АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĂРУШСĂРЛĂХ ЙĔРКИСЕНЕ ПĂСАС МАРЧЧĔ

14 августа 2009 г.

Юлашки вăхăтра электричество хатĕрĕсемпе усă курнă тата монтаж тунă чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнман тĕслĕхсемпе час-часах тĕл пулатпăр. Çакна пула пысăк инкек сиксе тухать, вут-кăвар кил-хуçисене палăрмаллах тăкак кÿрет.

Акă, çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Канаш хулинчи Л.Толстой урамĕнчи пĕр кил-хуçалăхра пушар алхасма тытăннă. «Вут чĕлхи» çурт тăррине, йывăç пÿлмесене тата апат пĕçермелли пÿлĕме сиен кÿнĕ, тăкакĕ 30 пин тенкĕпе танлашнă.

Тепĕр кунхине кăнтăрла иртсен икĕ сехетре Сиккасси ялĕнче пушар тухнă. Вут-кăварта лупас çунса кайнă, мунча, ĕне тата чăх-чĕп витисем юрăхсăра тухнă. Инкек кил-хуçисене 150 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Инкек сирĕн алăкăртан «килсе ан шаккатăр» тесен электричество хатĕрĕсемпе асăрхануллă пулăр. Кивĕ электричество пралукĕсемпе усă ан курăр, виçĕ çул иртнĕ хыççăн вĕсен сопротивленине тĕрĕслеттерĕр. Электричество счетчикĕ çине «жучоксем» вырнаçтарни те инкек патне илсе çитерме пултарĕ. Вилкăсемпе розеткăсем юсавлă пулни те сирĕн пурлăхăра упраса хăварма пулăшĕ.

Л.ШАРОНИНА, пушар хăрушсăрлăх инженерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика