19 августа 2009 г.
Ачасен çуллахи хаваслă кану кунĕсем вĕçленсе пыраççĕ, кĕçех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Çĕр-çĕр ача аслашшĕ-асламăшĕ патĕнчен ялтан хулана таврăнать. Вĕсенчен чылайăшĕ хулари шава манса ялти лăпкăлăха хăнăхнă, кунта çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалли çинчен маннă. Çул урлă каçнă чухне йывăр лару-тăрăва лексе ача çухалса кайма пултарать. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, шăпах çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă вăхăтра ачасем хутшăннипе пулнă аварисен шучĕ ÿсет.
Акă, сăмахран, кăçалхи январь уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунччен район территорийĕнче 16 çула çитмен ачасем хутшăннипе пулнă 5 авари шута илнĕ. Вĕсенче 1 ача пурнăçĕ татăлнă, 4 ача аманнă. Инкексен çурри ытла пайĕ ачасен айăпĕпе çыхăннă.
Çак кунсенче, август уйăхĕн 15-мĕшĕнче, ирхине 8 сехет çитеспе «Аниш» автоçул çинче, Вăтапуç ялĕнче, 9-мĕш класс арçын ачи «ИЖ-ЮПИТЕР-5» мотоциклпа çапăннă. Çул пăрăнчăкĕнче руле пăрса ĕлкĕреймесĕр кювета чăмнă, йывăр аманнăскер вырăнтах вилсе кайнă. Çамрăкăн транспорт хатĕрĕпе çÿреме ирĕк паракан документ та пулман.
Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн районти уйрăмĕ пирĕн пуласлăхăн – ачасен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн яваплисене пурне те çула тухсан тимлĕ те асăрхануллă пулма чĕнсе калать.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем! Ачасене инкекрен упраса хăварас тесен вĕсене çулсем çинче пулма пултаракан инкексем, çул-йĕр правилисене пăхăнмалли çинчен тăтăшах аса илтерсе тăрăр. Автотранспортпа çÿреме çул çитичченех ачăрсене мотоцикл е скутер туянса ан парăр. Вĕсен çĕнĕ япалапа ярăнса курас килет. Кунта вара инкек пуласси те юнашарах.
Хисеплĕ водительсем! Çулсем çинче питех те тимлĕ пулăр. Арçын ачасемпе хĕрачасем хушшинче хăйсем тĕллĕн пуçласа çул çине тухакансем сахалăн мар. Шкулсем, кану лагерĕсем, çул урлă каçмалли паллăсем умĕнче хăвăртлăха чакарма ан манăр. Асра тытăр: çул çине тухнă пĕчĕк çынсен пурнăçĕ сирĕн ăсталăх-ран, йĕркелĕхрен нумай килет.
Ачасене çулсем çинче тата урамра хăйсем тĕллĕн çÿреме, транспорт куçăмне хăнăхтарас тĕллевпе кăçалхи августăн 17-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 13-мĕшĕччен «АСĂРХĂР: АЧАСЕМ!» акци иртет.
Хисеплĕ çитĕннисем! Хăвăрăн ырă тĕслĕ-хĕрпе ачасене çул çинче тимлĕ пулма вĕрентĕр.
Районти ГИБДД уйрăмĕ.