АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂЙЛИСЕМ, САВĂК КĂМĂЛЛИСЕМ ТУПĂШРĔÇ

14 августа 2009 г.

ВĂЙЛИСЕМ, САВĂК КĂМĂЛЛИСЕМ ТУПĂШРĔÇ

Август уйăхĕн иккĕмĕш шăматкунĕнче Физкультурниксен кунне паллă тăваççĕ. Иртнĕ шăматкун ял тăрăхĕсен спортсменĕсем çуллахи ял спорт вăййисенче вăй виçрĕç. Уява уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Софронов ентешсене спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма чĕнсе каларĕ.

– Паян спорт уявне çынсем пысăк йышпа хутшăнни савăнтарать. Вĕсем спортпа туслашни кун-çула вăрăмлатнине ăнланни куçкĕрет. Физкультура воспитани ĕçне пысăк витĕм кÿрет, чунпа та, кĕлеткепе те çирĕп пулма хăнăхтарать, канăвăн чи лайăх енĕ шутланать. Физкультурниксен кунĕнче уйрăмах спортсменсене, тренерсене, физкультурăна вĕрентекенсене уйрăмах пысăк тав. Вĕсем тăрăшнипе пирĕн район спортсменĕсем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче район чысне ăнăçлă хÿтĕлеççĕ, – терĕ Владислав Васильевич. Спортсменсене тата ял тăрăхĕнче спорт юхăмне аталантарассишĕн тăрăшуллă ĕçлекенсене тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕ.

Июлĕн 23-25-мĕшĕсенче Серби çĕршывĕнчи Зренъянин хулинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе иртнĕ Европа чемпионатĕнче пирĕн ентеш, Çăлпуç хĕрĕ Надежда Федорова, пысăк çитĕнÿ тунă. Вăл 40 килограмлă виçе категорийĕнче çĕнтерсе ылтăн медаль çĕнсе илнĕ, Европа чемпионки пулса тăнă. Кĕрешÿ ăсталăхне Надя районти Г.Н.Смирнов ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Васильев патĕнче алла илнĕ. Сăмах май, Александр Кузьмич нумай хĕрпе каччăна анлă спорт çулĕ çине кăларчĕ. Паян Надя Федорова Шупашкарта Олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренет. Район администрацийĕн ертÿçи çамрăк чемпионкăна малашне те пысăк çитĕнÿсемпе савăнтарма ăнăçу сунчĕ.

Спорт уявне хутшăнакансене Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев саламларĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров кăçалхи июлĕн 24-мĕшĕнче Ф.Спиридонова «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят пани çинчен калакан Указне вуласа пачĕ. Федор Иванович – Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ, ачасемпе çамрăксене ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕрентет. Спорт мастерĕсем нумай хатĕрленĕ вăл.

Физкультурниксен кунĕнче районти ял тăрăхĕсен спортсменĕсем тĕрлĕ енлĕ ăмăртура тупăшрĕç. Çăмăл атлетика, эстафета, армспорт, волейбол, мини-футбол, кире пукан спорчĕ, çемье эстафети.... Спорт сывлăха çирĕплетнисĕр пуçне çитĕнÿсем тума хавхалантарать, çынсем хушшинче туслă çыхăну йĕркеленет, çынлăх туйăмĕ çирĕпленет.

Ял тăрăхĕсем хушшинче ирттернĕ ăмăртусенче Асхва ялĕнчи спорта юратакансем мала тухрĕç, Чакаç ял тăрăхĕ иккĕмĕш вырăнта, кăшнаруйсем – виççĕмĕшсем. Çĕнтерÿçĕсене дипломпа, хаклă парнепе чысларĕç.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика