АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШĂРПĂК ТЕТТЕ МАР

14 августа 2009 г.

Ачасем шăрпăкпа вылянине пула пушарсем тухнине çулсеренех шута илетпĕр. Шел пулин те, çак инкексенче пепкесен пурнăçĕ те вăхăтсăр татăлать. Ача мĕншĕн аллине шăрпăк илет-ха; Çакна чи малтанах пĕчĕкскерсен вăрттăнлăхсене пĕлес туртăм пысăк пулнипе сăлтавламалла. Ÿссе пынă май вăл аслисем пекех вут тивертсе пăхасшăн. Çак ĕçе, паллах, сирĕн умăрта туса ирттермест вăл, пĕччен юлнă хыççăн пурнăçлама тăрăшать. Çавăнпа та шкул çулне çитмен ачасемпе ăнлантару ĕçĕсем тăтăшах ирттермелле.

Кунта ача сачĕсем пысăк витĕм кÿреççĕ, воспитательсем пепкесене пушар кÿрекен инкек çинчен каласа кăтартаççĕ, çăлăнмалли мелсемпе паллаштараççĕ. Анчах та çакă çеç çителĕксĕр, ашшĕ-амăшĕн те айккинче юлмалла мар, вĕсем ачисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче-çке.

А.СЕРГЕЕВ, пушар хăрушсăрлăхĕн аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика