх кооперативĕн фермисене те çитсе килеççĕ, унти эпизооти лару-тăрăвне йĕркере тытса тăрассипе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ.
Уява пуçтарăннă ветспециалистсем чи малтанах вырăнти ветеринари участокĕпе паллашрĕç (ÿкерчĕкре). Унтан вĕсем хуçалăх утарне çитсе килчĕç. Утара 1992 çултанпа В.Семенов ертсе пырать. Ун чухне вĕллесем вăрманта вырнаçнă пулнă, каярах, 1995 çулта, утара уя куçарса тухнă. Вăл колхозăн çĕрĕ çинче вырнаçса ларнă. Валерий Михайлович утарçă вĕллесем тавралла йывăçсем лартса тухнă, халĕ кунта пысăках мар сад пахчи тейĕн. Ĕçлĕ тĕл пулăва пуçтарăннисене хурт-хăмăрпа ĕçлекен районти зоотехник Е. Паденкова пыл хурчĕсен чирĕсемпе тата вĕсене еплерех сиплемеллипе кĕскен паллаштарчĕ. Хăш-пĕр йывăрах мар меслетсене вĕллесене уçсах курăмлă туса пачĕ (ÿкерчĕкре).
Ветспециалистсене «Урюм» столовăйĕнче уяв кĕреки кĕтрĕ, ăна районти тĕп ветврач А.Степанов ертсе пычĕ. Професси уявĕпе выльăх тухтăрĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров саламларĕ, тивĕçлисене Хисеп грамотисем парса чысларĕ (ÿкерчĕкре). Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин Хисеп грамотине – Ямашри ветлечебницăн ветфельдшерĕ А.Иванов, район администрацийĕн Хисеп грамотисене Асхвари ветучасток ертÿçи А.Илларионова тата Киров ячĕллĕ ЯХПКн ветварчĕ Н.Филиппова тивĕçрĕç. Районти ветстанцин ертÿçин çумне, ветврач-эпизоотолога Н.Андреевана, Шăхасанти ветлечебницăн ветсанитаркине С.Васильевана, Карăклăри ветучасток санитаркине В.Безуглована тата Сиккассинчи ветучасток коллективне районти ветеринари станцийĕн Хисеп грамотисене парса чысларĕç. Ветеринарсене професси уявĕ ячĕпе Сиккассинчи культура çурчĕнчи пултарулăх ушкăнĕ те илемлĕ юрăсемпе саламларĕ (ÿкерчĕкре).
А.Степанов тĕп ветврач ĕçтешĕсене саламланипе пĕрлех истори çинче те кăштах чарăнса тăчĕ. Районти ветеринари службин историйĕ вара чăннипех те пуян. Унта Терентий Степанович Петрухин уйрăмах тарăн йĕр хăварнă. Вăл Канаш хулине (ун чухнехи Шăхран станцине) 1925 çулта Хусанти ветеринари институчĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн çемйипе куçса килнĕ. Вăл вăхăтра Канашра ветеринари участокĕ пулман. Фельдшер пункчĕ хуторта вырнаçнă пулнă, вăл унти пĕр пÿлĕме йышăннă. Çав çуртрах фельдшерпа санитар пурăннă. Çак участок Канаш районне тивĕçтерсе тăнипе пĕрлех Тăвай, Вăрмар тата Йĕпреç районĕнчи выльăх-чĕрлĕх сывлăхне те пăхса тĕрĕслесе тăнă.
1931 çулта ветеринари лечебници валли барак уйăрса панă пулнă, Т.Петрухин тăрăшнипе унта манеж, аптека тата стационар уçăлнă. Районти ялсене тухса çÿреме сиплев çурчĕн лаша пулнă. 1937 çулта паянхи кун ветеринари участокĕ вырнаçнă çурта хăпартма тытăннă. Çак çуртăн проектне Терентий Степанович хăй ăсталанă пулнă. 1940 çулта сиплев çурчĕ поликлиника пулса тăнă.
1939 çулта Т.Петрухин Финн вăрçине тухса кайнă. 1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă, служба унăн Ленинград фронтĕнче иртнĕ. 1946 çулта тăван тăрăха таврăннă хыççăн Терентий Степанович тĕп вет-врач пулса ĕçлеме тытăннă. 1960 çулта вăл тивĕçлĕ канăва тухнă. Чунне парса ĕçленĕшĕн Т.Петрухина икĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденпа чысланă.
Т.Петрухин хыççăн П.Никоноров, В.Сергеев, Р.Огурцов, Н.Николаев, Л.Иванов, М.Кошкин эстафетăна малалла илсе пынă. 2004 çултанпа районти ветстанцие А.Степанов ертсе пырать. Чир-чĕре çийĕнчех тупса палăртса ăна кĕске вăхăтра пĕтерсе лартма ветеринари станцийĕн участоксенчи икĕ ветлечебница, 13 ветеринари участокĕ, ветеринарипе санитари экспертизисен 3 лабораторийĕ тата пĕр вет-аптека пур.
Ветеринари службинче 29 специалист – аслă, 19-шĕ вăтам пĕлÿпе тимлеççĕ. Унта çавăн пекех бухгалтерсем, техперсоналпа пĕрле тата тепĕр 20 çын ĕçлет. Чылайăшĕ хăйсен специальнăçĕпе 25 çул ытла тăрăшаççĕ, ăста специалистсем пулнипе палăраççĕ. Коллективра çурри ытла – хĕрарăмсем. Кашни ветспециалист пилĕк çулта пĕрре ятарлă курссенче пулса хăйсен ăсталăх шайне ÿстерет. Вĕсене эпир професси уявĕ ячĕпе саламлатпăр, малашне те пысăк çитĕнÿсемпе ĕçлесе пыма ăнăçу сунатпăр.
А.МЯСНИКОВ.