14 августа 2009 г.
Чăваш спортсменки Валентина Егорова Барселонăри Олимпиадăра марафон чупăвĕнче çĕнсе илнĕ ылтăн медаль ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă. Çакăн хыççăн хĕрарăмсем хушшинче хăюллисем нумайланнă. Ăста тренерсем вĕренекенĕсене пысăк çитĕнÿсем тума васкамасăр хатĕрленĕ. Çÿллĕ шая çитме пысăк чăтăмлăх кирлĕ. Тĕнче класлă спорт мастерĕ Людмила Петрова (ÿкерчĕкре варринче) – çак тĕрĕслев витĕр тухнисенчен пĕри.
АСАМЛĂ ТĔНЧЕ ТУРТАТЬ, МАРАФОН – ПАРĂНАТЬ
Люда тăван ялĕнчи – Карăклă вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чухнех çăмăл атлетикăна юратнă. Тантăшĕсенчен чылай ирттернĕ. Владимир Ивановичпа Татьяна Григорьевна Никоноровсем – физкультура учителĕсем – вĕренекенĕн спорта юратас туртăмĕ ан чактăр тесе тăрăшнă.
Спортри ăсталăхне Люда каярахпа Олимп резервĕсен училищинче туптанă. Кунта ăна шкулти вĕрентекенĕсем илсе килнĕ. 17 çулти Людмила Якимован (хĕр чухнехи хушамачĕ) ячĕ 1985 çулта чапа тухнă. Вăл Киевра иртнĕ Пĕтĕм Союзри çамрăксен вăййинче 3000 метр чупса çĕнтернĕ (9 минут та 19 çеккунт).
Республика чемпионачĕсене, Раççей турнирĕсене ăнăçлă хутшăнни малашне пысăк çитĕнÿсем тума пултарас шанăç çуратнă. Анчах... Люда качча тухнă, икĕ хĕр – Иннăпа Саша – çуралнă. Ултă çуллăха спортран уйрăлнă вăл. Çапах та çав асамлă тĕнчере пурнăç еплерех вĕресе тăни, пĕрремĕш çитĕнĕвĕсем пĕр самантлăха та манăçман. Тунсăха пусарас тесе чăваш пики кашни кун ирпе – 20, каçхине 10 километр чупнă.
Спортри çĕнĕлĕхе Людмила лайăх астуса юлнă. Вăл 1994 çулхи нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕпе çыхăннă. Çак пулăм Людăн вĕрентекенĕн ячĕпе, «Березка» спортклубпа тата унăн аслă тренерĕ Алексей Егоровпа çы-хăннă.
«Березка» спортклубăн спонсорĕ – республикăри паллă предприниматель, çăмăл атлетикăна юратакан – Владимир Ермолаев пулнă. Çак енпе вăл Шăмăршăри вăтам шкулта вĕреннĕ чухне кăсăкланма тытăннă. Физкультура урокĕсене кунта Алексей Григорьевич Егоров ертсе пынă. Каярах Шупашкарта тĕл пулсан вĕсем тÿрех пĕр чĕлхе тупнă. Учитель вĕренекенне пысăк ĕмĕчĕпе – çăмăл атлетикăн клубне йĕркелес шутпа паллаштарнă. Çак калаçу хыççăн çуралнă та «Березка».
Л.Петрова спонсор шанчăкне тÿрре кăларнă. 3000 метр чупса Раççей чемпионĕн ятне илнĕ. 1996 çулта Раççейĕн пĕрлештернĕ командипе Атлантăра иртнĕ Олимп вăййисене хутшăннă.
– Ыттисенчен вĕренме каятăп, – сăпайлăн пĕлтернĕ Люда хăй команда йышне кĕнине пĕлсен. Атлантăра 10000 метра начар мар кăтартупа чупса тухнă, анчах финала лекеймен.
Çирĕп тренировкăсем хыççăн вăрăм дистанцие чупакан хĕрарăмсен хушшинче лидера тухнă. Марафон дистанцийĕнче хăйне çирĕп тытнă. Çак трассăри пĕрремĕш старт савăнăç кÿмен. Дебют Бостонра (АПШ) иртнĕ. 1997 çулхи çуркунне пĕрремĕш хут 42 километр та 195 метра пысăк йывăрлăхпа парăнтарнă (2 сехет те 45 минут). Ун чухне тренерне Алексей Григорьевича: «Çак дистанцие урăх нихăçан та тухмастăп», – тенине аса илнĕ май кулать халĕ Людмила.
