АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЯВРА ЭПĔ ТЕ САВĂНТĂМ

14 августа 2009 г.

Нумаях пулмасть Çеçпĕл ял тăрăхне кĕрекен Матьшÿ ялĕнче тĕлĕнмелле пысăк уяв ирттерчĕç. Ăна пирĕн ял йĕркеленнĕренпе 290 çул çитнине халалларĕç.

Эпĕ ялтан 14 çул тултарсанах тухса кайнă, ун чухне Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕччĕ. 1941 çулта вăрçă пуçланчĕ. Аппана çав çулхинех çурла уйăхĕнче фронта илсе кайрĕç. Пире, шăллăмпа иксĕмĕре, – 1943 çулта.

Эпир питĕ йывăр вăхăтра çуралнă. Пĕчĕклех тăлăха юлнă: аппа 13 çулта чухне, эпĕ – 11 çулта, шăллăм – 9 çулта. Выçăллă-тутăллă çÿренĕ, тăхăнмалли пулман. Матьшÿ ялĕнчен Шĕкĕре (халĕ Çеçпĕл ялĕ) шкула çуран çÿренĕ. Урасене тăм илтерсе яни темиçе хутчен те пулнăччĕ.

7 класс пĕтерсен (1939 çулта) аппапа икĕсĕмр медучилищăна экзаменсем тытма кайрăмăр. Çуранах çитрĕмĕр, çăпати те пулман пирĕн ун чухне. Экзаменсене ăнăçлă тытрăмăр, вĕренме кĕтĕмĕр. Ачалăх йывăр пулнăран вĕренсе тухнă хыççăн эпир те çын эретлĕ пурăнма пуçлатпăр тесе ĕмĕтленнĕ. Анчах та ĕмĕтсем пурнăçланмарĕç, вăрçă пуçланчĕ. Ку, паллах, иртнĕ вăхăт, манăн сире урăххи çинчен каласа парас килет.

Манăн паянхи тĕп тĕллев: сирĕн хаçат урлă Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхне Светлана Леонидовнана тата библиотекăра тăрăшса ĕçлекен Фаина Иванована уява чĕннĕшĕн тата сăмах тухса калама ирĕк панишĕн тав сăмахĕ калас килет.

Çанталăкĕ лайăх тăчĕ вăл кун, халăхĕ те йышлăн пуçтарăнчĕ. Уява йĕркелесе ирттернĕ хастар çынсене чĕререн тав тăвас килет.

А.МОЛДОВАНЕНКО.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика