АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЭРЕХ АТАШТАРНĂ

19 августа 2009 г.

Эрех икĕ тĕслĕн курăнать: пĕр енчен пăхсан вăл çутă, тепĕр енчен – хура. Вăл вăрçтарать, çапăçтарать, мăшăрсене уйăрттарать, преступлени тутарать, çын пурнăçне татать. Эрехĕн ырă енне курман та, усал енĕсемпе час-часах тĕл пулма тивет. Çын ĕçсе пĕтернĕ укçана пурнăç тунă çĕре ярас пулсан... Хăвăртрах урăлса çитсе урăхларах пурăнма пуçласчĕ те...

Акă, кăçалхи май уйăхĕнче Шăхасанта эрехе пула пĕр килте харкашу-хирĕçÿ сиксе тухнă. Çулланнă икĕ арçын унăн хăвачĕпе кăштах минренĕ те хирĕçсе кайнă. Шупашкартан тăван ялне килнĕ арçыннăн темшĕн-çке пĕлĕшĕ патне кĕрсе укçа ыйтмалла пулнă. Пĕлĕшĕ каланă тăрăх, эрех туянма. Антонов (тĕрĕс хушамачĕсем, паллах, урăхла) текенни Шупашкартан таврăнсан ялти магазин умĕнче Ефремова тĕл пулать. Лешĕ унран эрех туянма укçа ыйтать, ку вара укçине памасть, анчах хăй патне килне чĕнет. Кăштах сыпкаласа ларнă хыççăн Антонов çывăрас килнине пĕлтерсе Ефремова килне кайма ыйтать. Арçын чăнах та тухса каять.

Халĕ ĕнтĕ ăçта эрех пуррине пĕлнĕскерĕн "хурчĕ" выляса кайнă пулĕ çав, вăл каçхи 6-7 сехетсенче пĕччен мар, Михайловпа пĕрле каллех Антонов патне килет. Татах ĕçкĕ-çикĕ пуçланать. Ÿсĕ-рĕлнĕ çыннăн хирĕçмелли сăлтавĕ тупăнсах тăрать мар-и; Пĕри сĕтел çинче выртакан пирус пачкине хăйĕн кĕсйине илсе чикнĕ, тахçан хуçалăхра усă курма тесе пуртă илсе кайнă та, ăна паян кун та тавăрса паман... Кил хуçи тарăхсах çитет, каçхи хăнасене килĕнчен хăвалама пуçлать. Антонов пĕлĕшĕ хăйĕн сăмахне хăлхана чикменнипе тарăхса çитнĕскер сĕтел çинче выртакан çĕççе ярса илет те ăна кăкăрĕнчен яшлаттарать. Ефремов кăкăрне аллипе тытса пÿртрен тухса каять. Çук, пĕлĕшне вĕлерес шут пулман Антоновăн, вăл ăна хăратасшăн пулнă, анчах пушăт икĕ вĕçлĕ-çке. Юрать-ха лешĕ вăйлах аманман.

Суд Антонова РФ Уголовнăй Кодексĕн 115 тата 119-мĕш статйисен 1-мĕш пайĕсемпе айăпласа пĕр çуллăха çирĕп режимлă колоние ĕçлесе юсанма ăсатнă. Унта, тен, эрехпе туслă пулни мĕн хака ларнине ăнланса илĕ.

И.ВОЛОДИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика