19 августа 2009 г.
Шупашкар хулин депутачĕсен Пухăвĕ Раççей Геройне, Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх федераллă службин авиаци управленийĕн пуçлăхне, авиацин генерал-лейтенантне Н.Ф.Гаврилова ĕçри тата обществăпа политикăри çитĕнÿсемшĕн, физкультурăна аталантарассине тата çамрăксене çарпа патриотизмла воспитани парассине пысăк тÿпе хывнăшăн çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» ят панă. Николай Федорович – пирĕн ентеш, Янкăлч ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çак хисеплĕ ята тивĕç пулнисен шучĕ çирĕм виççĕне çитнĕ. Сумлă ята пуçласа илекенĕ Чăваш халăхĕн Паттăрĕ А.Г.Николаев летчик-космонавт пулнă.
Николай Гаврилов тăрăшнипе кашни çулах Шупашкарти Аслă Çĕнтерÿ парадне сывлăш çар техники хутшăнать.
Савăнăçлă йăлана Раççей Геройĕн биографийĕнчи чаплă саманчĕсем çинчен видеофильм пăхнă хыççăн Шупашкар хулин пуçлăхĕ Н.И.Емельянов уçнă. Николай Иванович «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» ята Хула кунĕ умĕн парасси çирĕп йăлана кĕнине, кăçал çак чыса хăйĕн кулленхи çăмăл мар ĕçĕпе чăваш çĕрне тата унăн тĕп хулине чапа кăларакан «çын-легенда» тивĕç пулнине палăртнă.
– Паянтан пуçласа Николай Федорович Гаврилов ячĕ Шупашкар хулин историйĕпе яланлăхах çыхăнĕ, – вĕçленĕ вăл хăйĕн сăмахне.
Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕн хăйăвне Николай Гаврилова çыхса яма тĕп хулан хисеплĕ çыннине, 1996 çулхи олимп вăййисен тата тĕнче чемпионне, спортăн тава тивĕçлĕ мастерне, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Елена Николаевăна ирĕк панă. Хулан хисеплĕ гражданинĕсен ячĕпе 1992 çулхи олимп вăййисен тата тĕнче чемпионĕ Валентина Егорова, Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ Морис Яклашкин тухса калаçнă, саламланă. Вĕсен саламĕсем çумне канашсем те хутшăнаççĕ.
Физикăпа математика ăслăлăхĕн кандидачĕ, Çурçĕр полюсне йĕлтĕрпе каяссине пуçласа йĕркеленĕ экспедици ертÿçи пулнă Дмитрий Шпаро хăйĕн чаплă тусне, Раççей Геройне саламлама пултарнишĕн савăннине хавхаланса пĕлтернĕ.
– Эпĕ унпа виçесĕр мухтанатăп, вăл мана Чăваш Ен тата унăн тĕп хули çинчен час-часах каласа парать. Чăн-чăн патриот, ун пек çынпа юнашар тăрасси пысăк чыс. Вăл – çĕршыври чи лайăх пилотсенчен пĕри, Афган тата Чечен вăрçисем витĕр тухнă, Çурçĕр тата Кăнтăр полюсĕсенче, Эльбрус тăвĕсен тăррине пуçласа вертолет лартнă, – тенĕ ăсчах.
Николай Федорович хăйне çакăн пек пысăк хисеп тунăшăн Чăваш Республикин Президентне Николай Федорова, Шупашкар хулин пуçлăхне Николай Емельянова, хула депутачĕсене, депутатсен Пухăвĕн председательне Сергей Гаврилова, предприятисемпе организацисен ертÿçисене, ентешĕсене хумханса тав тунă.
– Шупашкар çамрăклăхăн чи ăшă туйăмĕсемпе çыхăннă. Хула çĕнелсе чечекленчĕ. Çыннисем вара унчченхи пекех кăмăллă, тараватлă. Кашни çын хăйĕн çулĕпе утать. Хамăн çул çинче эпĕ Совет Союзĕн, Раççейĕн, ытти çĕршывсен пысăк наградисене тивĕç пултăм. Паянхи пек хаклă наградăна нихăçан та илмен. Кирек мĕнле çыннăн ĕçĕ-хĕлне çуратнă амăшĕ, тăванĕсемпе çывăх çыннисем, ентешĕсем кăна хак пама пултараççĕ. Пысăк тав сире. «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» ята çÿлте тытса пыма тăрăшăп, – тенĕ Н.Ф.Гаврилов генерал-лейтенант.
«Ылтăн çăлтăр» хуçи, пĕрремĕш класлă летчик-испытатель, летчик-снайпер тусĕсем награда илнĕ ятпа саламланă чухне телей тата тав куççульне пытарайман. Николай Федорович ячĕпе ырă сăмахсем каланă тусĕсем хушшинче паллă телеертÿçĕ Леонид Якубович та пулнă.
В.АЧЧА.