АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮРЛАМАН КУН УНШĂН ХУЙХĂПА ПĔРЕХ

14 августа 2009 г.

ЮРЛАМАН КУН УНШĂН ХУЙХĂПА ПĔРЕХ

– Сире хаçат валли материал тупса парас мар-и; Инçе кайма кирлĕ мар, – терĕ пĕр кунхине «Чăвашпичет» пĕрлĕхĕн Канаш хулин Хĕвелтухăç микрорайонăн киоскĕнче ĕçлекен З.Егорова.

Килĕшнине пĕлтерсе пуçа сĕлтрĕм. Мĕн çинчен е кам пирки çырмаллипе интереслентĕм. Сăмах май, Зинаида Александровна нумай çул çак районта пурăнакансене тĕрлĕ хаçат-журнал сутать. Ăна кунта ватти-вĕтти паллать, хисеплет. Тата çакăнпа паллă вăл: юрлама ăста, хулари Культура çурчĕ çумĕнчи «Канаш» чăваш хорне çÿрет.

– Пирĕн Тоня çак хорта юрлама пуçланăранпа 40 çул çитрĕ, çитес кунсенчех вăл хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак ятпа хăйне евĕрлĕ парне кÿреймĕр-ши; Ун çинчен «Канаш енре» тĕрленчĕк çапса кăларсан пит аванччĕ те... Еплерех савăннă пулĕччĕ вăл, паллах, унпа пĕрле эпир те, – малалла пуплерĕ Зинаида Александровна.

Антонина Чернова чăваш юррисене шăрантарнине итлесе сахал мар киленнĕ. Хăйĕнпе те темиçе хутчен тĕл пулнă. Кашнинчех салам, сывă пул тенĕ евĕр кăна темиçе сăмах перкелешсе илнĕ. Юнашар ларса чуна уçса калаçса ларман, кăмăла ирĕке яман. Çав кунах кĕсйе телефонĕпе З.Егорова панă номерпе пулас хайлавăн тĕп сăнарĕ патне шăнкăравларăм, тĕл пулу пирки калаçса татăлтăм.

Пирĕн калаçу культурăпа кану паркĕнче иртрĕ. Сăмахсен çăмхи майĕпен сÿтĕлме пуçларĕ. А.Васильеван (хĕр чухнехи хушамачĕ) ачалăхĕ Мăкăр ялĕнче иртнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне класс ертÿçи Людмила Васильевна Тоньăн сасси уçă пулнине асăрханă. Хĕр пĕрчине юрлаттарса пăхнă. Вăт çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ унăн юрăпа туслашасси.

– Манăн анне юрлама ăстаччĕ. Ĕçкĕ-çикĕре çепĕç сассипе пĕтĕм тăван-хурăнташа савăнтаратчĕ, хăйпе пĕрле юрлаттаратчĕ. Унăн юррисене вара вăрттăн ĕнĕрлесе çÿреттĕмччĕ. Хăй килте çук чухне сасăпах шăрантараттăмччĕ. Çав тери ун пек пулас килнĕ манăн. Кунсăр пуçне Ираида Вдовина юррисене каçса кайса итлеттĕмччĕ, – аса илчĕ Антонина Ивановна.

Ялти шкулта ăс пухнă чухне пĕр концерт та Тоня хутшăнмасăр иртмен. Вăл пĕччен те, ушкăнпа та, хорпа та юрланă. Ытларах ăна сцена çине вырăс юррисемпе кăларнă. Алла сакăр класс пĕтерни çинчен ĕнентерÿ хучĕ илсен Шупашкара пир-авăр комбиначĕн училищине вĕренме кайнă. Çур çултан кавир тĕртме тытăннă. Ĕç хыççăн комбинатăн «Чайка» ятлă ансамблĕн репетицийĕсене çÿреме пуçланă. Çак коллектива паллă композитор Аристарх Орлов-Шуçăм ертсе пынă. Ансамбль Шупашкарта, республикăн тĕрлĕ районĕсенче хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Кÿршĕ республикăсемпе облаçсенче те пулнă.

– Тоня, сассу сан питĕ лайăх. Ăсталăха ÿстерес тесен музыка пĕлĕвĕ илмелле. Эпĕ сана Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищин вокал уйрăмне вĕренме кĕме сĕнетĕп. Пултарнă таран пулăшма тăрăшăп, лайăх вĕренессе шанатăп, – тенĕ пĕррехинче пултаруллă хĕре ансамбль ертÿçи.

– Унăн шанăçне тÿрре кăлараймарăм. Манпа пĕрле юрланă Зоя Лисицына, Тамара Гурьева артиста тухрĕç, пысăк сцена çинче юрлама пуçларĕç. Эпĕ вара пĕрле ялти шкулта вĕреннĕ Станислав Черновăн арăмĕ пулса тăтăм. Пулмарĕ манран Шупашкар артисчĕ пуласси. Тăван яла куçса килтĕмĕр. Часах анне ятне те илтрĕм. Икĕ хĕр, Маринăпа Ирина, çуратса патăм савнă мăшăрăма, – калаçăва малалла тăсрĕ Антонина Ивановна.

Шĕкĕр хуларан таврăнсан çамрăк хĕрарăм Канаша ĕçе вырнаçас шутпа каять. Чуна килĕшекен ĕç тупаймасть вăл. Юлташĕсем сĕннипе хула торгĕн суту-илÿ шкулне вĕренме кĕрет. Ултă уйăхран сутуçă специальноçне алла илет. Хулан Хĕвел анăç районĕнче вырнаçнă «Пахча çимĕç» лавккан алăкне уçса кĕрет. Унтан каялла пенси илмелли вăхăт çитсен тин, вăтăр çултан, тухать.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче хула торгĕн хорĕ «кĕрлесе» кăна тăратчĕ. Ăна пултаруллă музыкçă, Тоньăн ентешĕ Михаил Николаев, ертсе пыратчĕ.

– Эпĕ каçсерен репетицине çÿренипе упăшкам кăмăллах марччĕ. Кăштах кĕвĕçетчĕ те пулас. Хытах юратнă ĕнтĕ вăл мана. Çапах та кайса юрлама майне шыраса тупаттăмах. Юрламан кун инкекпе пĕрехчĕ. Юрă маншăн чун апачĕ шутланнă, – шÿтлет манпа калаçакан.

1991 çулта Михаил Николаевич хулари Культура керменĕ çумĕнче «Канаш» чăваш хорĕ йĕркеленĕ. Унта тĕрлĕ профессиллĕ çынсем çÿреме тытăннă. Вунă çул ытла ĕнтĕ хора Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Никоноров ертсе пырать.

– Çамрăк чухне ытларах юрату çинчен юрлас кăмăллăччĕ, вăтăртан иртсен атте-аннене çуратса ÿстернĕшĕн илемлĕ юрăпа тав тăвас килетчĕ, асанне е кукамай ятне илтсен чуна тăванлăх юррисем çывăх. Виçĕ çул каялла «Канаш» хорĕн вунă членĕ, вĕсенчен пĕри эпĕччĕ, Мускаври чăвашсен уявне кайнăччĕ. Урамра юрларăмăр, ташларăмăр. Мускав чăвашĕсенчен хăшĕ-пĕрисем чунĕсен çемçелĕхне чараймарĕç, куçĕсем ирхи сывлăм пек таса куççульпе йăлтăртатрĕç. Эпир те чăтса тăраймарăмăр – пирĕн те чĕресем чултан мар-иç. Çав кунсем яланлăхах чунăмра вырăн тупрĕç, – терĕ А.Чернова.

Антонина Ивановна хăйĕнпе пĕрле дипломсемпе хисеп хучĕсем чиксе килнĕ. Кашнине алла илсе вуласа тухрăм. Суту-илÿ ĕçĕнчи тата илемлĕх пултарулăхĕнчи ÿсĕмсемшĕн, Пĕтĕм Союзри халăх пултарулăхĕн фестивалĕ шучĕпе Канаш хулинче ирттернĕ смотр-конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннăшăн, халăх юррисен Ираида Вдовина ячĕллĕ «Ай, юрлар-и!» республика конкурсĕн дипломанчĕ пулнăшăн, халăх йăли-йĕркинчи юрăсене сыхласа хăварас енĕпе хастар ĕçленĕшĕн, чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентекенсен ĕç меслечĕпе мелĕсен куравне хастар хутшăннăшăн тивĕç пулнă вăл вĕсене. Парнесем те нумай панă ăна, тав çырăвĕсем мĕн чухлĕ тата!

– Шав ман çинчен калаçатпăр-ха эпир. Манăн вара пĕрле нумай çул юрлакансене ырăпа асăнса хăварас килет. Ятранах калам-ха вĕсене. Çырмасăр ан хăварăр вара: технологи хатĕрĕсен заводĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Галина Иванова, «Чăвашпичет» киоскĕн сутуçи Зинаида Егорова, медицина ĕçченĕсем Тамара Максимова, Луиза Иванова, Надежда Данилова тата Валентина Захарова сутуçă. Паллах, ыттисем те ăшă сăмахсене тивĕç. Пурте маттур, чăваш юррине пирĕн ачасем, мăнуксем, çамрăксем юрлаччăр тесе тăрăшаççĕ, – тесе сыв пуллашрĕ манпа «Канаш» хорĕн ветеранĕ Антонина Чернова.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика