АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔРШЫВА СЫХЛАМА – КОНТРАКТПА

14 августа 2009 г.

Юлашки вăхăтра контрактпа Тăван çĕршыва сыхлакансен ретне тăракансем нумайланчĕç. Çакăн пек йĕркепе ирттермелли çар службин условийĕсемпе интереслекенсем те сахал мар. Вĕсем çинчен çар комиссариачĕн çар службине контрактпа илекен пункт пуçлăхне Р.Зиганшинăна каласа пама ыйтрăмăр.

– Раиса Михайловна, чи малтанах темиçе сăмах контрактпа çар службине илни мĕнле çăмăллăхсем тата гарантисем кÿни çинчен.

– Шанчăклă ĕç, службăра ÿссе пырасси, укçа-тен-кĕпе, апат-çимĕçпе, салтак çи-пуçипе, пурăнмалли вырăнпа тивĕçтересси, вунă çул хыççăн никама та хваттерсĕр çар тивĕçĕнчен хăтармалла мар, çар хатĕрленĕвĕн уйрăмах йывăр условисемшĕн хушса тÿлесси, тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ парасси, санитарипе курорт сипленĕвĕшĕн компенсаци тÿлесси, службăн çĕнĕ вырăнне çемьепе пĕрле тÿлевсĕр куçарасси, отпуска тÿлевсĕр кайса килесси, 3 çул службăра пулнă хыççăн аслă е вăтам специальность пĕлĕвĕ илме конкурссăр вĕренме кĕме ирĕк парассси, службăн 20 çулĕ иртсен пенси шалăвăн çурри чухлĕ уйăрасси, çар служащине патшалăх енчен страховани тăвасси.

– Çара кайса ĕçлĕ пулас текенсене, ĕç укçи çителĕклĕ илес шутлисене мĕнле çар чаçĕсене çул уçă;

– Кăçал пирĕн контрактпа 62 çамрăка çар службине ăсатмалла. Çак подразделенисем ăçта вырнаçнă-ха; Пермь крайĕнчи артиллери, Ульяновск, Иваново, Новороссийск, Рязань облаçĕсенчи десантниксен, Самар тата Свердловск облаçĕсенчи мотострелоксен, Челябинск облаçĕнчи танксен бригадисене. Çавăн пекех кăмăл тăвакансене Çурçĕр-Кавказ çар округĕсене, Таджикистан Республикине, Çурçĕр, Лăпкă океан, Балтика, Хура тинĕс флочĕсене яратпăр. Çакна каласа хăварма кăмăллă, чăвашран килнĕ çамрăксене пур çĕрте те ăшшăн йышăнаççĕ. Вĕсене ĕçчен, тăрăшуллă пулнишĕн, яваплăха туйнишĕн, дисциплинăна çирĕп пăхăннишĕн, кирек мĕнле приказа та, ĕçе те вăхăтра тĕплĕ пурнăçланишĕн хисеплеççĕ.

– Паллах, нумайăшне уйăхри ĕç укçи миçе тенке ларни интереслентерет.

– Самар облаçĕнчи Рощинский поселокĕнче вырнаçнă мотострелоксен 15-мĕш уйрăм бригадинчи рядовойăн шалăвĕ 10500 тенкĕ, кĕçĕн сержантăн – 11500, сержантăн 12500, аслă сержантăн – 13600 тенкĕ. Кунсăр пуçне чаçе саппасран пынăшăн çул укçи 3727 тенкĕ, квартал премийĕ 2646, çулталăкне вăхăтлăх тÿлев 10584, пулăшу 7056 тенкĕ параççĕ. Кашни çулах 35-50 кунлăх (службăра миçе çул пулнинчен килет) отпуск параççĕ. Ульяновскри десантниксен бригадине 18-30 çулсенчи çамрăксене йышăнаççĕ. Рядовой уйăхне 12 пин тенкĕ илет, отделени командирĕ, сержант – 13 пин, командир взвочĕн çумĕ, аслă сержант – 14 пин тенкĕ. Парашютпа сикнĕшĕн должность шалăвĕ çумне 20 процент хушса хавхалантараççĕ, служба тапхăрне çăмăллăх шутлавĕпе 1 уйăха 1,5 уйăх тесе кĕртеççĕ.

Мотострелоксен 17-мĕш тата 18-мĕш уйрăм бригадисем Чечен Республикинче тăраççĕ. Стрелоксем, операторсем, телефонистсем уйăхне алла 25292 тенкĕ илеççĕ. Отделени командирĕ, кĕçĕн сержант – 26689 тенкĕ, санинструктор, сержант – 27208 тенкĕ.

– Раиса Михайловна, суйласа илнĕ çар чаçĕ пирки тĕплĕнрех ăçта пĕлме пулать-ши;

– Паллах, пирĕн патра, Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссариатĕнче. Пирĕн адрес: г.Канаш, ул.Полевая, д.18, каб. " 18. Тел. 4–13–56, 8–919–678–44-25.

В.АЧЧА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика