19 августа 2009 г.
Çĕр ĕçченĕшĕн халĕ чи хĕрÿ тапхăр – вырма пырать. Районти тырă пуссисенче 52 комбайн ĕçлет. Шăрăх çанталăка кĕске вăхăтлă çумăрсем уçăлтарнă хыççăн ĕççи каллех вăй илчĕ.
Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене районĕпе 7062 гектар çулса пăрахнă. Ку вăл планăн 50 проценчĕ. 6858 гектар çинчен 15594 тонна тĕш тырă çапса илнĕ. Кашни гектарăн вăтам тухăçĕ 22, 08 центнер. Чи пысăк кăтарту «Канаш» АСК тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн – 42 центнер.
«Ямашевский» пĕрлĕх вырма ĕçĕсене вĕçленĕ. Черетре «Восход» хуçалăх. Кунта комбайнсем паян-ыран уй-хирпе килес çулччен сыв пуллашĕç. Киров ячĕллĕ, «Нектар», «Агат», «Победит», «Весна», «Путь Ленина», «Мотор» хуçалăхсенче ĕççи лайăх хăвăртлăхпа пырать.
Районта кĕрхи тырăсене пухса кĕртнĕ. Вĕсен вăрлăхне 1552 тонна хатĕрленĕ. 1231 тоннине пахалăхĕ енчен тĕрĕсленĕ, 403-ĕшне имçамланă. Кĕр аки валли 4768 гектар çĕр хатĕрленĕ – планăн 66 проценчĕ. Кĕрхи тырăсене 7220 гектар çинче акса хăвармалла. Çак ĕçе хальлĕхе виçĕ хуçалăхра кăна пуçăннă-ха: «Мотор» ял хуçалăх кооперативĕнче, «Мария» тата «Нектар» тулли мар яваплă пĕр-лĕхсенче.
Çĕртме 2415 гектар çинче тунă – планăн 24 проценчĕ. Ку енĕпе «Мотор» «Канаш», «Цивиль», «Сеспельское» тулли мар яваплă пĕрлĕхсем лайăç ĕçлеççĕ. 13 хуçалăхра вара тытăнман-ха.
Районта пĕр çул ÿсекен курăксене çулса илмелли планăн 98 процентне тултарнă. Сенаж 15090 тонна (84 процент), силос 2700 тонна (105 процент) хатĕрленĕ.
Çунтармалли тата сĕрмелли шĕвексем 102, 5 тонна пур.
В.АЛЕКСЕЕВ.