Анчах та марафон ăна хăй патнех туртнă. 1998 çулта Петровăшăн ăнăçлă пулнă. Хутшăннă ăмăртусенче пуринче те çĕнтернĕ вăл. Чупу сезонĕ Чулхулара «Торпедо» спортклуб парнисемшĕн иртекен Пĕтĕм тĕнчери çурма марафонпа пуçланнă. Чăваш хĕрне тĕп приз – шап-шурă «Волга» – лекнĕ. Кун хыççăн – Мускаври «Лужники - 98» марафон. Людмила пĕрремĕш хут Раççей чемпионкин ятне çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех 10 çул каяллахи рекорда çĕ-нетнĕ. «Москвич-Святогор» автомобиль унăн черетлĕ парни пулса тăнă. Унсăр пуçне – укçан преми. Тĕп хула мэрĕ Ю.Лужков чăваш хĕрне суперкубока тыттарнă. Çав çулхине вăл 20 ытла ăмăртăва парăнтарнă.
Раççейре çеç мар, планетăн тĕрлĕ континентĕнче сăнама пуçланă чăваш хĕрне. Тепĕр икĕ çултан Сиднейри Олимпиадăра вăйлă тупăшакан пуласса шаннă.
Сиднейре команда йышĕнче старта тухма ĕмĕтленнĕ вăл. Анчах та суран чăрмантарнă. Суйлав тапхăрĕнче (10000 метр) сывă мар урапа чупма тивнĕ (операци туни икĕ кун çеç пулнă). Пиллĕкмĕш вырăн йышăннă – командăран кăларнă. Ун вырăнне Австралие Лидия Григорьева çамрăка илсе кайнă.
Суран часах тÿрленнĕ. Люда малтанхи шая ларнă, вăрăм дистанцие хатĕрленме пăрахман. Тĕнчипе паллă Нью-Йорк марафонне хутшăнма шут тытнă.
1-мĕш старт (1998 çул) тăваттăмĕш вырăн «парнеленĕ» (2 сехет те 31 минут).
... Каллех Нью-Йорк. Вăрăм дистанцие кăмăллакансем старта 50 пин ытла çын пуçтарăннă. Нумайăшĕ финиша Итали хĕрĕ Франциска Фьякончи малтан çитессе шаннă. Чăваш хĕрĕ ăна хыçа хăварни кĕтменлĕх пулнă.
– Çак вăхăта пурнăç тăршшĕпех кĕтнĕ эпĕ, – пĕлтернĕ Люда Америка корреспондентне.
Чăннипех те чаплă парнесене тивĕçнĕ Людмила. Вăл – Нью-Йорк марафонĕнче çĕнтернĕ Раççейри пĕрремĕш спортсменка.
– Улттăмĕш вырăна тухма пулĕ тесе шухăшлаттăм. Стартран тапрансан вăй çителĕклине, суранланнă ура ыратманнине туйрăм. Мала тухассишĕн тупăшса пăхас терĕм, – аса илет Людмила. Хăй çĕнтернине малтан ĕненме те пултарайман вăл, кайран савăннипе йĕрсе янă. Пресс-конференцире вара сăпайлă пулнă. Пурне те тав тунă. Мăшăрне те манман, паллах. Упăшки вара çак вăхăтра килĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта, телевизор умĕнчен кайма пĕлмен, экрана тĕллесе ачисене: «Акă... аннÿ... çĕнтерчĕ! «Çăлтăр» вăл халĕ! Тĕнчипе паллăскер! Ăна тĕп каналпа кăтартаççĕ! Каларăм вĕт, Люда, кай, çĕнтер тесе», – тенĕ шывланнă куçне пытармасăр.
Çак çитĕнÿ хыççăн хĕрарăм хăйĕн умне Валентина Егорова марафонкăн 10 çула яхăн тытăнса тăнă кăтартăвĕсене (2 сехет те 23 минут та 33 çеккунт) çĕнетме тĕллев лартнă.
2001 çулта Лондонри марафона 2 сехет те 22 минут та 33 çеккунтра парăнтарнă. Анчах та Светлана Захарова финиша 2 çеккунт маларах çитнĕ. Людмила 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Çак хулара иртнĕ 26-мĕш марафонта, 2006 çулта, Л.Петрова дистанцие иккĕмĕш чупса тухнă (2 сехет те 21 минут та 29 çеккунт). Çав вăхăтрах финиша 2 çеккунт маларах çитсе Светлана Захарова лартнă рекорда çĕнетнĕ. Хастарлăх та чăтăмлăх çÿллĕ шайра пулнине çирĕплетнĕ.
