14 августа 2009 г.
Вăрçă çулĕсем... Тусан та тĕтрелĕх, шартлама сивĕсем, хăрушă кунсем те çунса кĕлленнĕ уй-хирсем, ялсем, хуласем... Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн тăшмана хирĕç çĕкленнĕ çынсем çак йывăрлăхсене курса-тÿссе ирттернĕ. Фронтра «туяннă» сурансем, ÿсĕм çулĕпе çамрăках пулманни хăйсен ĕçне тăваççех ĕнтĕ. Вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă ветерансен йышĕ çулран-çул чакать. Пурăнаканнисен аса илĕвĕсене паян май тупса çырса илмелле. Вĕсем историн чĕрĕ кĕнеки евĕрех. Тепĕр темиçе çултан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă çынсем пирĕн хушăра юлмаççĕ вĕт-ха.
Чăваш Республикин вăр-çăпа çар ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн хисеплĕ ертÿçи Нил Гаврилович Морозов Шупашкар хулинче пурăнать. Çак кунсенче Чăваш наци радиовĕн «Вăрçă ахрăмĕ» ярăмпа эфира тухакан пĕр кăларăмра ветеран калаçăвне итлерĕм. Вăл Атнаш ялĕнче çуралса ÿснине пĕлсен ентешĕн калаçăвне тимлесех итлерĕм. Нумайранпа тĕп хулара пурăннăран, тен, хамăр енче ăна пурте пĕлмеççĕ те пулĕ.
– Эпĕ 9 çулта колхозра ĕçлеме пуçланă. Эпĕ кăна мар ĕнтĕ, ман ÿсĕмри çынсем пурте ачаранах ĕçе кÿлĕннĕ. Тислĕк, кĕлте турттарнă. Вăрçă пуçланнă чухне 9-мĕш класра вĕреннĕ. Авăн çапма вăхăт çитсен йĕтем çинче хĕрарăмсемпе ачасем, вăрçа кайман ватă стариксем ĕçленĕ. Çитĕннисем питĕ нумай ĕçлетчĕç. Вĕсем çĕрĕпе, кунĕпе тар тăкнă, – тет ачалăхри кунсене аса илсе Нил Гаврилович. – Ялти вăй питти арçынсем пурте вăрçа кайса пĕтнĕ. Нимĕçсем Мускав патне çитсен Чăваш Республикинче те вăрçа хатĕрленнĕ. Пире, 9-мĕш класра вĕренекенсене, полковниксемпе пĕрле Тăвай тăрăхне илсе кайрĕç. Ун чухне кашни ялтах, кашни килтех салтаксем пурăннă. Хĕлле, шартлама сивĕ, Тăвай районĕнче окоп чавнă çĕре çитрĕмĕр. Унта ĕç хатĕрĕсем кĕреçе, лум, зубила пулнă. Шăннă çĕре ватса кăларатчĕç те тем пысăкăш муклашкасене эпир наçилккапа йăтаттăмăр. Тăватă уйăх ĕçлерĕмĕр. Апат енчен начарччĕ. Хăшĕсем клубра, хăшĕсем çынсем патĕнче пурăнатчĕç. Эпир куç курман карчăк патĕнче пурăнтăмăр...
Ĕлĕк ялта хутла пĕлекен çын сахалччĕ. Мана шкулта вĕреннĕ тесе уй-хир бригадирне лартрĕç. Вăрçă вăхăтĕнче резина тума тесе коксакăс ÿстернĕ. Вăрманти вĕтĕ тĕмсене кăкласа резина тунă çĕре тесе ăсататтăмăр. Колхозри ĕçлеме юрăхлă çирĕп лашасен сывлăхне тĕрĕслесе фронта илсе каятчĕç, вăйсăррисем юлатчĕç вара, – иртнĕ вăхăтсене паянхи пек астăвать ветеран.
Н.Морозовăн ашшĕ Канаша тырă леçме çÿренĕ. Лав айне пулса аманнă пирки нумай пурăнайман, пурнăçран уйрăлнă. Арçын ача çамрăклах ашшĕсĕр тăрса юлнă. 1942 çулхи раштав уйăхĕнче ашшĕн 40 кунне асăннă чухне ăна та салтака кайма повестка панă. 17 çулти çамрăк Яковлевпа, Хромовпа пĕрле вăрçа тухса кайнă.
– Телеграфиста вĕрен-трĕç. Канашран Виталий Смирнов, Валерьян Воронов пулнă манпа пĕрле. Фронтра радист-разведчик пулнă.
Чи малтан Прохоровка уйĕнчи хаяр çапăçăва кĕтĕм. Кунта çынсем те, танксем те тĕлĕнмелле нумай пĕтрĕç. 63 çухрăма тăсăлакан вут-çулăм унки... Çуннă ыраш уйĕсем, унта та кунта çуннă танк çĕрелле пĕкĕрĕлнĕ, салтаксен виллисем... Белгород, Курск, Орел хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă.
Кайран Белоруссине фашистсенчен ирĕке кăларнă çĕрте çапăçнă. Белорусси çĕрĕ маншăн Тăван çĕршыв пекех туйăнать. Радист-разведчик пулнă май пирĕн яланах малти линире пулмалла пулнă. Тăшман тылне çитсе вĕсем çинчен сведенисем парса тăнă эпир. Çапла пĕринче тăшман уйне çитрĕмĕр. Унта кирпĕч завочĕ пурччĕ. Радиостанципе çыхăну тытса пирĕн хамăрăннисене нимĕçсем çинчен пĕлтермелле, вĕсем персе тăнипе ниепле те çыхăнаймастпăр. Çав кирпĕч завочĕн мăрйи çине улăхса пурĕпĕрех çыхăнтăмăр, сведени патăмăр. Вара пирĕн танксем хулана кĕчĕç. Белоруссире Речица хулине ирĕке кăларнă чухне хĕлĕпех Березина шывĕ хĕрринче тăтăмăр. 1944 çулта кунта пысăк çапăçусем пулчĕç.
Белоруссине фашистсенчен тасатсан Польшăна çитрĕмĕр. Поляксемпе калаçма интереслĕччĕ. Эрне вĕçĕнче ĕçлеместчĕç вĕсем. Католиксем турра хытă ĕненетчĕç, лавсем çине тиенсе чиркĕве каятчĕç. Прага, Варшава хулисемшĕн те çапăçнă. Прага тенĕрен Чехословаки тĕп хули мар, вăл Варшавăн Висла шывĕн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă пайĕ.
Нары хулине разведкăна кайсан нимĕçсен засадине лекрĕмĕр, пеме тапратрĕç. Малтан хам та петĕм, анчах мана амантрĕç. Канаш ачи Воронов сурана çыхса ярса мана нумай сĕтĕрнĕ. 4641 номерлĕ госпитальте нумай выртрăм. Хăшĕсене сывалса çитме тесе килĕсене яратчĕç. Мана «батарея выздоравливающих» текен ушкăна куçарчĕç. Сывалса çитсен каллех строя тăтăм. Ĕлĕк операцисене наркозпа туман та, питĕ ыраттаратчĕ, шăмăсене мăлатукпа шаккаса лартатчĕç.
1945 çулхи апрельте Кенигсберг хулине ирĕке кăларсан пире вăрçă пĕтет, нимĕçсене çĕнтеретпĕр тесе киле яратпăр теççĕ. Хĕç-пăшала та хамăрпа пĕрле парса яраççĕ. Состав Канаш урлă иртсе каять иккен. Чăнах та, Канаша çитсен поезд кăшт чарăнса тăчĕ те, эпĕ çав вăхăтра аппа патне Пикшихе чупрăм. Киле юлма юраман, çар трибуналĕ суд тума пултарнă уншăн. Каялла чупса çитрĕм, пирĕн поезд тапранса кайнă. Тавар турттаракан поездпа Арск хулинче хуса çитрĕм.
Кенигсберг (хальхи Калининград хули) нимĕçсен хули пулнă-ха та çурчĕсем шутсăр чаплăччĕ. Кашни çуртăн путвал, кашни путвалта амбразура пулнă. Кантăкĕсем хĕвел тухăç еннелле пăхатчĕç. Унсăр пуçне тата путвалсенче эрех пичкисем тăнă. Пичкисене персе сирпĕтетчĕç те вилесем пилĕк таран эрех çинче ишсе çÿретчĕç.
Çĕнтерÿ кунне Свердловск хулинче хамăн малтанхи йышпа пĕрлех кĕтсе илтĕм. Каçпа çынсем пурте урама тухрĕç. Çынсем савăннă çĕнтерÿ çитнипе, кăшкăраççĕ, йĕреççĕ.
Иркутск хулине çитсен тин пире яппунсемпе çапăçма Маньчжурие илсе кайнине пĕлтерчĕç. 1945 çулхи августăн 8-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 2-мĕшĕччен çапăçма тиврĕ. Хунху текен халăх пулнă çавăнта, çавсемпе çапăçрăмăр. Кунта тепре амантăм. Инçет Хĕвел тухăçĕнче нумай тăма тиврĕ. Киле эпĕ 1947 çул вĕçĕнче тин çаврăнса çитрĕм....
Нил Морозова Аслă Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕпе, «Паттăрлăхшăн», «Белоруссие ирĕке кăларнăшăн» тата ытти нумай медальпе наградăланă.
Вăрçă хыççăн Нил Гаврилович Хусанта юристсене хатĕрлекен шкултан, Мускаври юридици институтĕнчен вĕренсе тухнă, Шупашкарти коопераци институтĕнче студентсене вĕрентнĕ. Халĕ те ахаль лармасть. Хамăр республикăри вăрçăпа çар ветеранĕсен пĕрлешĕвне ертсе пырать. Сывлăхĕ ан хавшатăр хисеплĕ ветеранăн. Çамрăксене патриотла воспитани парассипе вăл нумай ĕçлет паян.
И.ВЛАДИМИРОВА.