19 августа 2009 г.
Паспорт патшалăх символĕ пекех, вăл Раççейри кашни çыннăн тĕп докуменчĕ шутланать. Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе (828 ", 1997.07.08) килĕшÿллĕн Раççей территорийĕнче пурăнакан 14 çул тултарнă кашни çыннăнах паспорт илмелле. Паспорт илме гражданинăн çак документсене тăратмалла:
– паспорт пама ыйтса çырнă 1П " формăллă заявлени;
– çуралнине ĕнентерекен свидетельство;
– 35х45 мм виçеллĕ хура-шурă е тĕслĕ 2 сăн ÿкерчĕк;
– Раççей гражданлăхĕ пуррине ĕнентерекен документсем;
– патшалăх пошлинине тÿленин квитанцине.
Асăннă документсене РЭУ, ЖЭУ е пурăнмалли çурт-йĕр кооперативĕсен яваплă çыннисене памалла, вĕсем вара ăна 3 кун хушшинче Федерацин миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн вырăнти уйрăмĕсене тăратаççĕ. Граждансем паспорт илме хăйсем те пыма пултараççĕ. Енчен те гражданин яланлăх пурăнакан вырăнтан паспорт тутарма пынă пулсан ăна çак документа 10 кунлăх срокра, пурăнакан адреспа мар е паспорт çухатнипе (вăрланипе) пырсан 2 уйăхра хатĕрлесе параççĕ.
20 тата 45 çул тултарсан паспорта улăштарма 30 кун хушшинче документсем пуçтарса тăратмалла. Срок иртсе кайсан та паспорта улăштармасан суя документпа пурăнать тесе административлă майпа явап тыттараççĕ. РФ КоАПĕн 19.15 статйин 1-мĕш пайĕпе пăхнă штраф тÿлевĕн виçи 1500 тенкĕрен пуçласа 2500 тенкĕ таран.