2008 çулта Нью-Йорк марафонне хутшăннă. Çивĕч тупăшура ентешĕмĕр тĕнче рекордсменкине Пола Редклифор акăлчана çеç выляса янă. Людмила хĕрĕх çула çитнĕ спортсменкăсен хушшинче тĕнче рекордне çĕнетнĕ – 2 сехет те 25 минут та 45 çеккунт.
УМРА – НЬЮ-ЙОРКРИ МАРАФОН
«Тантăшăм ачаранах маттурччĕ, – пĕлтерет Л.Петрован çывăх тусĕ О.Головина вĕрентекен. – Эпир унпа пĕрле выляса ÿснĕ, шкулта йĕркеленĕ спорт секцийĕсене çÿренĕ. Унăн хастарлăхĕнчен тĕлĕнеттĕм: вĕренÿре те «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыратчĕ, спортра та малтаччĕ. Çав маттурлăх халĕ те сĕвĕрĕлмен унăн. Ачи-пăчине пĕчченех çитĕнтерет (шел те, мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕчĕ), тăватă теçеткерен иртнĕ пулсан та тĕнче шайĕнчи спортра ячĕ кĕрлесе тăрать».
Çапла, чăваш хĕрĕ халĕ те çулталăкра икĕ хутчен хăйĕн вăйне тĕрĕслет: кĕркунне-çуркунне марафонсене хутшăнать. Кăçал çуркунне, сăмахран, Лондонра иртнĕ марафона хутшăнса вуннăмĕш вырăна тухнă. Кĕркунне вара Нью-Йоркри ăмăртăва хутшăнĕ. Халĕ вăл шăпах ăна хатĕрленет. «Ирхине тата каçхине тренировкăна тухатăп, 8, 16 километр чупатăп. Вырсарникунсенче вара – 25 километр, – каласа кăтартать Л.Петрова. – Çурла уйăхĕн варринче марафона тĕллевлĕн хатĕрленме тытăнатăп. Тен, тренировка ирттерме Кисловодск хулине те çитсе килĕп».
Хальхи вăхăтра Людмила Николаевна Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать, тăван ялне час-часах кайса çÿрет. Унта унăн тăван-пĕтенĕ, ашшĕ пурăнать-çке.
«ЭПĔ – ТЕЛЕЙЛĔ ХĔРАРĂМ»
Петровсен çемйи 2003 çултанпа АПШри Гейнсвилл хулинче пурăнать. Аслă хĕрĕ Инна вырăнти пĕр колледжра вĕренет, кĕçĕнни – Саша – хальлĕхе шкулта ăс пухать. Иккĕшĕ те амăшĕ пекех пултаруллă, маттур. Инна вара спортпа туслă. «Хамăн кун-çулăма хурламастăп, çапах та ачасене пысăк спортран аяккарах тытатăп. Тар юхтармасăр, вăй хумасăр нимĕн те пулмасть, паллах. Çав вăхăтрах сывлăха хавшататпăр-çке, – хăйĕн шухăшне пĕлтерет Л.Петрова. – Анне те хăй вăхăтĕнче çăмăл атлетикăна кăмăлланă. Вăл район шайĕпе иртекен ăмăртусене хутшăннă».
Людмила Николаевна каланă тăрăх, икĕ хĕрĕ те чăвашла пĕлеççĕ. Пĕчĕк чухне вĕсене Елчĕкре пурăнакан аслашшĕ-асламăшĕ тăван чĕлхене вĕрентнĕ. Чăн та, çуралнă вырăн хăй патнех туртать. Çавна май Сашăпа Инна та Чăваш Еншĕн тунсăхлаççĕ, кашни çулах килсе çÿреççĕ. Кунта тус-юлташ та тупнă вĕсем.
Людмила Николаевна та акăлчанла аванах калаçать. Америкăра та чăваш чĕлхи кирлĕ иккен. Вăл каланă тăрăх, чăваш спортсменĕсем чылаййăн пурăнаççĕ унта. Çавна май пĕр-пĕринпе тăван чĕлхепе пуплеççĕ.
«Хама телейлисен шутне кĕртетĕп, – тет Карăклă хĕрĕ. – Ача-пăча сывă, тĕреклĕ, маттур. Вĕсем хăйсен ÿсĕмĕсемпе савăнтараççĕ. Çакă маншăн – чи пысăк телей».
Хăйĕн çитĕнĕвĕсем пирки ытлашши сăмах вакламарĕ ентешĕмĕр. Сăпайлăх чăрмантарчĕ курăнать. Çав вăхăтрах хăйне те ырлас килет. Хастарлăхне, маттурлăхне, чăтăмлăхне пула икĕ хĕрне ура çине тăратать, ытлă-çитлĕ пурнăçпа пурăнать.
В.ПЕТРОВА, Т.НАУМОВА.