19 августа 2009 г.
Право йĕркине пăсакан ачасен йышĕ çулран-çул ÿссе пынине палăртаççĕ йĕрке хуралçисем. Телевизорпа усала вĕрентекен передачăсем нумай кăтартнипе çыхăнтараççĕ ытларах чухне çакăн сăлтавне. Анчах та тĕп сăлтавĕ çамрăксене мĕн ачаран ĕçе хăнăхтарманнинче, вĕсене ытлашши ачашласа ÿстернинче мар-ши; Апла пулсан мĕншĕн-ха паянхи 30-40 çулти çынсем хушшинче ача чухне преступленилле ĕç тунисем питĕ сайра. Паян вара шкулта кашни миçемĕш ача комиссире учетра тăрать; Учительсем асăрхаттару тунине атте-анне пĕлесрен хăраса тăнă пулсан, паян йĕркене пăснă ачан ашшĕ-амăшĕсем çул çитмен çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комисси ларăвĕсенче тĕпренчĕкĕсене хÿтĕлесе сиксе тавлашнине тĕлĕнсе пăхатăп. Кун пек ÿкерчĕксем, паллах, йĕр-кесĕр çемьесенче тĕл пулаççĕ. Эрехпе туслă çемьесен ачасем çине тимлĕх уйăрма вăхăт та, интерес те çук. Çакăнтан вара ирĕклĕ, выçăллă-тутăллă ачасем обществăна тухаççĕ.
Килти йĕркесĕрлĕх ачан ахаль те черченкĕ чунне амантать. Вăл хăйне никама кирлĕ мар пек туять-тĕр, ахăртнех, ашшĕ-амăшĕн йĕр-кесĕрлĕхĕшĕн ыттисем умĕнче аванмарланать. Хăйне ăнланакан, пулăшакан, çав вăхăтрах вĕрентсе пыракан юлташ тупăнсан ăна çăмăлрах пулĕ. Йăлмачча ялĕнче пурăнакан Саша (ачана кÿрентерес шутпа çырмастăп) çулĕпе саккăрмĕш класа çитнĕ. Сăн-питрен пăхма хăй питĕ аван ача. Анчах килти лару-тăрăва пулах-и, ачан шкула çÿрес туртăм çук. Апатне те тăраниччен çисе кураймасть пулĕ. Унпа килĕнче никам та интересленмест, воспитани парасси, ал ĕçне хăнăхтарасси аслисен асĕнче те çук.
Кăçал Саша вĕренекен шкулта çуллахи ĕçпе кану лагерĕ ĕçлерĕ те арçын ача унта мĕнлерех пысăк хавхаланупа çÿрерĕ. Ирпе çывăрса юлсан та велосипед çине ларса лагере вĕçтерет. Шкулта мĕн тунине аслă юлташне, хăйсене хирĕçех кÿр-шĕллĕ пурăнакан Владислава, хавхаланса каласа паратчĕ. Чунрине уçса парсан арçын ачана çăмăлрах-çке. Халĕ пушă вăхăт пур чухне Владик ялти ачасене спорт площадкине пуçтарать. Волейболла, футболла выляма вĕрентет. Чуптарать, хул-çурăма çирĕплетмелли тĕрлĕ хусканусем тутарать. Ирĕксĕрлесе мар, арçын ачасем хăйсен кăмăлĕпе пухăнаççĕ спорт лапамне.
Владислав Иванов Йăлмачча ялĕнче пурăнать. Ачча ял тăрăхĕнче çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалист пулса тăрăшать. Каччă И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физвоспитани факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Педагог тата спортсмен пулни ăна ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пулăшать. Арçын ачасем унпа пĕрле тренировкăсене те, ăмăртусене те хаваспах çÿреççĕ. Акă, районта иртнĕ Физкультурник кунĕнче Ачча ял тăрăхĕн çамрăк футболисчĕсем (ертÿçи В.Иванов) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Çамрăксемпе вырăнта ĕçлемесен кун пек çитĕнÿ тума йывăртарах. Хĕлле ачасем ял çумĕнчи пĕвере хоккейла выляççĕ: катокне те хăйсемех хатĕрлеççĕ, юртан тасатаççĕ, каçхине çутă çутмалла тунă. Вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманнине спортпа туслаштарни те тем пекех паха. Унăн йĕркене пăсма вăхăт ан пултăр. Саша пек йывăр условисенче пурăнакан ачасем пĕр Ачча тăрăхĕнче кăна мар вĕт, вĕсем кашни ялтах пур.
«Ÿссен манăн водитель пулас килет», – терĕ Саша çурма сасăпа именчĕклĕн. Аслă юлташĕ ăна техникăна юратма та вĕрентет. Владикăн хăйĕн çăмăл машина пулнă май хăш чухне Сашăна пĕрле лартса çÿрет. Машина тытăмĕпе паллаштарать, ăна юсанă чухне хăш деталь мĕн пулнине ăнлантарать.
Владислав Иванов йывăрлăха лекнĕ ачана хăй хÿттине илсе ăна тĕрĕс çул тупма пулăшасшăн. Вăл тăрăшни тÿрре тухсан тем пекехчĕ. Ăнăçу кăна сунатăп. Саша, эсĕ вара шкула çÿре, йывăртарах пулсан та, тантăшусемпе пĕрлех вĕренме тăрăш. Çитĕнсен хăвнах лайăх пулĕ.
И.ВЛАДИМИРОВА.